Министерство образования Чувашской Республики

Сăмах пулăвĕпе форма пулăвне халалланă конференци

2011 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕпе форма пулăвĕ: теори тата шкул практики» ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ.

Конференцин тĕллевĕ чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕпе форма пулăвне тĕпчесе пухнă мĕн пур пĕлĕве пухса пĕтĕмлетессиччĕ. Ăслăлăх пухăвĕ хăй умне сăмах пулăвĕпе форма пулăвне пĕр-пĕринчен уйăрас, ыйтăва шкул учебникĕсенче ăнлантармалли принципсене тупас задача лартрĕ.

Конференцие 60 ытла çын хутшăнчĕ – республика вузĕсемпе институчĕсен чĕлхеçисем, чăваш чĕлхи вĕрентекенсем, студентсем.

Программăра палăртнă 6 докладчикран халăх умне 5-шĕ тухрĕ.

1. Ю.М.Виноградов. Хальхи шкул учебникĕсен сăмах тата форма пулăвĕпе çыхăннă содержанийĕ.

2. И.А.Андреев. Чăваш чĕлхинчи сăмах тăвакан тата сăмаха улăштаракан аффикссем çинчен.

3. В.И.Сергеев. Мĕн вăл сăмах улшăнăвĕ? Мĕн вăл форма пулăвĕ?

4. Е.А.Андреева. Глаголтан глагол пулнин уйрăмлăхĕсем.

5. А.М.Иванова. Чăваш чĕлхинчи аффикссен омонимлăхĕ.

Докладсене сÿтсе явнă хыççăн конференци çакнашкал пĕтĕмлетÿ турĕ.

1. Вырăс чĕлхин тытăмне тĕпе хурса никĕсленĕ сăмах пулăвĕн теорийĕ йăнăш иккенне И.А.Андреев профессорăн 1966-мĕш çулта пичетленнĕ ĕçĕсем кăтартса пачĕç. Çĕнĕ теори шкул учебникĕсене 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче кăна кĕчĕ, анчах пĕлÿ çитменнине пула авторсем ыйтăва уçăмлă ăнлантараймарĕç.

2. Теори енчен илсен сăмах пулăвĕпе форма пулăвне уйăрас енĕпе тĕрлĕ шухăш палăрать:

1) сăмахсене çыхăнтаракан -лă(-лĕ) йышши ятарлă аффикссене чăннипе сăмах тăвакан аффикссенчен уйăрмалла.;

2) ятарлă аффикссем те, парадигмăна кĕрекеннисем те чĕлхе единицисен перекетлĕх законĕн витĕмĕпе сăмах тума пултараççĕ.

3. Шкул учебникĕн авторĕсем сăмах пулăвĕпе форма пулăвне халалланă ĕçсене шута илсе, хăйсен ăнланăвне тĕпе хурса ансат методика суйласа илмелле.

 

 



15 апреля 2011
00:00
Поделиться