Министерство образования Чувашской Республики

В.П. Галошевӑн «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» кӗнекепе документлӑ фильмӑн хӑтлавӗ

В.П. Галошевӑн «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» кӗнекепе документлӑ фильмӑн хӑтлавӗ

Чӑваш наци вулавӑшӗн «Мерчен» тӗпелӗнче Владимир Галошев ӳкернӗ «Кушкӑ шкулӗ 125 ҫулта» фильмӑн тата кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ. Владимир Петрович Галошев – Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗсен пайташӗ, чӑваш халӑх тӗнчине тӗпчекен  нумай кӗнеке тата фильм авторӗ.

Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ. Уява Чӑваш наци библиотекин тӗп специалисчӗ,  Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн ертӳҫи Вера Архипова ертсе пычӗ. «Мерчен» тӗпелӗнче калем ӑстисем, ҫыравҫӑсем, тавра пӗлӳҫӗсем, ӳнерҫӗсем, патшалӑх тата муниципаллӑ службӑра тӑракансем, общество деятелӗсем, тӑванӗсем тата ентешӗсем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кунта Кушкӑ шкулӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленӗ, вӗреннӗ ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ученӑй–педагог, педагогика наукисен кандидачӗ, Валентина Хлебникова академик; краевед, чӑваш халӑх академикӗ Станислав Отрыванов; «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лидия Филиппова; Чӑваш АССР татат РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александр Евтихеев; журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Яковлев; писатель, журналистсен Çемен Элкер премийӗн лауреачӗ Петр Сидоров; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Петр Пупин фильмпа кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ. Кушкӑ шкулӗнче тӗрлӗ ҫулсенче вӗреннӗ Василий Яковлевпа Галина Мышкина чун-чĕререн хумханнине, ачалăха каялла таврăнса курнăнах туйăннине каларĕç. Вӗсем тӑван шкулӑн историйӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тулли кӑмӑлпа паллашрӗҫ.

Кушкӑ шкулӗн юбилейӗ тӗлне фильм авторӗ пухăннӑ материалпа усă курса ҫавӑн пекех кӗнеке те хатĕрленĕ. Владимир Петрович калашле çак икĕ калăплав пĕр-пĕрне хушса вăйлатса шкул историне тĕплĕнрех уçса параççĕ. Пухӑннисене Владимир Галошев хӑйӗн малаллахи шухӑш-ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.

 

По материалам Национальной библиотеки Чувашской Республики



14 марта 2018
16:25
Поделиться