Студентсем хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртесшĕн
Республикăри студентсен проекчĕсен “Педагогика шыравĕ” конкурсне Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Вăл 2005 çултах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче “Эпĕ - Раççей гражданинĕ” ятпа чĕрĕлнĕ. 2006 çулта конкурса тĕп хулари тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕ хутшăннă. Кăçалхи проектсен хÿтĕлевĕ ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче асăннă аслă шкулта иртрĕ. Конкурса 11 ĕç тăратнă, вĕсенчен 4-не педагогика университечĕн студенчĕсем хатĕрленĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн тата Санкт-Петербург патшалăх инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсем икшер ĕç, Шупашкарти коопераци институтĕнче тата Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренекенсем конкурса пĕрер проект тăратнă. Савăнăçлă лару-тăрăва уçма ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ Виктор Алексеев та хутшăнчĕ. Вăл пултаруллă çамрăксене обществăна усă кÿрессишĕн пархатарлă ĕç тума пуçăннăшăн тав турĕ. Социаллă проектсен конкурсне çулсерен хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ытларах кÿлĕнни савăнтарать ăна. Тĕпчев ĕçĕсем пурнăçра пулăшу кÿрессе тата республикăри лару-тăрăва кăштах та пулсан лайăхлатасса шанать вăл.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студенчĕсем “Пÿрне вĕçĕнчи юмах тĕнчи” социаллă тытăма кĕрекен ĕçĕн презентацийĕпе паллаштарчĕç. Проектăн тĕп тĕллевĕ куç курман ачасем валли ятарлă кĕнекесем хатĕрлессипе çыхăннă. Çамрăксем пĕр ушкăн йĕркеленĕ, кĕнекесем ăсталас йĕркепе тĕплĕн паллашнă. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ хыççăн вĕсем хатĕр кĕнекесене тĕп хулари Л.Н.Толстов ячĕллĕ вулавăша тата Шупашкарти коррекци интернат шкула парнеленĕ. Студентсем пуçăннă ĕçĕн тăсăмне те палăртнă. Вĕсем куç курманнисен ятарлă ача садĕнчи шăпăрлансем валли те çакнашкал кĕнекесем янтăласшăн. Ырă пуçарăва аслă шкулăн 23 студенчĕ хутшăннă. Кирлĕ хатĕрсене хăйсен укçипе туяннă. Сусăррисене пулăшма кар! тăнисен проекчĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăннипех те кунашкал ачасене пурнăçри самантсемпе паллаштарма тăрăшни - лайăх пулăм.
“Чăваш Ен çамрăкĕсем - çÿп-çапа хирĕç” социаллă проекта та ЧППУ студенчĕсемех хатĕрленĕ. Вăл ЧР Çут çанталăк министерствин хÿттипе 2009 çултах старт илнĕ. Унăн тĕллевĕсемпе çут çанталăк наукипе дизайн факультетĕнче ăс пухакансем паллаштарчĕç. Çамрăксене тăван тавралăх тасалăхĕшĕн кĕрешес ĕçе явăçтарассишĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Ирттернĕ мероприятисене та асăнчĕç: Атăл леш енче экологи субботникĕсем йĕркелени, хытă каяш тирпейлекен предприятире экскурсире пулни, “çавра сĕтелсенче” çивĕч ыйтусем тавра канашлани, шкул ачисемпе ăсталăх класĕсем йĕркелени... Шупашкар ытти хуларан чылай тасарах пулин те çитменлĕхсем пур. Çавăнпа проект хÿтĕлевçисем çитĕнекен ăрăва мĕн ачаранах “ешĕлле шухăшлама” вĕрентмешкĕн хистеççĕ.
Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн пĕрремĕш курс студенчĕсем хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пĕлĕве хăйсем тĕллĕн те анлăлатма пултарни пирки каларĕç. Çамрăксене вĕсем ăслăлăха кÿлĕнме сĕнеççĕ. Конференцисене хутшăнни тата унта тухса калаçни пĕлтерĕшлĕ теççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, преподавателĕн сĕнĕвĕ кун пек чухне кирлех те мар. Студентсем харпăр йĕркепе вĕренсен те çителĕклĕ пĕлÿ илме пултарни çинчен асăнчĕç йĕкĕтсем. Жюри членĕсем проект çивĕчлĕхне палăртассишĕн тĕрлĕ ыйту пачĕç, мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тунипе кăсăкланчĕç. Шел те, пĕри те тулли хурав параймарĕ. Проекта вĕçне çитиех шухăшласа çитерейменни палăрчĕ.
Санкт-Петербург патшалăх инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕн студентки тивĕçлĕ канури тата сусăр çынсем валли ятарлă реабилитаци центрĕн проектне хÿтĕлерĕ. Асăннă комплексра уйăхне 26 çын сывлăхне çирĕплетме пултарать. Республикăра пĕтĕмпе 87 пин инвалид пурăнать, çулталăкра вĕсенчен пĕчĕк йышĕ çеç çак ырлăхпа усă курайни жюрине шухăшлаттарчĕ. Пысăк укçа уйăрса çĕнĕ çурт хăпартнин усси пулать-ши? Проекта хатĕрлекенсем тупăшпа пулăшуçăсенчен илнĕ укçана тÿлесе татаяççĕ-ши? Кашнин енчĕкĕнчех çĕнĕ комплексра канма нухрачĕ çитейĕ-ши? Ĕçе йĕркеленĕ чухне хăш-пĕр çитменлĕхе шута илменни палăрчĕ.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсен тепĕр проекчĕ асăннă аслă шкулта “Журналист практики” çĕнĕ специализаци кĕртнĕ хыççăн пурнăçланма тытăннă. Çамрăксем “Чăвашлăх вучахĕ” хаçат кăларма пуçланă. Çавна май вĕсем хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çырас пултарулăхне аталантарма май туса панă. Хальлĕхе хăйсен вăйĕпе вĕсем 5 номер кăларнă. Ĕçе пуçăниччен студентсен кăмăлне пĕлес тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Геннадий Архиповпа тĕл пулса калаçнă. Халĕ вĕсем интернетра хаçат сайтне уçасшăн.
Конкурса тăратнă проектсенчен кашнинчех çивĕч ыйту çĕкленĕ, анчах хăшĕ-пĕринче преподавательсен тÿпи пысăкки сисĕнет, теприсене пурнăçа кĕртме капашсăр пысăк укçа хывмалла. Çапах ĕçсенчен чылайăшĕ социаллă пĕлтерĕшлине палăртмалла. Çамрăксем сусăррисен, аслă ăру çыннисен нуши пирки шухăшлани савăнтарать.
“Экологи” номинацире “Чăваш Ен çамрăкĕсем - çÿп-çапа хирĕç” тата “Чăваш Енри геоэкологи тытăмне тĕслĕхсемпе тишкерсе кăтартни” проектсем çĕнтерчĕç. “Социаллă пурнăç” номинацире “Пÿрне вĕçĕнчи юмах тĕнчи” проект мала тухрĕ. “Çĕнĕ шухăшлав” номинацире “Профессирен граждансене право пĕлĕвне парасси таран” тата “Хастарсен çулĕ” вĕренÿ лагерĕ” проектсем чи лайăххисен йышне кĕчĕç. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Вĕрентÿ министерствин Дипломĕсемпе чыслама йышăннă, “Селигер” лагере хутшăнма ирĕк панă.