11:06 «Пĕлетĕн-и эсĕ тăван тавралăхна?» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ республикăра тата ун тулашĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Пĕлетĕн-и эсĕ тăван тавралăхна?» конкурс ирттерчĕ. Конкурса чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене аслă шкулта хатĕрлеме пуçланăранпа 80 çул çитнине халалланă. Ăмăртăва чăн-чăн чăваш чунлă вĕренекенсем хутшăнма кăмăл туни савăнтарчĕ. Сумлă жюри ĕçсемпе паллашнă хыççăн чи пултаруллисене палăртрĕ.
Сочинении çырса мала тухнисем шутĕнче Кузьмина Ольга (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Борцова Лиана (Тутар Республики, Кивĕ Саврăш шкулĕ), проектсем хатĕрлес енĕпе Федоров Романа (Етĕрне районĕ, Мăн Чураш шкулĕ) çитекенни пулмарĕ.
Ăмăртăва хутшăннă вĕренекенсене, ĕçсене хатĕрлеме пулăшнă учительсене чĕререн саламлатпăр, тăван тăрăха тĕпчес, унăн историне килес ăрусем валли упраса хăварас ĕçре те ăнăçу сунатпăр. Çамрăк тĕпчевçĕсемпе çыравçăсене хăйсен пултарулăхне малалла аталантарма чăваш филологи факультетне вĕренме кĕме сĕнетпĕр.