ШКУЛ - ОБЩЕСТВО ПУРНĂÇĔН УСĂЛЛĂ ЦЕНТРĔ
Паллах, Чăваш Енри вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе аталантарас ĕç кăçал та малалла пырать. Маларахри çулсенчи пекех 2009 çулта та чи лайăх учительсене, класс ертÿçисене укçан хавхалантарĕç. Кăçалхи çĕнĕлĕх вăл - хевтесĕр ачасене инçет мелĕпе вĕрентессине /дистанционное образование/ аталантарасси. 2009 çулта “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприятисем валли 720 млн тенкĕ ытларах уйăрма палăртнă.
Республикăри шкулсен пурлăхпа техника тата вĕренÿ никĕсне çирĕплетсе-пуянлатса пыни учительсене - тăрăшса ĕçлемешкĕн, ачасене вара тарăн пĕлÿ илмешкĕн майсем туса парать. “Ваттисем каланă: “Çынсăр çын пурăнаймасть”. Пирĕн вĕрентекенсемпе шкулсем паян вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, тăвансене, юлташсене пĕрлештерекен общество тата культура пурнăçĕн чи тухăçлă, интереслĕ тата усăллă центрĕсем пулса тăма пултараççĕ тата тивĕç те. Юлашки вăхăтра йĕркеленĕ пурлăх никĕсĕ çакна тума май парать. Кашни шкул район тата республика шайĕнчи ăмăртусене тăтăшах хутшăнакан футбол, волейбол, хоккей, баскетбол командисене йĕркелеме пултарать. Çакна художество пултарулăхĕпе техника пултарулăхĕ, социаллă пуçарусем пирки те каламалла”, - палăртрĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ - кашнин пуçарулăхĕнче” Çырура.
Ку чăнласах та çапла ĕнтĕ. Пĕр тĕслĕхпе паллаштарар. Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта - ресурс центрĕнче - пурлăхпа техника никĕсĕ питĕ çирĕп. Унти спорт, хореографи, акт залĕсене, мастерскойсене, компьютер пÿлĕмĕсене, библиотекăсене ачасем хаваспах çÿреççĕ. Вĕренекенсен 75 проценчĕ урок тулашĕнчи ĕç-хĕле хутшăнать. Ресурс центрĕнче 70 кружокпа спорт секцийĕ ĕçлет. Ачасен художествăпа эстетика, çарпа патриот, экологипе биологи, туризм, физкультурăпа спорт, ăслăлăх, культурологи енĕпе хушма пĕлÿ илме май пур. Шкулта çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тесе тăрăшаççĕ. Çавна май час-часах Сывлăх кунĕсем йĕркелеççĕ, кашни куна гимнастикăран пуçлаççĕ. Шкул республикăри “Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн” программăна хутшăнать. Педагогсем ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Вĕсене уçă уроксене, тĕрлĕ мероприятие чĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвне вĕренекенсемпе пĕрле ирттересси, класс ертÿçипе пĕрле ашшĕ-амăшĕн комитечĕн ĕçне планласси те йăлана кĕнĕ кунта. Уçă алăксен кунне çулсеренех ирттереççĕ. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ шкулта тĕрлĕ мероприяти, конференци йĕркелес ĕçе хутшăнать, жюри тытăмне те кĕрет.
Паллах, пурнăç таппипе тан утакан çакнашкал шкулсем кашни районтах пур. Вĕсене чăнласах та общество тата культура пурнăçĕн интереслĕ тата усăллă центрĕсем теме пулать. Шкулсенчи пултаруллă вĕренекенсем ача-пăча е çамрăксен пĕрлешĕвĕсене кĕреççĕ. Республикăри патшалăх влаçĕн органĕсем пулăшнине пула çакнашкал пĕрлешÿсен шучĕ те ÿсрĕ. Хальхи вăхăтра ача-пăча общество пĕрлешĕвĕсен шучĕ - 500 ытла /вĕсенче 120 пин ытла çын/, çамрăксен - 210 /23 пин/. Шкул ачисенчен кашни пиллĕкмĕшĕ общество ĕç-хĕлне хастар хутшăнать. Республикăри спорт шкулĕсен, кружоксен, секцисен тытăмĕ те аталансах пырать. Вĕсене шкул ачисен 77 проценчĕ çÿрет. Çитĕнекен ăрăва çарпа патриот, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет воспитанийĕ пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 60-а яхăн çарпа патриот клубĕпе пĕрлешĕвĕ, çамрăк космонавтсен 40 ытла клубĕ ĕçлет. Унта çÿрекенсем “Зарница” тата “Орленок” вăйăсене, ытти мероприятие хаваспах хутшăнаççĕ.
Кăçал, Çамрăксен çулталăкĕнче /Раççейре/, ырă çак пулăмсем татах та вăйланасса, аталанасса шанас килет.