Министерство образования Чувашской Республики

Патриот туйăмĕпе вăранаççĕ, унпах çывăрма выртаççĕ

Пăшала шутлă вăхăтра авăрлама, чăрмавсене пăхмасăр финиша пĕрремĕш çитме, инкеке лекнине пулăшу пама пултаракан шкул ачисем иртнĕ шăмат кун Çĕмĕрлере тĕл пулчĕç. Çуллахи “Зарница”, “Орленок” спортпа çар вăййисемччен вăхăт пур-ха. Республикăри çамрăк армеецсен уйрăмĕсемпе çарпа патриот клубĕсен V фестивалĕнче ачасем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, стройпа утрĕç, ăмăртрĕç. Унсăрăн мĕнле-ха? Кăвар чĕреллĕ çамрăксем фестивале “килти ĕç” хатĕрлесе çитнĕ.

Çĕршыв шăпи - паттăрсен аллинче

Асăнтăмăр ĕнтĕ, кăçалхи тĕл пулу - пиллĕкмĕш. Хăйне евĕр юбилей. Çак вăхăт ĕмĕр тăршшĕпе танлаштарсан ытла та сахал пек туйăнать-çке. Фестиваль çуллахи вăйăсен пĕрремĕш тапхăрĕ тесен йăнăшмăпăр. Ушкăн ертÿçисем “Зарница”, “Орленок” йĕркипе паллашаççĕ, унти çитменлĕхсене тÿрех сÿтсе яваççĕ. Акă, тĕслĕхрен, оперативлă пухура “Радист” конкурс кăткăслăхне палăртрĕç. Вĕрентекенсем Р-105-М диапозонлă радиостанцие тупма йывăррине пĕлтерчĕç. Ачасем радиограммăна йышăнма, çыхăнăва хатĕрлеме хăвăртрах хăнăхаççĕ-ха, анчах конкурс Раççей шайĕнчи тупăшура çук. Команда членĕсен шутне чакарас ыйту та çĕкленчĕ, çапах çарпа патриот вăййисем массăллă пулмалла, сывлăха çирĕплетме хистемелле. Çавăнпа командăра ача шучĕ сыхланса юлмалла тесе çирĕплетрĕç. Тинĕс тупăшăвĕ вара пĕр кун йышăнать. Ăна “кăларасси” пирки тахçанах сăмах çĕкленĕ. Çапах патриот клубне çÿрекенсен семафор ялавĕсемпе усă курмалла, тинĕс çыххине салтмалла. Вĕрентекенсен оперативлă пухăвĕ хыççăн фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çамрăк армеецсемпе патриотсем штандартпа ялавсем йăтса пĕр колоннăна тăчĕç. Пухăннисене параппанçăсем саламласан уйрăмсемпе клубсен ертÿçисем стройпа утса тухрĕç. Кăçал фестиваль “Шăпа - Тăван çĕршывпа пĕрле” ятпа иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Мĕн пур конкурс çак пулăмсемпе çыхăннă. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова та çакна асăнчĕ.

- Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн ветерансене çирĕп сывлăх сунатăп. Сирĕн паттăрлăхăра пула çеç эпир паян патриотсен уявне пухăнтăмăр. Совет салтакĕн чĕри çĕршывăмăра ирсĕр тăшман аллинчен çăлса хăварма пултарнă. Çамрăк армеецсен камран тĕслĕх илмелли пур. Яш-кĕрĕмĕн кăмăла çирĕплетсе çĕнтерме вĕренмелле. XXI ĕмĕрте хăюллисемпе ăнăçлисем палăраççĕ. Пĕрре ÿксен тăмалла, мĕн пур вăя пуçтарса малалла тинкермелле. “Зарница”, “Орленок” вăййисем çар ĕçне вĕренме, чăн-чăн гражданин пулма хатĕрлеççĕ. Сумлă космонавтсем пек тÿпене çĕкленме ан васкăр. Эсир хисепе тивĕç çынсем пулсан Раççей те мăнаçланĕ. Чăн-чăн гражданин пулма та çăмăл мар, - терĕ Светлана Владимировна. Çĕмĕрле хула администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ те ветерансене тав сăмахĕ каларĕ. Вĕсене Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнипе халалланă медальсемпе чысларĕ. Тăхăр теçетке çула çитнĕ П.Т.Тимофеев, вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннăскер, çамрăксене хăйĕн шăпипе паллаштарчĕ.

- Кермен умĕнчи автобус, Газель водителĕсем патне пымасăр чăтаймарăм. Çул-йĕре юр хÿсе лартнăран вĕсенчен: “Çĕмĕрлене çитме йывăр пулчĕ-и?” - тесе ыйтрăм. Арçынсем килĕшсе пуçĕсене сулчĕç. Эсир çемçе ларкăч çинче киленсе çула кĕскетнĕ, эпир вара Берлина çуран утса çитрĕмĕр. Çамрăклăх вăрçа пула хурлăхпа, куççульпе тулчĕ. Каялла Турă пулăшнипе çеç таврăнтăм. Çакна пĕр пулăм та çирĕплетĕ. Нарва хули çумĕнчи çапăçура фашист пули амантрĕ. Госпитальте санитарсем документсем ыйтрĕç. Сулахай енчи кĕсьере хутсемпе пĕрле медаль выртатчĕ. Тимĕр татăкĕ пульăна кĕлеткене кĕме паман. Ăна пула эпĕ сывă юлтăм, - терĕ Павел Тимофеевич. “Гусарсем” çарпа патриот клубĕн хастарĕсем ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ умне кăшăл хучĕç.

Вĕрентекен, сана халалласа

Слета республикăри 26 команда çитнĕ. Вĕсен кашнинех хăйсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанмалăх пур. Акă Канаш районĕнчи Янкăлч вăтам шкулĕн “Çĕнтерÿ” кадет класнех илер. Маттурсем çулсерен Георгий балне хутшăнаççĕ, кăçал та унтан çĕнтерÿпе таврăннă. Ушкăн командирĕ Андрей Петров шкулта чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри. Арçын ача тантăшĕсен шанăçне тÿрре кăларма йывăррине, Н.Е.Егоров педагог пекех ăста пулма ĕмĕтленнине пытармарĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш пултарулăх конкурсĕ “Мухтанатăп санпа, вĕрентекенĕм” ятлă. Унта çамрăксем электрон презентаципе паллаштарчĕç. Жюри ĕçсен хăйне евĕрлĕхне, ăмăртакансен тумтирне пахаларĕ. Малтанах сцена çине Шупашкарти Мускав районĕнчи “Каскад” çарпа патриот клубне çÿрекенсем тухрĕç. Вĕрентекенĕ В.А.Садовников бадминтон, волейбол, теннис вăййисен ăсти, хĕлле йĕлтĕрпе конькие алăран ямасть. Вячеслав Анатольевич çуркуннене Кокшага юхан шывĕ хĕрринчех ирттерет, çулла кÿлĕ тĕпне акваланг тăхăнса анать. Шупашкар районĕнчи Çĕньял вăтам шкулĕн “Феникс” клубĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнчех “Зарница”, “Орленок” вăййисене хатĕрленме пуçлать. Уроксем хыççăн ачасем хĕç-пăшал пуçтараççĕ, çапах ертÿçине пуç таяççĕ. Вăл тĕнчере пĕрре кăна теççĕ. Ача-пăча полици академийĕн çамрăкĕсем вара педагог пултарулăхне занятире вĕреннĕ хăнăхусем урлă кăтартрĕç. Маттурсем çаврăнчĕç, упаленчĕç, кĕрешрĕç...

Канаш хулинчен çитнĕ “Карат” çарпа патриот клубĕн хастарĕсем О.В.Совчука “иккĕмĕш атте” теççĕ. Вăлах ăста психолог, философ, вĕрентекен... Олег Валентинович хăйĕн сăмахне ялан пурнăçлать. Çамрăк армеецсем ăна вĕçĕмсĕр юратнине пĕлтерчĕç. Пăрачкав районĕнчи Анастасово вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Н.Пелешина республикăри XII çарпа спорт вăййисене хутшăннă. Халĕ хăйĕн вĕренекенĕсене XLII “Зарницăпа” “Орленока” хатĕрлет.

Куславккари “Крутышка” çамрăк армеецсен уйрăмĕн ертÿçи В.В.Леванов вĕренекенĕсене хĕлле кичемлентермест. Ачасем ăшă пÿлĕмре ларас вырăнне крепоçа тапăнаççĕ, пĕр вĕçĕмсĕр йĕлтĕрпе чупаççĕ, пĕчĕккисене те пулăшма манмаççĕ. Шкулти ОБЖ, физкультура вĕрентекенĕсем çинчен ачасем каласа, юрласа пачĕç. Спорт тумĕпе уйрăлманскерсем поэзипе те, юрă-ташăпа та туслă иккен. Вĕсен урокĕсене хаваспа çÿренине ĕнентерме пултарчĕç вĕсем. Вĕрентекен ĕçĕ кăткăс та тухăçлă. Ашшĕ-амăшĕн ырă сăмахĕ педагог чунне ăшăтать. Юратупа ăс-хакăлпа “хĕç-пăшаллансан” çеç шăпăрлансене кăсăклантарма пулать. Ачасем çар ĕçне хăнăхтаракан аслă шкулсене кĕни тăрăшни сая кайманнине палăртать. Çĕршыва çирĕп кăмăллисем кирлĕ. Вĕсене вара республика шкулĕсен педагогĕсем хатĕрлеççĕ.

Нимĕн те манăçмасть

Фестивале йĕркелекенсене ырăпа асăнмалла. Слетăн иккĕмĕш пайĕ “çавра сĕтелпе” вăрах асра юлĕ. Çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Светлана Петрова паттăрсенчен каçару ыйтрĕ.

- Пире ан кÿренĕр. Эпир, çĕнĕ ăру, парăмра. Тăрăшатпăр пулин те ăна нихăçан та татаймăпăр. Туса çитереймен ĕçсене çакăнта ларакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вĕçлессе шанатăп. Вĕсем пирĕнтен ăслăрах, çаврăнăçуллăрах, маттуртарах, - палăртрĕ министр çумĕ. 65 çулта миçе чун çĕр çине килмен-ши, миçе мăшăр пĕрлешмен-ши? Никам та калаймĕ. Вăхăт тарăн сурансене те сиплет, анчах çĕршыв хурлăхĕ асран тухмĕ. Фестивале хутшăнакансем “Манăçми вăрçăн манăçнă палăкĕсем” электрон презентацисем хатĕрленĕ. Акă “Карат” клубăн армеецĕсем Канаш хулинчи çар мухтавĕн монуменчĕсен, салтак вил тăприйĕсен списокне хатĕрленĕ. Вĕренекенсем укçа пухса шкул территорийĕнче пĕчĕк стелла лартнă. Чул çинче 18 çĕмрен сăнланă. Вĕсем вăрçа тухса кайнă çамрăксене палăртаççĕ. Палăк 15 çул тултарнă. Ачасем ăна хушма плитасем сарса, ĕмĕрлĕх çулăм вырнаçтарса çĕнетесшĕн. Проектпа хула хуçалăхĕн ĕçченĕсене те паллаштарнă. Пархатарлă ĕçе вĕçне çитерессе шанаççĕ çамрăксем. Ветерансем чĕмсĕр лармарĕç. А.Г.Карпышев хăйĕн шухăшне палăртрĕ.

- “Карат” ертÿçи хисепе тивĕç. Çак ĕçе вăл йĕркелени сисĕнет. Яшсем эрех-сăра кĕленчине йăтса утнине асăрхасан чун хÿхлет. Чыссăр пурнăç хăйсемшĕн те, çĕршывшăн та япăх вĕçленĕ, - терĕ Анатолий Георгиевич. Çĕмĕрлери 8-мĕш шкул вĕренекенĕсем çар комиссариачĕн кивĕ çуртне шыраса тупнă. Унта тахçан салтака кайма повестка илнĕ, унăн картишĕнченех фронта çул тытнă. Икĕ ывăлне çара ăсатнă амăшĕ çурт умне икĕ шĕшкĕ тĕмми лартнă. Йывăç тĕрекленсе вăй илнĕ, анчах каччăсем çимĕçе тутанайман - тăван тăрăха таврăнайман. Çурт вырăнĕнче çулла курăк ăшне пулакан, хĕлле юрпа витĕнекен чул выртать. Ачасем çак лаптăка тирпейлесе тăраççĕ, палăка çĕнетесси пирки те шухăшлаççĕ. Н.П.Лучинский ветеран çар комиссариатне лайăх ас тăвать. 17 çула пуссан пĕрре кăна мар унăн алăкне уçнă, анчах комиссар яша итлесшĕн пулман: “Çитĕн-ха”, - тенĕ. Николай Павловичăн тусĕсем вăрçа тухса кайнă. Текех чăтайман вăл, юлташĕпе Орел хулине çуран çитсе партизансемпе туслашнă, фашистпа çапăçнă.

Шупашкарти 37-мĕш шкул вĕренекенĕсем пĕлÿ çуртĕнчи çар мухтавĕн музейне иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Унта А.Г.Николаев космонавт летчик та, В.И.Чапаев мăнукĕ те, ют çĕршыв хăнисем те пулнă. Чунсăр пуçлăхсем музее путвала куçарнă. Нÿрĕке пула хаклă экспонатсем тутăхнă. Пĕлтĕр музее тепĕр хут уçма май килнĕ. Вăл шăпăрлансене юнлă çав çулсене манма памĕ. Çак ĕçе кÿленнĕ çамрăксем преступниксен йышне нихăçан та кĕмĕç. Вĕсем патриот туйăмĕпе вăранаççĕ, унпах çывăрма выртаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртма йывăр пулчĕ. Çапла клубсен тупăшăвĕнче Канашри “Карат” ушкăн, çамрăк армеецсен хушшинче Куславккари “Крутышка” команда мала тухрĕç.

Кăçал çамрăксем презентаци хатĕрлес ăсталăхпа паллаштарчĕç. Çитес çул программăна хĕллехи спорт тĕсĕсем кĕрĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç йĕлтĕрпе чупса, конькипе ярăнса ăмăртĕ.

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
26 февраля 2010
00:00
Поделиться