Министерство образования Чувашской Республики

Çĕнĕ кĕнекепе паллашар-и? «Литература вулавĕ» 4-мĕш класс валли

Çĕнĕ кĕнекепе паллашар-и? «Литература вулавĕ» 4-мĕш класс валли

Чăваш кĕнеке издательстви Çĕнĕ çул тĕлне ачасемшĕн пысăк парне – вĕренÿ кĕнеки кăларчĕ. Часах кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Литература вулавĕ» кĕнекепе паллашĕç.
 
4-мĕш класс вали кăларнă вĕренÿ кĕнекине В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева авторсем хатĕрленĕ. Кĕнеке пуян содержаниллĕ, илемлĕ ÿкерчĕксемлĕ. Ачасене кăсăклантарса яма пултарулăх ĕçĕсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ илĕртÿллĕ хăнăхтарусем кĕртнĕ. Тăваттăмĕш класс ачисем «Асран кайми çу кунĕсем», «Ачалăх», «Чăваш çĕршывĕ – Тăван çĕршыв», «Çутçанталăк тĕнчи», «Сивĕ хĕл çитрĕ», «Манăн çемье», «Эпир – туслă ачасем» темăсемпе паллашĕç.
 
Литература вулавне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсене усă курма çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.



04 января 2023
11:35
Поделиться