Министерство образования Чувашской Республики

«Пысăк тăхтава» хутшăннă, "Хыпар"

Чăваш Енри 3 пине яхăн ача Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» проекта хутшăннă.

Шкул ачисем эрудиципе, профориентаципе, ăс-хакăлпа професси тĕрĕслевĕ тухнă. Чăваш Енри 43 ача авăн уйăхĕн 9-20-мĕшĕсенче Чулхулара иртекен çурма финала хутшăнма тивĕçнĕ.

«Пысăк тăхтав» çĕнтерӳçисем /10-мĕш класра вĕренекен 300 ача/ аслă шкулти вĕренӳшĕн тӳлеме 1 миллион тенке тивĕçĕç. 8-9-мĕш классенче вĕренекен 300 çĕнтерӳçе 200 пиншер тенкĕ парĕç. Çак укçапа ача хушма пĕлӳ илĕ тата хăй тĕллĕн аталанĕ. Финала тухнисем пурте /1200 ача/ «Артекра» канма путевка тивĕçĕç. Чи лайăх 20 шкула финанс пулăшăвĕ /2 миллион тенкĕ/ çитĕ. Финалистсене хатĕрленĕ педагогсем вара çĕршыври чи лайăх центрсенче вĕренӳ программи тухĕç.



24 августа 2020
19:31

Газета "Хыпар"

Поделиться