Вĕрентекен ĕçĕ яваплă, ячĕ сумлă
Педагог профессине чун туртăмĕпе суйласа илнисем кашни шкултах пур. Тĕпрен илсен, коллективсенчен чылайăшĕ çакăн пек учительсене пĕрлештерсе тăрать. Шкулта кăна мар, садиксенче, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче, училищĕсенче, техникумсемпе колледжсенче, аслă вĕрентÿ заведенийĕсенче пысăк квалификациллĕ специалистсем вăй хунине палăртмалла. Паянхи куна Чăваш Енри вĕрентÿ тытăмĕнче 25 пин ытла педагогика кадрĕ ĕçлет. 13, 2 пинĕ - шкулта. Вĕсенчен 94, 4 проценчĕ - аслă пĕлÿ, ыттисем ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Учительсен 14, 4 проценчĕ - аслă квалификаци категориллĕ. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче курссемпе семинарсенче, “çавра сĕтелсенче” 8919 педагог пĕлĕве ÿстернĕ.
Пурнăç улшăнса, вĕрентÿ меслечĕсем çĕнелсе пынă май учителĕн ялан аталанса пымасан ăнăçу пуласси пирки ĕмĕтленмелли çук. Вĕрентме хăвăн та нумай вĕренмелле. Акă ЧР Президенчĕн “Çĕнĕ шкул” программин, çĕршыв шайĕнчи “Вĕрентÿ” наци проекчĕн, Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проектăн, Чăваш Енри вĕрентĕве 2040 çулччен аталантармалли стратегин тĕллевĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ăнăçлă пурнăçа кĕресси пĕрлехи ĕçе кашни вĕрентекен мĕнле тÿпе хывнинчен килет. Мĕншĕн тесен вĕрентÿ тытăмĕн тĕп шăнăрĕ - учитель, вăл пахалăхпа ĕçлесен вĕрентÿпе воспитанири кăтартусем те кирлĕ шая çитеççĕ. Кĕскен каласан, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ илме, тĕрлĕ енлĕ аталанма, пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнма паха условисем пулаççĕ.
Çакна шута илсе республикăра хальхи педагогика корпусне йĕркелес, учитель профессийĕн сумне ÿстерес, ĕçне тивĕçлипе хаклас, квалификацине лайăхлатма çĕнĕ мелсемпе усă курас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вĕрентÿри лидерсен опытне, çĕнĕ меслетсене сарас ыйтусем те - тĕп вырăнта. Инноваци мелĕпе ĕçлекен шкулсенче педагогсем валли тĕрлĕ темăпа ăсталăх класĕсем иртеççĕ, шкулсен хушшинчи меслетлĕх центрĕсенче çĕнĕ технологисене вĕрентеççĕ. 89 никĕс шкулĕнче чи лайăх учительсен педагогика мастерскойĕсене уçнă. Пултаруллисем, ăсталăха ÿстерсех пыракансем республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче те палăраççĕ. 2006 çултанпа наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ конкурссене шкулсен - 62 проценчĕ, учительсен 10 проценчĕ хутшăннă. 99 шкул тата 446 вĕрентекен - Раççей Президенчĕн, 80 вĕрентÿ учрежденийĕпе 120 педагог Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕсемпе премийĕсене тивĕçнĕ.
Тăрăшса ĕçлекеншĕн - çул уçă. Ят-сумлă пуласси те, ытларах ĕçлесе илесси те çынран хăйĕнчен килет. Вĕрентÿ тытăмĕнче ку тĕлĕшпе условисем туса панă, паха кăтартусемшĕн хавхалантармалли мелсене ĕçе кĕртнĕ. Патшалăх çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе учитель тĕп вырăн йышăннине çĕнĕ йышăнусем те çирĕплетеççĕ. 2010 çул Раççейре те, Чăваш Енре те - Вĕрентÿçĕ çулталăкĕ. Çакна РФ тата ЧР Президенчĕсем хăйсен указĕсемпе çирĕплетрĕç. Çитес çулталăк мĕн пур педагога çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарасса шанас килет.