Ырантан Раççейри шкул ачисен олимпиадин республикăри тапхăрĕ пуçланать. Раççей шайĕнче çĕнтернисем пултаруллă çамрăксем çĕршыври кирек хăш аслă вĕренӳ заведенине те экзамен тытмасăрах вĕренме кĕме пултараççĕ. Вĕсене хатĕрлекенсем вара Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçеççĕ.