Министерство образования Чувашской Республики

ЕПЛЕ ШĂТАТЬ ПАРКА КАЛЧА?

Эсир наци малашлăхĕшĕн сăмах тытмалли çынсем. “Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ”, - тенĕ Виктор Гюго. Чăваша малашне сирĕнпе виçĕç. Сулмаклăрах пусасчĕ сирĕн çав тараса çине!..

ЛИТЕРАТУРА ани çинче паян сулмаклă утăмсем тăвакан çыравçă-поэта чăнах та ăннă. Пĕрремĕш сăвă йĕркисем, калав сюжечĕ... Тĕп хулари Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре иртнĕ “Букварьтен илемлĕ литературăна çити” XII республика конкурсĕнче вăл çĕнĕрен çуралчĕ тейĕн. “Сăввисене хумханса, хавха-çĕкленÿпе вулакан çап-çамрăк авторсенче, паллах, хăшĕ-пĕри хăйне палласа илчĕ, вĕсемпе пĕрле шухăш çăмхине сÿтрĕ. Çĕнĕ шанăç тĕвĕлеме шăп çакăн пек пархатарлă пуçарусем пулăшаççĕ те ĕнтĕ. Вĕсем яваплă ĕçе малалла тăсма кама шанмаллине кăтартаççĕ”.

Конкурса ЧР Вĕрентÿ министерствин ĕçченĕ Инесса Ядранская çакăн пек çĕкленÿллĕ сăмахсемпе пуçлани пĕрре те ăнсăртран пулмарĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи шкулсенчен кăна мар, аякран килнĕ хĕрсем те тухйи-тенкине шăнкăртаттарса утнине курсан, каччăсен тĕрĕллĕ чĕн пиçиххийĕсем çине пăхсан Нарспи çĕршывне лекнĕн туйăнать. Йĕркелÿ комиссийĕ “Букварьтен - илемлĕ литературăна çити” конкурса çапла майпа чăн-чăн наци уявне çавăрма шут тытса пачах та йăнăшман. Хутшăнакансем те сĕнĕве хапăлласа йышăннă. “Ятарласа çĕлеттертĕмĕр, тенкисене ватă кинемее сутма аран ÿкĕте кĕртрĕмĕр”, - тет Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕн вĕренекенĕ Анжела Меркурьева.

Яваплă тилхепене пĕрремĕш кунран пуçласах шанчăклă тытса пынăран Георгий Краснов çыравçă пирки конкурс “шур сухалĕ” теççĕ. Ăна республика шайĕнче ирттерес шухăшĕ те унăнах. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн массăллă информаци хатĕрĕсемпе публицистика кафедрин профессорĕ çапла майпа литература лаççи валли çамрăк талантсене шырама тĕв туса йăнăшман. Нумай та вăхăт иртмен, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пултаруллă яшсемпе хĕрсем сас панă. Конкурса Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре ирттерме шухăшлани те ăнсăртран мар. Вăл çуллен Чăваш Енĕн шкулĕсенчен чи пултаруллă, хастар вĕренекенсене пухни кирек камшăн та паллă. Чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Геронтий Никифоровпа /вăлах йĕркелÿ комитечĕн председателĕ/ Георгий Красновăн тĕллевĕсем пĕрешкел. Тăван халăх чĕлхипе литература аталанăвĕн малашлăхне вĕсем çамрăк çыравçăсен пултарулăхĕнче кураççĕ. ЧР Вĕрентÿ министерстви вĕсем тунă пархатарлă ĕçе тивĕçлипе хакласа тав хучĕпе палăртрĕ. Çак лава хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă профессионалсем туртса пыни хăех пысăк шанăç çуратать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа танах Профессиллĕ писательсен союзĕ конкурса йĕркелесе-асăрхаса тăрассине хăй çине илнĕ. Эппин, унта чи паха, пысăк ăсталăхлă хайлавсене кăна тăратни иккĕленÿсĕр. Конкурса хутшăнакансен профессионал çыравçăсемпе поэтсен паха сĕнĕвĕсемпе паллашма май пулчĕ, ятарласа йĕркеленĕ ăсталăх урокĕсем ачасене ăсталăха ÿстерме çĕнĕ майсем пачĕç.

ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова Елчĕк, Канаш, Комсомольски, Çĕрпÿ районĕсен хастарлăхне пайăррăн палăртнă май çамрăк авторсене хавхалантарасси çинче чарăнса тăчĕ. “Пĕлтĕр конкурса 130 ĕç тăратнă пулсан 2009 çулта çак хисеп сисĕнмелле ÿсни çитĕнекен ăру ăнтăлăвне çирĕплетет. Эппин, ăна хавхалантарма та майсем шырамалла”, - терĕ Светлана Владимировна. Министр çумĕ уйрăмах пултаруллă ачасенчен пĕрне кашни çулах “Орленок” кану лагерьне кайма путевка парасси пирки каларĕ.

Конкурс уява çаврăнчĕ терĕмĕр пулсассăн вăл кирек хăçан та парнепе илемлĕ. “Тантăш” хаçат редакцийĕ хăйĕн кулленхи юнкорĕсем валли паха кĕтменлĕхсем хатĕрленĕ. Çапах чи хумхануллă самантсем, паллах, чыславран пуçланчĕç. Çĕнтерÿçĕсене яланхи пекех сумлă та чыс-хисеп паллиллĕ парнесем тата дипломсем кĕтрĕç. “Проза” секцийĕнче виççĕмĕш вырăна Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар шкулĕнче ăс пухакан Павел Данилов тата Красноармейски районĕнчи Пикшик шкулĕнче вĕренекен Ольга Анисимова тивĕçрĕç. Иккĕмĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Тикаш шкулĕнче вĕренекен Марина Кабакова, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь шкулĕнче пĕлÿ пухакан Оксана Назарова пулчĕç. Жюри хаклавĕпе килĕшÿллĕн “проза” енĕпе çĕнтерÿçĕ çук. “Поэзи” секцийĕнчи тупăшу Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх шкулĕнче вĕренекенĕн Ксения Кошелеван виççĕмĕш вырăнĕпе, Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче вĕренекен Екатерина Лазаревапа Етĕрне шкулĕнче ăс пухакан Инна Никитинан иккĕмĕшĕпе тата Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Александр Шляпинпа Çĕрпÿ районĕнчи Опытный шкулĕнче вĕренекен Зоя Петрован çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. “Драматурги” енĕпе Г.С. Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре вĕренекен Анастасия Иванова тата Елчĕк районĕнчи Энтепе шкулĕнче ăс пухакан Галина Сергеева палăрчĕç. “Очерк” секцийĕн жюри комиссийĕ Вăрмар районĕнчи Аслă Чак шкулĕнче вĕренекен Кристина Николаевăна виççĕмĕш вырăн пама йышăнчĕ. Иккĕмĕшне Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕренекен Кристина Афанасьева тата Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш шкулĕнче пĕлÿ пухакан Кристина Андреева тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсем Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕнче вĕренекен Анжела Меркурьева тата Канаш районĕнчи Вăрăмпуç шкулĕнче ăс пухакан Кристина Мардарьева.

Шанчăк çуратакан ятсем

Жюри членĕсем çамрăк авторсен хайлавĕсене мĕнле хак параççĕ?

Георгий Краснов, чăваш халăх çыравçи: Пьеса çыракансен йышĕ сахалли сисĕнет. Литературăра вĕсем нихăçан та ытлашши пулман. Ачасен хайлавĕсемпе паллашни çав-çавах шанчăк çуратать. Вуламалли, тишкермелли тата çĕннине йышăнмалли нумай. Çак жанр ăсталăхне алла илме туртăнакан ачасем пур. Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре вĕренекен Анастасия Иванова 2 пайлă, 5 курăмлă пьеса çырнă. Красноармейски районĕнчи Пикшик шкулĕнчен килнĕ Наталья Ершова, Елчĕк районĕнчи Энтепере пурăнакан Галина Сергеева пысăк шанăç çуратаççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулĕнче вĕренекен Александр Лаврентьевăн пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне палăртса хăварас килет. 7-мĕш класра кăна вĕреннине пăхмасăрах вăл фантастикăна иленнĕ. Халех сулмаклă утăмсем тăвать. Кĕске инсценировкăсене те ăста йĕркелет. “Тăманапа куккук”, “Пăшăл пăтти” сценкăсем шкулта, кружоксенче лартма ăнăçлă пулса тухнă. Çут çанталăка упрас ыйту çивĕчлĕхне вичкĕн куçпа асăрхать вăл.

Лидия Сарине, поэт: Ачасен ĕçĕсенче тăван чĕлхене хисеплени, сума суни курăнать. Ачасем пултарулăхне кăтартма пултарнинче, паллах, чи малтанах вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Вĕсене малалла аталанма пулăшас тĕллевпех “пиçсе” çитеймен самантсем çинче те чарăнса тăма тиврĕ. Паллах, пуçламăш утăмсенче вĕсемсĕр те май çук. Асăрхаттарусене ачасем тĕрĕс йышăнма пĕлнине хаклас килет. Çав вăхăтрах кĕçĕн ÿсĕмри ачасем те пурнăç кăларса тăратакан йывăрлăхсем пирки тарăннăн шухăшлама пултарни тĕлĕнтерчĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Çăлтăр шкулĕнчен килнĕ Александр Ясков тăван чĕлхе пуласлăхĕ пирки пăшăрханса шăрçаланă йĕркесем чуна витерчĕç. 8-мĕш класс вĕренекенĕ тăван халăх пуласлăхĕпе уйрăлми тачă çыхăннă ял шăпи пирки кулянни пĕрре шухăшлаттарать, тепре хĕпĕртеме хистет.

Альбина Юрату, поэт: Ачасем сăвă çырма туртăнни питĕ савăнтарать. Мĕншĕн тесен поэзи вăл хавхалану, вĕçев. Ачасем сăвă çаврăмĕсене тĕрĕс, виçеллĕ йĕркелеме ăнтăлни пире, аслăрах ăру поэчĕсене, хавхалантарать. Ăнăçлă рифма тупасси кашнишĕнех шăл çемми мар. Çавăнпа та паянхи пĕртен пĕр çитменлĕхĕн ретĕнче сăвă техникине çителĕклĕ чухлĕ алла илейменни кăна: вĕрентекенсен сăвă виçисене уямасăр арпаштарассинчен сыхланма хăнăхтарасчĕ. Чылайăшĕ ансатлăх хыççăн хăваласа глаголсенчен рифмăсем тăвать. Поэзи ăна хирĕçлемест-ха, апла пулин те чи чĕрĕ те пиçĕ йĕркесене пуян чĕлхе кăна çуратаять.

Поэзи хайлавĕсене тишкернĕ май çамрăк авторсем тĕнчене ăнланни пур енчен те сисĕнчĕ. Йĕркесенче сăнарлăх та çук мар, ачасен шухăш мулĕ те пуян. Тематика анлăшне палăртса хăварас килет. Таврара пулса иртни шкул ачине канăç памасть, хумхантарать. Афганистан вăрçи пирки шухăшласа çырнă йĕркесенчен пуçласа кивелми туслăх-юрату теми таранах. Аслă классем ыран-паян пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакан çынсем-çке-ха, çавăнпах хальччен туптанă ăсталăх çак ÿсĕмре тапса тухнă.

Петĕр Çăлкуç, поэт: Унччен “Тантăш” хаçатра ĕçленĕ май ача-пăча сăввисене питĕ нумай вулама тÿр килнĕ. Анчах ĕмĕрхи темăсем - çут çанталăк, чĕр чунсен тĕнчи, туслăх - кашнинчех расна, хăйне евĕрлĕ. Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри шкулĕнчен килнĕ Людмила Ершова пултарулăхне пайăррăн палăртса хăварас килет. Çамрăк автора “Иккĕн иккĕнех” сăвва çырма мĕн хистени паллă мар, анчах хĕрачан шухăш мулĕн пуянлăхĕпе сăнарлă сăмах ăсталăхĕ иксĕлми. Юр кĕртĕнчен тунă кÿлепене кичем ан пултăр тесе юнашар теприне тăвать лирика геройĕ. Анчах ĕçĕ сюжетра мар, 8-мĕш класра вĕренекен мăн çын пек шухăшлани тата çакна поэзи чĕлхине куçарма пултарни тĕлĕнтерчĕ. Чылай сăвăра тарăн шухăш йĕрне асăрхама май пур. Вĕренекенсем йĕркесене чун-чĕри витĕр шăратса кăларма мехел çитерни савăнтарать.

Валентин Абрамов, литература критикĕ: Ĕçсене пĕтĕмĕшле хакланă май ачасем проза енне туртăннине палăртас килет. Пурнăç ăнкарăвне туллин, тĕплĕ шухăшласа палăртма май паракан ăнăçлăрах жанр литературăра урăх çук та пулĕ. Жанрсен хăйне евĕрлĕхĕпе анлăшĕ тĕлĕнтерчĕ: ĕçсенче фантастика, юмах, тĕрленчĕк сĕмĕ пур, ачасем калав-шăпа, калав-аса илÿ тĕлĕшĕпе хастар. Çитменлĕхсемсĕр те мар паллах. Ачасен сăнар тума вĕренмелле, портрет, пейзаж йĕркелеме хăнăхмалла. Вĕсене шайлашуллă çыхăнтарасси те пĕлтерĕшлĕ. Диалогсемпе ытлашши тăсса ямасăр ăнăçлă усă курма вĕренмелле. Çамрăк авторсене ăнланма пулать, анчах çитменлĕхсене асăрхаттарни пулăшать кăна вĕт. Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Альших шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Татьяна Таиркина çырнă “Аса илÿ” калава асăрхаса хăварас килет. Икĕ сийрен тăракан кăткăс композициллĕ калав çамрăк авторсен пултарулăх ÿсĕмне тепĕр хут çирĕплетет. Лицейре 8-мĕш класра вĕренекен Владимир Михеев экономист профессине алла илес ĕмĕтпе пурăнать пулин те тăван халăх историйĕпе кăсăкланса “Ылтăн юман” юмах çырнă. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă хайлавсем пурри савăнтарчĕ. Вăрмар районĕнчи Тикаш шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Марина Кабакова “Мускав хĕрĕ” калав хайланă. Эппин, ачасем хăйсен тĕнчинче кăна питĕрĕнсе-йăпанса пурăнмаççĕ, аслисемпе тан самана таппипе пыраççĕ.

Татьяна Вышинская, “Çамрăксен хаçачĕн” корреспонденчĕ: Шкул ÿсĕмĕнчех ачасем очеркăн кăткăс та йывăр жанрĕпе туслашма ăнтăлнине ырламалла кăна. Ăста очеркистсен ячĕсене пÿрне хуçлатса шутлама пулать вĕт. Çакна шута илсен конкурс йĕркелÿçисен пуçарăвĕ уйрăмах пархатарлă пулса тухнă. Конкурс çак секцисĕр тулли пулаймĕччĕ. Пурăна киле, кам пĕлет, конкурсра палăрнă çак ятсене, тен, пĕр хутчен мар илтĕпĕр-ха: Вăрмар районĕнчи Аслă Чак шкулĕнче вĕренекен Кристина Николаева, Красноармейски районĕнчи Пикшик шкулĕнче ăс пухакан Кристина Афанасьева, Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейре вĕренекен Анжела Меркурьева. Ăсталăх урокĕсенче çитменлĕхсем çинче чăркăшса ахаль те хумханакан хĕрсен /очерк жанрне кăçал хĕрсем кăна “парăнтарнă”/ кăмăлне пăсас килмерĕ, çапах куçа тăрăнакан кăлтăксем те çук мар. Сăмахран, чĕлхе тасалăхĕпе ĕçлени пăсмĕччĕ, литература кружокĕсенче сăнарлă сăмах ăсталăхне алла илтерме хăнăхтарса тропсем, илемлĕх меслечĕсем пирки аса илтерни ытлашши пулмĕ.



24 апреля 2009
00:00
Поделиться