Министерство образования Чувашской Республики

Ăслăлăх конференцине йыхравлатпăр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕпе форма пулăвĕ: теори тата шкул практики» темăпа ăслăлăх конференцийĕ ирттерет. Конференцие 2011 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 14-мĕшĕнче  13. 00 сехетре ирттерме палăртнă.

Конференци тĕллевĕ – чăваш чĕлхинчи сăмах пулăвĕпе форма пулăвне теори енчен ăнлантарасси.

Задачăсем: 1) сăмах пулăвĕпе форма пулăвне пĕр-пĕринчен уйăрмалли критерисене уçса парасси;

2) сăмах пулăвĕпе форма пулăвне аслă тата вăтам шкулсен вĕренÿ кĕнекисенче ăнлантармалли принципсене палăртасси.

Конференцие ученăй чĕлхеçĕсене, чăваш чĕлхи учителĕсене йыхравлатпăр.

Доклад тезисĕсене  «Халăх шкулĕ» журналта пичетлесе кăларма палăртнă (1,5 интерваллă Times New Roman Chuv шрифтпа пичетленĕ материал 3 страницăран иртмелле мар).

Конференци пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче вуласа пĕлме пулать.

 

 



13 апреля 2011
00:00
Поделиться