Республикăра пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантармалли майсем чылай. Сăмахран, пултарулăх тĕлĕшĕнчен малалла ÿсме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулленхи ятарлă стипендийĕ те пулăшать. Кăçал та çак чыса пĕр пин çын тивĕçнĕ.