Пурнăç вĕресе тăрать
Вĕрентекенрен нумай килет
- Хамăрăн педагогсемпе мухтанатăп, - тет шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Л.И.Михайлова. - Пĕтĕмпех вĕрентекенрен килет. Темĕнле чаплă техника, учебниксем, кăтарту пособийĕсем, программăсем туянса тултар - учителĕн чун туртăмĕ, хавхалану пулмасан усси çук. Пирĕн шкулта вара пурнăç вĕресе тăрать. Географи вĕрентекен Людмила Николаевна Ефимовăнах илер акă. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ юратать, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса диплома темиçе те тивĕçрĕ. Людмила Николаевна пĕлÿ паракан ачасем те инçет çыхăну мелĕпе ирттерекен сумлă олимпиадăсенче малти вырăнсене час-часах йышăнаççĕ. Н.А.Григорьева - республика шайĕнче палăрнă темиçе пособи авторĕ. Л.Н.Сидорова, И.И.Иванова тата ыттисем çырнă пособисемпе усă куракан нумай. Пуçламăш классен учителĕсем И.В.Николаевăпа Р.Г.Чумбакова ирттерекен уçă уроксене Шупашкарти курсра пĕлĕве ÿстерекен тĕрлĕ регионти чăваш учительсем килсе курчĕç, пысăка хурса хакларĕç.
Лидия Ивановна ял ачисене çирĕп пĕлÿ пама, тĕрлĕ енлĕ аталантарма условисем лайăхланса пынипе кăмăллă. Ресурс центрне /кунти профиль классене Урхас Кушкăпа Кукашни шкулĕсенчен те килеççĕ/ йĕркелеме вĕрентÿ çине çĕнĕлле пăхни, “Вĕрентÿ” наци проекчĕ нумай пулăшнă. Миллион тенкĕшĕн тупăшмалли конкурс пуçланиччен Тĕнчери аталанупа реконструкци банкĕн проектне хутшăнса виçĕ çул ĕçленĕ. Шкула çĕнетме, илемлетме, техникăна пуянлатма чылай май панă вăл.
Çĕнĕ проект витĕмĕпе
- Проекта хутшăнас ыйтăва педагогсен канашĕнче сÿтсе явнă чухне пĕр вĕрентекен унта шантарнине ĕненмесĕр: “Юма-ах!” - терĕ. Унччен шкула 15-20 çул нимĕн те, пĕр пробирка та паман-çке-ха. Иккĕлентернĕ паллах, - çав вăхăта аса илет Лидия Ивановна. - Проект чăннипех пурнăçа кĕме пуçласан конкурссене хутшăнни мĕн тери усăллă пулнине халĕ пурте лайăх ăнланаççĕ. Грант укçипе те /миллион тенкĕ ял шкулĕшĕн пысăк укçа/, “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе те пурлăх-техника никĕсне чылай çĕнетрĕмĕр. Вăйлăрах аталанма Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проект /КПМО/ тата ытларах пулăшрĕ.
Çак проектпа килĕшÿллĕн 1964 çулта тунă шкул çуртне юсама пĕлтĕр 2,5 миллион тенкĕ уйăрса панă. Тÿрех ĕçе тытăннă - вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче те юсава чарса лартман. Учительсем те шкула тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă. Уроксем хыççăн киле кайса çи-пуç улăштарса килнĕ те юсавçă пулса тепĕр сменăна тухнă. Ырă улшăнусем урамранах курăнаççĕ. Шалта вара унччен коридорсенчи пушмак кĕллисем лакса ларакан шăтăк-путăклă урайсем паян яп-яках. Комплекслă проект витĕмĕпе столовăйне çĕнĕ оборудовани, кĕçĕн классем валли меллĕ партăсем, кăтарту хатĕрĕсем, ОБЖ кабинетне кăтарту материалĕсем, макетсем илсе килнĕ. Пĕтĕм кабинета мĕн кирлипе çителĕклех тивĕçтернĕ. Шкулта халĕ - 40 ытла компьютер, кашни класрах тенĕ пек учителĕн ятарласа йĕркеленĕ ĕç вырăнĕсем, мультимедиапроекторсем, интерактивлă 2 доска. Информаци технологийĕсем паян шкулшăн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ, унăн кулленхи пурнăçĕн йĕрки пулса тăчĕç. Вĕсемпе учительсем те, ачасем те ирĕклĕн усă кураççĕ.
Пĕр-пĕрне ăнланса
Вĕрентÿ ĕçне обществăна хутшăнтарасси - комплекслă проектра палăртнă тĕллевсенчен пĕри. Шуршăл шкулĕнче 13 çынран тăракан канаш йĕркеленĕ. Унăн йышĕнче ашшĕ-амăшĕ те, вĕренекен те, учительсем те, администраци представителĕ те пур. Шкул канашне ялти тĕслĕх вулавăшра ĕçлекен Ольга Васильевна Кириллова ертсе пырать. Нумай ыйтăва пĕрле сÿтсе яваççĕ, канаш сĕнĕвĕсене ялан шута илеççĕ. Ку тĕлĕшпе малтанхи утăмсем кăна тăваççĕ пулин те пĕрлехи ĕçĕн витĕмĕ пурри палăрать. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăну, ăнлану çирĕпленсех пырать. Шкулăн çулталăкри ĕçĕсем çинчен халăха пухса каласа параççĕ, пĕрле сÿтсе яваççĕ.
Вĕсем - пирĕн шанчăк
Физика-математика, социогуманитари, естественнăй-ăслăлăх профиль класĕсемсĕр пуçне шкулта пĕлтĕр Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă шкула хатĕрлес енĕпе ĕçлекен кафедрин филиалне уçнă. Унта кашни вырсарни кун педуниверситет преподавателĕсем вырăс чĕлхипе тата математикăпа занятисем ирттереççĕ. Вĕрентĕве тĕрлĕ меслетпе усă курса пуянлатни ачасене малашлăха çул уçса парать. Шуршăл шкулĕнчи вĕренекенсем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене те ăнăçлă тытаççĕ, çулсерен республикăри вăтам кăтартусенчен ытларах балсем пухаççĕ. Вун пĕр класс пĕтерекенсен 70 процентне яхăн аслă шкулсене вĕренме кĕрет, вĕсенчен 60-70 проценчĕ - бюджет вырăнĕсене. Кăçал 31 çамрăкран аслă шкула - 19-ăн /16-шĕ тÿлевсĕр майпа/, техникума бюджет вырăнĕсене 12-ĕн кĕнĕ.
- Вĕсем - пирĕн шанчăк, пирĕн пуласлăх, - тет Л.И.Михайлова директор. - Эпир Шуршăл шкулĕнче вĕреннĕ çынсемпе мухтанатпăр. Вĕсен хушшинче тăван ял, республика, çĕршыв чысне çĕкленĕ ентеш те сахал мар. Çак шăмат кун шкулăн 125 çулхи юбилейĕнче унăн ăшшинче çунат сарнă тĕрлĕ ăрури çынсемпе пĕрле пухăнса чуна уçса калаçăпăр.