Министерство образования Чувашской Республики

АТĂЛ ХĔРРИНЧЕ ÇĔНĔ ХУЛА ŸССЕ ЛАРЧĔ…

Кĕтмен çĕртен ÿссе ларчĕ те вăл икĕ кунран çĕр çинчен çухалчĕ. Унта пурăнакансем пурте савăнăçлă, илемлĕ, çамрăк, телейлĕ.
Фантастика произведенийĕ те, çĕнĕ фильм та мар ку. Чăнлăхах. Атăл леш айккинче канмалли кунсенче "МолГород" палаткăсен хули çуралчĕ. Кунта Шупашкарти чи хастар, чи маттур студентсем, ĕçлекен яш-кĕрĕм, общество организацийĕсен членĕсем пуçтарăнчĕç. Каннипе танах çамрăксем пĕлĕвне ÿстерчĕç, тĕрлĕ темăпа мастер-классем ирттерчĕç. Раççейре çакăн йышши вĕрентÿ форумĕ-сем тахçанах пур-ха, чи паллисенчен пĕри – "Селигер". Сăмах май, ĕнер унта пирĕн республикăран пĕр ушкăн тухса кайнă. "МолГород" – Чăваш Енри пĕр-ремĕш форум, хальлĕхе вăл хула шайĕн-че çеç, тепĕр çул вара республика яш-кĕрĕмне пуçтарĕ.
Шăмат кун, Çамрăксен кунĕнче, "МолГородăн" тĕп лапамĕ патне квадроцикл пырса чарăнчĕ. Республика ертÿçипе Н.В.Федоровпа мăшăрне чылайăшĕ тÿрех паллаймарĕ-тĕр, кун пеккине кашни кун курмастăн-çке. Николай Васильевич çамрăксене сывă пурнăç йĕркине суйланипе саламланă май хăй те Атăл леш айккинче канма юратнине палăртрĕ.
– Эпĕ нумай çĕр-шывра пулнă, анчах Атăл хĕрринчи пек илем курман, – терĕ Президент. – Аслă ăрури çынсем çамрăксене ятлама хăнăхнă. Эпĕ вара мухтасшăн. Унччен кану вырăнĕсенче унта та кунта çÿп-çап выртатчĕ. Халĕ кун пекки сайра, хăйсем хыççăн тасатса хăваракансем çулсерен нумайланса пыраççĕ.
Çамрăксен кунĕнче çулсеренех ЧР Çамрăксен патшалăх премине параканччĕ. Кăçал та йăлана пăрахăçламарĕç, анчах лауреатсем наградăна Правительство залĕнче мар, ĕмĕрхи хырсен хушшинче, анлă Атăл хĕрринче илчĕç.
Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводне Андрей Шашков И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электро-энергетика факультечĕн 5 курсĕнче вĕреннĕ чухне ĕçлеме вырнаçнă. Пилĕк çулта каччă ахаль специалистран тĕп конструктор таран ÿснĕ. Икĕ çул каялла завод Франци фирмипе ĕçлеме пуçланă, сетьри электроэнергие пайлакан хатĕр шухăшласа кăларса сарассипе çыхăннă вăл. Проекта çамрăк конструктора Андрей Шашкова шанса панă. Ăна ăнăçлă пурнăçланăшăн каччă наука, техника тата производство сферинче Çамрăксен премине тивĕçнĕ те.
– Паян студентсем тем те пĕлеççĕ, вĕсенчен юлма юрамасть, уйрăмах компьютерпа ĕçлессипе пирĕнтен, вĕрентекенсенчен, ăста, – тет педагогика наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн француз чĕлхин кафедрин пуçлăхĕ Лилия Харитонова. Çавна май Лилия "Пулас ют чĕлхе учителĕсене хăйсен ĕçĕнче информаци технологийĕсемпе усă курма хăнăхтарасси" пособи хатĕрленĕ. Çак ĕçшĕн хĕр вĕ-рентÿ, воспитани тата çамрăксен политики енĕпе Çамрăксен премине тивĕçрĕ. Çапах та Лилия шучĕпе, чи пахи – вăл хатĕрленĕ пособи ытти вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулни, ун студенчĕсем ют çĕр-шывсенчи чи сумлă аслă шкулсене вĕренме кĕни. Тĕслĕхрен, вĕрентекенне саламлама килнĕ Яна Егорова диплом хÿтĕленĕ хыççăнах Францие тухса кайĕ, унти университета вĕренме кĕнĕ те вăл.
Тепĕр лауреат – Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Карпов. Культурăпа кăсăкланакансем, паллах, вăл калăпланă сăнарсене аван пĕлеççĕ. Кашни ролех ĕненмелле те хăйне евĕр пулса тухать ун. В.Карпова классика хайлавĕсем тăрăх лартнă спектакльсенчи геройсене вылянăшăн палăртрĕç.
Юрий Руманов Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен А.И.Андрианов ячĕллĕ пултарулăх центрĕнче ĕçлет, çар кĕрешĕвĕн секцине ертсе пырать. Юра пысăк квалификациллĕ спортсменсем хатĕрленĕшĕн премие тивĕçрĕ. Ун патĕнче ăсталăхне туптакан икĕ атлет панкратион енĕпе тĕнче чемпионĕ пулнă, виççĕшĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Каччă нимĕнле ятарлă методика та шухăшласа кăларман-мĕн.
– Тренировка вăхăтĕнче дисциплина пирки манмалла мар, кашни ачапа уйрăммăн ĕçлемелле, – тет вăл.
Юлашкинчен Николай Васильевич çамрăксене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕ. Калаçу тĕрлĕ енлĕ пулчĕ: Атăл шывне хăпартасси, предприятисене çамрăксене ĕçе илме хистекен саккун йышăнасси, яш-кĕрĕме политика пурнăçне явăçтарасси...



01 июля 2009
00:00
Поделиться