Министерство образования Чувашской Республики

Илĕртет спорт залĕ кунсерен

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура массăллă спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Михаил Васильевич массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе республикăра хăватлă инфратытăм туса хунине, чылай объекта "Единая Россия" политика партийĕн социаллă проектне пурнăçланă шайра хута янине палăртнă. "Единая Россия" парти проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2014 çулта кăна Чăваш Енре 42 спортзала тĕпрен юсанă. Ку ĕç валли 35 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕпе усă курнă. Ялти вĕренỹ учрежденийĕсенче физкультурăпа спорта аталантарма майсем туса парас тĕллевпе, иртнĕ çул Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти спорт залне тĕпрен юсанă, кунта 820 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Пирĕн шкулта çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, ачасене спорта юратма вĕрентес енĕпе тĕллевлĕ ĕç пырать. Волейбол, кире пуканĕн спорчĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешессин, сĕтел çинчи теннис, йĕлтĕр спорчĕн секцийĕсем вун-вун вĕренекене илĕртеççĕ. Спорт залĕ икĕ ял çыннисемшĕн те уçă: кунта волейбол, баскетбол вăййисемпе тăтăшах ăмăртусем иртеççĕ.

Н.П.ЧАМЕЕВ,физкультура учителĕ:

 - Паян физкультура урокĕсене ирттерме пур условисем те çителĕклĕ. Ачасем уроксем хыççăн та спортзала пыраççĕ. Шкулта ГТО комплексĕн нормативĕсене пама тимлесех хатĕрленетпĕр. Пирĕн вĕренекенсем районти ăмăртусенче те призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмахран, Надежда Юманова йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвĕнче виççĕмĕш, Виçпỹрт Шăмăршăра ирттернĕ ăмăртура Дмитрий Чамеев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Теннис вăййиине ирттернĕ Спартакиадăра пирĕн шкулти Маиса Юманова пĕрремĕш, Сергей Можаев иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Виктор ФАДЕЕВ, 10 класра вĕренекен:

 - Эпĕ спорт секцийĕсене чунтан юратса çỹретĕп. Спорт залĕ пысăк та çутă, салтăнса тумланмалли пỹлĕм те килĕшỹллĕ. Заняти хыççăн душра çăвăнса килетпĕр.

Маиса ЮМАНОВА, 9 класра вĕренекен:

 - Физкультура урокĕсемпе спорт секцийĕсене питĕ юрататăп. Район пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнас тесен, çине тăрсах тренировкăсем ирттермелле. Пирĕн патăрта условисем лайăх: ăшă та пысăк спорт залĕ, çĕнетнĕ спорт инвентарĕ, душ пỹлĕмĕ тата ытти те пур. Çамрăксен сывлăхĕшĕн тăрăшакансене эпир чĕререн тав тăватпăр. 

Н.СИМУРЗИНА, шкул директорĕ.

Газета  "Шемуршинские вести"

 



12 февраля 2015
14:37
Поделиться