Улатӑрта лару-тӑру лайӑхрах, "Хыпар"
Ҫапла палӑртрĕҫ паян Улатӑрта короноварис инфекцийĕ сарӑлассине чарас енĕпе йĕркеленĕ оперштабӑн ларӑвĕнче. Оперштабӑн членĕсем ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - ЧР вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлаканĕ Алла Салаева ертсе пынипе 3-мĕш шкулта тата 6-мĕш гимназире пулчĕҫ.
"Пĕтĕмĕшле лару-тӑру Етĕрнерипе танлаштарсан Улатӑрта лайӑхрах", - палӑртрĕ Алла Леонидовна. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫĕнĕ вирус сарӑлнӑ тапхӑрта оперштабӑн ятарлӑ ушкӑнĕсем районсене тухсах ҫӳреҫҫĕ, профилактика ĕҫĕсене епле туса пынине тĕрĕслеҫҫĕ. Мускаври шкулсенче юпа уйӑхĕн 5-мĕшĕнчен ачасене икĕ эрнелĕх каникула яраҫҫĕ. Ҫавӑнпа сыхлӑх тенине манмалла мар. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ОРВИпе чирлекенсен йышĕ пысӑклансах пырать. Улатӑрти 3-мĕш шкулта ачасене шкула кĕнĕ чухне температура тĕрĕслемеҫҫĕ. Алӑсене антисептик сапса кĕртессине йĕркеленĕ-ха. Анчах пĕр ҫын епле пурне те тĕплĕн сапса кĕртме ĕлкĕрет? Ачан температура пулсан мĕн тумалла-ха? Кунта, шел те, изоляци пӳлĕмĕ вырӑнне акт залĕпе усӑ кураҫҫĕ. Тĕрĕслекенсем ҫакна тĕрĕс мар терĕҫ. Ятарлӑ пӳлĕм уйӑрмаллине палӑртрĕҫ вĕсем. Столовӑя шел те, уҫӑлтармаҫҫĕ, менюва вунӑ кунлӑх йĕркелемен. Ҫакна ачасене пахалӑхлӑ, витаминлӑ апатпа тивĕҫтерес тĕллевпе тумалла. Столовӑйра савӑт-сапана çумалли правилӑсене ҫĕнетмеллине палӑртрĕҫ Роспотребнадзорӑн ĕҫченĕсем.
Улатӑрти 6-мĕш гимназире алӑсене антисептик саптарса, температурӑна тĕрĕслесе кĕртрĕҫ. Дистанцие пӑхӑнмаллине аса илтерчĕҫ. Кунта изоляци пӳлĕмĕ пур. Медсестра вырӑнтах. Гимнази директорĕ Владимир Федоров кашни кабинетрах рециркуляторсем вырнаҫтарни ҫинчен пĕлтерчĕ. Кунта ачасем уйрӑм кабинетсенче вĕренеҫҫĕ, куҫса ҫӳремеҫҫĕ. Тӑхтавсенче пӳлĕмсене уҫӑлтараҫҫĕ. Кашни класрах дезинфекци тумалли хатĕрсем, антисептиксем пур. Алла Леонидовна шкулта хытӑ супӑньпе мар, шĕввипе усӑ курма сĕнчĕ. Ҫĕнĕ ĕмĕрте пурӑннине аса илтерчĕ. 6-мĕш гимназире паян юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ. Вĕрентӳ учрежденийĕн тӑррине улӑштарма палӑрнӑ пулнӑ. Анчах строительсем ĕҫе каярах юлса пуҫланӑ. Подрядчик ларура юпа уйӑхĕн 10-мĕшĕччен юсав ĕҫĕсене вĕҫлеме шантарчĕ. Мĕнех, шаннӑ йӑвара кайӑкĕ пултӑрччĕ кӑна ĕнтĕ...