Чи лайăх воспитателе палăртнă, "Хыпар"
«Раççей воспитателĕсем» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регионти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Чи лайăх воспитатель ятне тивĕçессишĕн республикăри 15 муниципалитетăн шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен 43 организацийĕн 72 ĕçченĕ тупăшнă. Çĕнтерӳçĕсене 8 номинацире палăртнă.
Чи лайăх воспитатель ятне Хĕрлĕ Чутайри «Пилеш» ача садĕнче тăрăшакан Надежда Ладайкина тивĕçнĕ.
Тĕрлĕ номинацисенче Канашри 16-мĕш ача садĕнче ĕçлекен Анастасия Степанова, Шупашкарти 162-мĕш ача садĕнче тăрăшакан Елена Алексеева, Çĕнĕ Шупашкарти 22-мĕш ача садĕнче ĕçлекен Екатерина Бударина, Шупашкарти 2-мĕш ача сачĕн дефектолог-вĕрентекенĕ Елена Ялугина, Хĕрлĕ Чутайри «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ Надежда Егорова, Çĕнĕ Шупашкарти 45-мĕш ача сачĕн заведующийĕ Галина Московцева тата Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш ача сачĕн физкультура инструкторĕ Аида Сорокина çĕнтернĕ.
Çĕнтерӳçĕсем чӳк уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче иртекен «Раççей воспитателĕсем» Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнĕç.