Министерство образования Чувашской Республики

ТĂВАН ЧĔЛХЕ ИНТЕРНЕТШĂН ЮТ-ИМ?

ТĂВАН чĕлхен пĕтĕм тĕнчери кунĕ - нарăсăн 21-мĕшĕ - тахçанах хыçа юлнă, Чăваш чĕлхи кунĕ - ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - çитесси инçе-ха. Апла пулин те сăмахăм паян атте-анне парнеленĕ чĕлхе аталанăвĕ пирки. Мăн асаттесем калаçса ÿснĕ-пурăннă чĕлхене упраса хăварасси çинчен куллен калаçмалла-çырмалла мар-и-ха?

Шел те, тăван чĕлхене тивĕçлипе хисеплекен сахалланнăçем сахалланса пырать. Çакна Çырав кăтартăвĕсем те тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ. Çапла, вилекенсен йышĕ пысăк. Унпа тупăшаймăн. Анчах Çыравра чылайăшĕ хăй чăваш пулнине пытарать-çке, нацие палăртмалли йĕркере “вырăс” тесе çырать.

Ял вырăсланса пыни - чĕлхе пĕтес хăрушлăхăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри. Хуларан аякри çулсăр-мĕнсĕр ялсене кайсан чăвашла таса та илемлĕ калаçнине кăмăл туличчен итлеме пулать, анчах район центрĕсенче, хула çывăхĕсенчи ялсенче хăвна Чăваш Енре иккенне туйма та йывăр. Çитменнине, лавкка-предприяти, чарăну ячĕсем те çак шухăша сирме памаççĕ. Район администрацийĕнче ял çыннисемех вырăсла пуплеме тăрăшаççĕ. Унта вăй хуркансенчен чылайăшĕ: “Чăвашла калаçăр, пĕлетĕп”, - тесе калама шухăшламасть те.

Чĕлхе хăрушлăхра пулнин тепĕр сăлтавĕ - ачасене чăвашла калаçтарманни. “Пепкепе вырăсла сăмахламалла, икĕ чĕлхепе калаçсан вĕсем пуплеме часах хăнăхаймаççĕ”, “Хам вырăсла лайăх калаçайманшăн çав тери тарăхатăп, çавăнпах ачасене чăвашла пуплеме хистеместĕп те, ыйтмастăп та”, - тенине, ахăртнех, кашниех илтнĕ. Ача садĕнче тăрăшакансен хушшинче чăвашлăхшăн çунакан воспитательсем пур, вĕсем халăх юмахĕсем, калавсем вуласа параççĕ, сăнарсемпе пулăмсене ачасемпе пĕрле сÿтсе яваççĕ, çырма хăнăхтараççĕ. Шкулта та “кашни вĕрентекен чунĕнчех чăвашлăх туйăмĕ тапса тăмалла”. Çакна Мускаври “Эврика” институтăн эксперчĕ В.Бацын Чăваш Енре “Вĕрентÿ” наци проекчĕ еплерех пурнăçа кĕнипе паллашма Шупашкара килсен каланăччĕ. Унăн шухăшĕн малалли пайĕ те кăсăклă: “Хими учителĕ-и вăл, биолог-и, физик-и - ачасене тăван халăх культурипе искусствине, чĕлхине юратма-хисеплеме вĕренттĕр”. Шкулсенче линейкăсене, районти пухусемпе канашлусене чăвашла ирттерме тытăнмасан лару-тăрăва хамăрах кăткăслатăпăр, тутарсем хăйсен чĕлхине хисепленĕ пек хамăр чĕлхене юратма нихăçан та хăнăхаймăпăр.

Хăшĕ-пĕри чăвашлăха аталантарассине укçа-тенкĕллисен хăйсен аллине илмеллине çирĕплетет. Ку шухăш та тĕрĕс. Чăваш Енре бизнесмен сахал мар, анчах вĕсенчен чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн чĕлхине маннă, аса илесшĕн те мар. Çав вăхăтрах тутар усламçисем чĕлхене аталантарма тăрăшаççĕ, хăйсем кăларакан продукцие тутарла ят параççĕ, пирĕн республикăра кăларакан сĕт çимĕçĕсен хушшинче пĕртен-пĕр “турăх” пур, ăна та пулин “турах” тесе çыраççĕ. Пĕрех хут, чĕлхерен мĕншĕн кулаççĕ-ши?

“Çамрăксен хаçачĕн” иртнĕ номерĕнче ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтекен чĕлхесен йышне кĕртнине палăртнăччĕ ĕнтĕ, çавна пулах редакцире ирттернĕ “çавра сĕтел” пирки те çырса кăтартнăччĕ. ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн тĕнчере кашни эрнере пĕрер чĕлхе çухалать, унпа пĕрлех халăхĕ те, культури те пĕтет. Тепĕр 25 çултан хальхи вунă чĕлхерен пĕри çеç упранса юлать. Чăваш чĕлхи паян çивĕч лару-тăрура иккенне чылай тĕпчевçĕ йышăнать, ăна упраса хăварма, аталантарма пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ проектсем шухăшласа кăлармаллине, кар тăрса ĕçлемеллине палăртать. Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче тăрăшакан Алина Сосаева шухăшĕпе те килĕшмесĕр тăраймăн: “Çамрăксем илĕртÿллĕ проектсене килĕштереççĕ, çак ĕçе йĕркелемелле пирĕн”. Чăнах та, яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа ĕçлекен лидерсем палăртнă тăрăх, çамрăксем илĕртÿллĕ проект-программăна тата мероприятие хăйсене ирттерме ирĕк панине хапăллаççĕ. Апла пулсан çак ĕçе Интернет-сайт урлă йĕркелесе яма май пур. Унăн уçлăхĕнче хальлĕхе чăваш тĕнчи палăрмасть. “Чăваш халăх сайтне” кĕрекенсен ытларах пайĕ - тахçан пирĕн патран тухса кайнисем, вĕсен ачисем. Çакă “чăвашлăх туйăмĕ республика тулашĕнче чылай çирĕпрех” тенине тепĕр хут çирĕплетет. Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха?

Интернетпа паян Раççейре пурăнакансен 25-27 проценчĕ куллен усă курать, ун еннелле кĕçех ыттисем те туртăнĕç. Тĕнчене çавăрса илнĕ серепере чăвашлăх палăрмасан чĕлхе пуласлăхĕ пирки сăмах хускатма йывăр. Манăн шухăшпа, Интернетра ятарлă сайтсем уçмалла, электрон библиотека хута ямалла, унта словарьсемпе справочниксем, энциклопедисем вырнаçтармалла, официаллă сайтсен чăвашла версийĕ пулмалла. Çав пурлăхпа кашниех усă курма пултартăр. “Анчах ăна кам йĕркелĕ-ши?” - тейĕ хăшĕ-пĕри. Шухăша халăх патне çитерме пĕлтерĕшлĕ проект хатĕрлесен, тен, усламçăсен хушшинчех çакна хăй аллине илекен тупăнĕ. Паян Чăваш наци конгресĕн VII Аслă Пухăвĕ уçăлать, унта Интернетра чăваш сайчĕсем йĕркелесси пирки, çак ĕçе камсен пурнăçламалли çинчен калаçмаллах.

Тăван чĕлхене, унăн культурипе ÿнерне аталантаракан ăсчахсемпе, ăстасемпе пĕрлех йăхран йăха амăшĕн сĕчĕпе куçакан пуянлăха упраса хăвараccишĕн ашшĕ-амăшĕн те тăрăшасчĕ. Чăвашлăх туйăмĕ чăн малтан çемьере тĕвĕленмелле, шăпăрлансен мăн асаттесен йăли-йĕркипе, халăх историйĕпе тăван чĕлхе урлă паллашмалла. Унсăрăн пирĕн мăнуксен ачисем мăн аслашшĕсем çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕршывĕнче пурăннине те, чăвашла калаçнине те тавçăраймĕç. Ваттисен анлă усă куракан сăмахне - кая юлсан каю шăтать - паян кашнинех чунпа ăнланса илмелле: ЮНЕСКО асăрхаттарăвне вăй илме памалла мар. 



20 марта 2009
00:00
Поделиться