Министерство образования Чувашской Республики

Йĕпреç çĕрĕ хастар çамрăксене пуçтарчĕ

КУ районти Буинск ял тăрăхĕнче вырнаçнă тахçанхи шахта тăвĕсен çывăхĕнчи симĕс лапам çак кунсенче республикăн чи хастар çамрăкĕсене пуçтарчĕ. Ĕçлекен харсăрсем хутшăннипе Спортпа туризм фестивалĕ иртрĕ кунта.
Çак вырăн Йĕпреçсемшĕн хăйне май истори палăкĕ те. 1939 çулта кунта пăхăр кăларма пуçланă. Шахтăсенче 300е яхăн çын вăй хунă. Аслă вăрçа пула кăна чарма тивнĕ пархатарлă пуçарăва. Туллă-сăртлă лапамсем вара çаплипех сыхланса юлнă.
Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тата районти çамрăксене спортпа туслашма пулăшас, усăллă канупа туризма çул парас тĕллевпе тăватă çул каялла кунта “Ту патши” конкурс йĕркеленĕ. Малтанхи виçĕ çулта унта Йĕпреç районне кĕрекен 13 ял тăрăхĕн çамрăкĕсен кăна хутшăнма май пулнă тăк, кăçалхи çулталăка Раççейре - Çамрăксене, Чăваш Енре - Çĕр ĕçченне халалланă май, Йĕпреç район администрацийĕн тата ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин килĕшĕвĕпе конкурса республика шайĕнче ирттерме палăртнă.
Пĕтĕмĕшле Спортпа туризм фестивальне 250 ытла çамрăк, 21 команда хутшăнма кăмăл тунă. Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Куславкка тата ытти районти çамрăксен канашĕн хастарĕсем килсе çитнĕччĕ анлă тупăшăва. Иртнĕ çулсенче ăмăрту шăп та лăп пĕр куна тăсăлнă пулсан ку хутĕнче хутшăнакансен туслăх вучахĕн çутă хĕмĕсемпе киленме те, каçхи ташăра хаваслă кĕвĕ çеммипе кăмăла çĕклеме те çителĕклипех май пулчĕ. Йĕркелÿçĕсем тăрăшса ĕçлени куç кĕрет. Буинск ялне пырса кĕнĕ çĕртенех тăсăлатчĕ хĕрлĕ, шурă, кăвак, симĕс тĕссемпе вĕлкĕшекен ялавсен вăрăм речĕ. Фестиваль çулне çапла палăртнă Йĕпреçсем. Çавăнпах пĕрремĕш хут килекенсем те çăмăллăнах тупрĕç ăмăрту уйне. Уяв сывлăшне вĕлкĕштернĕнех туйăнчĕç вĕсем.
“Ту патши” Спортпа туризм фестивальне уçма ЧР çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Оксана Ефремова килнĕччĕ. Пухăннисене чи малтанах Йĕпреç райадминистрацин пуçлăхĕ Анатолий Петров саламларĕ. Çакăн пек ăмăртусене курма çÿрени чунпа çамрăкланма пулăшнине пĕлтерчĕ вăл. ЧР вĕрентÿ министрĕ Галина Чернова ячĕпе саламланă май Оксана Ефремова та пултаруллă йыша ăмсаннине пытармарĕ. “Çак тупăшăва хутшăнса пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай пулĕ сирĕн. Усăллă канасса, фестиваль асра юласса шанатпăр эпир”, - терĕ вăл. Буинск ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рузалия Шарафутдинова та спорта юратакансене ăнăçу сунчĕ.
Çакăн хыççăн кашни команда хăйсен тăрăхĕнчи çамрăксен ĕçĕ-хĕлне сăнлакан сăн ÿкерчĕксенчен йĕркеленĕ галерейăпа паллаштарчĕ. Йĕпреçри “Шăнкăрма” ача-пăча пултарулăх ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Кирек хăçан та уява уçнă чухне ялава çĕнтерÿçĕсене, чи хастаррисене кăна хăпартма шанаççĕ. Пĕлтĕрхи “Ту патши” фестивальте Йĕпреç районĕнчи Пучинкесем пĕрремĕш вырăн йышăннă, укçан премие тивĕçнĕ. Фестивалĕн ялавне те вĕсем кунта пĕрремĕш хут мар çÿле хăпартса вĕлкĕштереççĕ.
Кăçал тăваттăмĕш хут ăмăртăва хутшăнма килнĕ пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ Настя Павлова Улатăрти чукун çул техникумĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренет. 8-мĕш класранпах ачасен “Зарница”, “Орленок” вăййисене хастар хутшăннă хĕр. “Тăван тăрăхра кунашкал йĕркеленĕ фестиваль çамрăксен чунне пушшех çывăх, - тет вăл. - Тантăшсем мар, 14-30 çулсенчи çамрăксем çакăн пек йышпа тата ăçта тĕл пулайĕç-ши?”
Пĕрремĕш çулхине вĕренмелле кăна килнĕ хĕрача. Карабинсене тĕрĕс çаклатма, умри чăрмавсене ушкăнпа хăвăрт тата йăнăшсăр парăнтарма самаях йывăррине пытармасть пултаруллă çамрăк. Пĕлтĕр пĕр класра вĕреннĕ тус-тантăшĕпе хутшăнни çĕнтерме пулăшнă-мĕн. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни те кирлĕ вĕт кунта. Йăнăшсемшĕн ятласан та çилленмеççĕ вĕсем. Çирĕп кăмăллисене кăна хапăл “Ту патши”. Чăрмавсем урлă каçнă чухне пĕлтĕр урине суранлатнă Настя, анчах ыратнине пăхмасăрах финиша çитнĕ.
Кăçалхи фестивале хутшăнма Пучинке ял тăрăхĕнчен улттăн килнĕ вĕсем. Руслан Акчурина акă çулсерен иртекен мероприятире хастар пулни çар хĕсметĕнче те пулăшнă. Пурнăç шкулĕ çак ăмăртусенчен пуçланнине аван ăнланса салтак аттине хывнă-хывманах кăçал тепĕр хут килнĕ вăл кунта. Хăюллă каччă капитансен конкурсне хутшăнма кăмăл тунă. Палаткăсенче пурăнма, вăрманти çут çанталăкпа киленме уйрăмах юратать Руслан. Лолита Игнатьева - туслă ушкăнти иккĕмĕш хĕр. Йывăрлăхсенчен хăрамасть вăл, юлташĕсемшĕн кар! тăма та хатĕр. Павел Викторов та спортпа мĕн ачаранах туслă. Шахта тăвĕсем çинче иртекен фестивальте иккĕмĕш хут çамрăк. “Вучах çинче пĕçернĕ çакăн пек тутлă яшкана ăçта çисе курăн тата!” - терĕ вăл хавхаланса. Андрей Сюдановпа Василий Иванов та юлташĕпе килĕшсе пуçĕсене сулчĕç.
Пĕрремĕш кун командăсем хăйсене “Ту хуçисем” эстафетăра тĕрĕслерĕç. Чăрмавлă дистанцисене парăнтарнă хыççăн хутшăнакансене пултарулăх конкурсĕ, туслăх вучахĕ, дискотека кĕтрĕ. Ăнсăртран йăтăнса аннă хура пĕлĕтсем кăна пăсрĕç яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăмăлне - палаткăсем çийĕн лÿшкекен аслатиллĕ çумăра пула çĕрĕпе куç хупман вĕсем. Анчах çакă та уяв программинченех тейĕн - çапла тĕплĕ хатĕрлет фестивалĕн пурнăç шкулĕ.
Ир енне вара çанталăк уяртманнине пула йĕркелÿçĕсем мероприятисене вĕçлемесĕрех пурне те килĕсене кайма ирĕк пачĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх виççĕмĕш вырăна Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕн пултаруллă хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмĕ тивĕçнĕ, иккĕмĕшĕнче - Вăрнарсем. Кăçалхи “Ту патшисем” - Çĕрпÿ район çамрăкĕсем.
Йĕпреç районĕн сиплĕ сывлăшĕпе симĕс улăх-çаранĕ спорта юратакансене килес çул та хăйĕн тăрăхне йыхăрасса шанаççĕ йĕркелÿçĕсем.



"Çамрăксен хаçачĕ"
04 сентября 2009
00:00
Поделиться