«Атăлçи кадечĕсем», НТРК
Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăрт, Удмурт республикисем, Пермь тата Чулхула тăрăхĕнчи çамрăксем. Иртнĕ эрнере 6 регионти чи маттур кадетсем Чăваш Енре пуçтарăнчĕç. Кăçалхипе 4-мĕш хут иртекен спартакиада пирĕн тăрăхра пуçласа пулчĕ. Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче çамрăксен Раççей çар историйĕпе географи пĕлĕвне, сочинени çырнине тĕрĕслерĕç. Ун хыççăн вара ăмăртусем пуçланчĕç.