Министерство образования Чувашской Республики

В Чувашии подвели предварительные итоги Всечувашского диктанта

В Чувашии подвели предварительные итоги Всечувашского диктанта

Паян чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Диктанта икĕ майпа çырчĕç. Хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăнта çырма кăмăл тунисем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105,0 Fm, 95,9 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, «Тăван радион» 100,3 Fm хумĕсем çинче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн сайтĕнче асăннă радиосен страницисенче «Тӳрĕ эфир» / Прямой эфир» каçăпа кĕрсе, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн сайчĕпе Интернетри хутшăну тетелĕсенче лартнă аудиофайла итлесе çырма пултарчĕç.

Ятарлă вырăнта пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш наци библиотекинче, пурăнакан е ĕçлекен вырăнсенчи вĕренÿ тата культура организацийĕсенче çырчĕç.

Акцие шкул ачисем, шкулсенче тĕрлĕ предмет (чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхипе литератури, истори, математика, технологи, биологи), пуçламăш классенче вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен педагогĕсем, библиотекарьсем, музей ĕçченĕсем уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ.

Пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ диктанта 7058 çын хутшăннине палăртрĕ:

Чăваш Республикинчен – 4075 çын;

Тутарстан Республикинчен –1654 çын;

Чĕмпĕр облаçĕ – 642 çын;

Пушкăртстан Республики – 588 çын;

Иркутск облаçĕ – 48 çын;

Сургут хули – 15 çын;

Самар облаçĕ – 12 çын;

Автономиллĕ Ханты-Манси округĕ – 10 çын;

Мускав хули – 7 çын;

Екатеринбург хули – 5;

Тюмень облаçĕ – 2 çын.

Хальлĕхе çитеймен, уçăлайман е вуланайман çырусем те пур, вĕсемпе малалла ĕçлĕпĕр.

Списока пĕр евĕрлетсе йĕркелесе çитерейменшĕн каçару ыйтатпăр. Диктант çыракансемшĕн результатсем кăсăклă пулĕç тесе малтанласа çакăн пек список та пулин кăтартас терĕмĕр.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцие хутшăннисене, акцие йĕркелесе пулăшакансене, диктант тĕрĕслеме пулăшнă экспертсене тав тăватпăр!

* * *
В целях создания условий для сохранения, изучения, развития и популяризации чувашского языкасостоялась образовательная акция – Всечувашский диктант «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023», посвященная Дню чувашского языка, 175-летию со дня рождения просветителя чувашского народа И.Я. Яковлева и Году педагога и наставника в Российской Федерации.

По предварительным данным в акции участвовали 7058 человек, из них

из Чувашской Республики – 4075;

из Республики Татарстан – 1654;

из Республики Башкортостан – 588;

из Ульяновской области – 642;

из Иркутской области – 48;

из Самарской области – 12;

из Ханты-Мансийского автономного округа – 10;

из г. Екатеринбурга – 5;

из г. Сургут – 15;

из г. Москва – 7.

Благодарим всех участников, организаторов и экспертов образовательной акции «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023»!



26 апреля 2023
20:41
Поделиться