Министерство образования Чувашской Республики

Тунсăхлама, алă усма вăхăт çук!

2009 çула кĕтĕмĕр. Чăн та, кăшт пăлханса кĕтсе илтĕмĕр ăна: тĕнчери финанс кризисĕ пирĕн çĕршыва мĕнлерех авăра çавăрса кĕрессе хальлĕхе пĕлейменрен. Раççей Президенчĕ, Чăваш Республикин ертÿçи укçа-тенкĕ тытăмĕнчи тăнăçсăрлăх тапхăрĕнче те пирĕн аталанас шанчăк пуррине, çакăн валли маларах ĕçлеттерсе янă нацпроектсем çирĕп никĕс пуласса

ĕнентереççĕ пулин те.

Раççей Президенчĕ Д.Медведев ку çула Çамрăксен çулталăкĕ тесе Указпа çирĕплетрĕ. Вăй питти, шухăш-ĕмĕтпе çунатланакан, хаваслă пурăнма ăнтăлакан, такăнсан та парăнмасăр малалла талпăнакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме халалланă тăк историн çак тапхăрĕ усăллă чылай ĕçпе асра юласса шанас килет. Вĕсем тĕрлĕ тытăмра, тĕрлĕ ракурспа иртмелле.

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче /студентсем хăйсен чи кĕтнĕ уявне - Татьяна кунне - паллă тунă чух/ Раççейри тĕрлĕ регионра Çамрăксен çулне официаллă майпа уçнă. Чăваш Енре вара асăннă çулталăк старчĕ республикăри “Çулталăк студенчĕ-2008” конкурс финалĕпе пĕр килчĕ. Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче иртнĕскер аслă шкулта пĕлÿ пухакан чи маттур çамрăксене тĕрлĕ енчен хаклама май пачĕ. Шупашкарти коопераци институчĕн экономикăпа менеджмент факультечĕн студентки Ольга Фирсова çÿлерех асăннă сумлă ята çĕнсе илчĕ. Çакă ăна Çамрăксен çулĕнче тата пуçаруллăрах пулма, хăйĕн таврашĕнчи хастар яш-хĕре тĕрлĕ мероприятие явăçтарма хистетĕрччĕ.

Мĕнлерех ĕçсем пирки калатăп-ха? Сăмахран, ырăлăхпа çыхăннă акцисем ирттересси. Пионер организацийĕнче тăнисем ас тăваççĕ: еплерех хастарччĕ Тимур отрячĕсем! Япăх йăла-им? Пирĕнпе юнашар пурăнакан ача-пăчапа ватăсен хушшинче мĕнле кăна нушаланакан çук. Кăштах тимлĕх, ăшă сăмах, вăхăт çеç кирлĕ - вĕсен кăмăлне çĕклĕр, хавхалану кÿрĕр. Е тата хамăрăн тавралăха хăтлăх кÿрессинех илер. Çамрăксем аслисен хушăвне кĕтмесĕрех урам шăлма, çÿп-çап пуçтарма, йывăç лартма пултараççĕ-çке /паллах, тĕлли-паллисĕр мар/.

Хальхи вăхăтра республикăра 330 пин ытла çамрăк. Обществăн интересĕсемпе никĕсленнĕ тĕрлĕ организаци шучĕ - 210 яхăн. Вĕсенчен кашниех обществăшăн ырă та пархатарлă тĕллевсене тĕпе хурса йĕркеленнĕ. Çав пĕрлешÿсенчи хастар та пуçаруллă çамрăксем - пуласлăхра республикăн аталану курсне суйлакансем. Апла тăк вĕсен проекчĕсемпе патшалăхăн паянах кăсăкланмалла.

* * *

Проект тенĕрен, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, ял хĕрĕ-каччи хушшинче нарăс уйăхĕнче инноваци проекчĕсен конкурсĕ пуçланмалла. “Ял çĕнелĕвĕ - çамрăксен тивĕçĕ” ятпа иртĕ вăл. 2009 çул пирĕн регионшăн Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май ялта пурăнакан /çĕр ĕçĕ вĕсемшĕн çывăхрах/ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли ятарлă ытти мероприяти те палăртнă. Пуш уйăхĕнче акă - “Ялти çамрăксен çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ” интернет-конференци, çулталăк вĕçнелле “Ял çамрăкĕсем - Чăваш Ен тĕрекĕ” республика форумĕ йĕркелесшĕн.

Хăш-пĕр чухне çамрăксен хушшинче кăмăлсăр калаçакансем пулаççĕ: “Э-эй, пирĕн çинчен кам шухăшлатăр? “Çÿлтисене” ялта пурăнакан хĕр-йĕкĕт нуши интереслентерет-и вара?“ Çук, килĕшместĕп çак шухăшпа. Интереслентерет пулмасăр! Анчах правительство пуçарăвĕпе çитнĕ пулăшăва вак-тĕвек вырăнне кăна хумастпăр-и? Юлашки çулсенче çитнĕ çăмăллăхсене илер. Килти хуçалăха аталантарасшăн-и - пĕчĕк процентлă кредитпа, тархасшăн, усă кур. Хăвăрăн пурăнмалли вырăна хăтлăлатасшăн-и /çамрăк çемьесене пырса тивет/ - ипотека кредичĕ шăп сирĕн валли, çитменнине - субсиди пур. Çĕрпе тупăш курас текен фермер валли те ал-ура çавăрма юрăхлă пулăшу тупăнĕ - ÿркенмелле мар çеç. Сисетĕп: хăш-пĕр вулакан шăл хăйрама та пуçларĕ пуль: “Хăй мĕншĕн хулана тарнă вара? Килсе пурăнтăр пирĕн “çăтмаха!” Тÿрре тухса çапла çеç калама пултаратăп: чăваш журналисчĕсен йышĕнче ялтан, çĕртен писнĕ çынна хальлĕхе курман-ха. Канмалли кунсем çитсен пурте тенĕ пекех ялалла туртăнаççĕ. Ĕçпе хытнă алли çава та, кĕреçе-сенĕк те тытма манман.

* * *

Татах пур-ха чуна вĕчĕрхентерекенни. Ылтăн купаласа хурсан та хăш-пĕр ял çамрăкĕн хавхаланăвне асăрхаймăн. Тĕслĕхпе çирĕплетем-и? Акă иртнĕ кĕркунне кăна Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче республика шайĕнчи мероприяти иртрĕ: çак ялта çуралса ÿснĕ К.Мифтахутдинов - “Чăвашрегионгаз” гендиректорĕ - пуçарнипе, асăннă организаци вăй хунипе хоккейла вылямалли каток уçăлчĕ. Савăнăçлă пухăва хутшăннă аслă ăрури çынсем ăмсанчĕç те пулĕ: “Пиреччĕ çамрăк чух çакнашкал парне!” Тăван яла - Урмаелпе кÿршĕллĕ Аслă Чурачăка - кайнă-килнĕ чух эпĕ те киленсе пăхса иртетĕп тин çеç уçăлнă объекта. Мĕн тетĕр? Кашнинчех пушă каток çеç лекет куç тĕлне. Урмаелте ачасем, çамрăксем сахал пуль текенсем йăнăшаççĕ. 1000 яхăн хуçалăхлă ял вăл! Апла тăк мĕнре-ха сăлтавĕ? Ахăртнех, эпĕ çавăн пек вăхăт тĕлне лекнинче мар, хоккей клюшки çамрăксене сайра хутра кăна илĕртнинче. Спортпа туслашса сывлăха пиçĕхтермелли майсем Каçал тăрăхĕнче çеç мар, кашни районтах пур. Пуçарулăх, хавхалану çеç пултăр. Чăн та, чуна ыраттараканнипе пĕрлех хĕпĕртемелли сăлтава асăнам. Чи лайăх клюшка хăйсен аллинче пулнине ĕнентерессишĕн кашни кун тенĕ пек ятарласа тунă каток çине вĕçтереççĕ Комсомольски салинчи ачасемпе çамрăксем. Стадиона каçхине хунарсем çутатаççĕ те конькипе ярăнма е хоккей выляма ачасем уроксенчен пушанса килти ĕçсене тунă хыççăн та тухаççĕ.

Пĕр сăмахпа, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмшĕн паян аталанма, пултарулăхне уçма çул-йĕр çителĕклĕ. Пуласлăх мĕнлерех килсе тухасси çынран хăйĕнчен чылай килет. Яла сыхласа хăварас, унран та ытла ăна хăватлатас тĕлĕшпе те ырă улшăну пултăр тесен вырăнти çамрăк ăру çивĕчлĕхĕ кирлĕ. Тăтăшах “глобализм витĕмĕ” текелесе тÿрре кăларар мар хамăра. Константин Иванов йĕркисем чăнлăхпа паян та килĕшсе тăраççĕ: “Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен...” Чун-чĕрене “питĕрсе” пурăнмасан пурнăç хăйĕн илемлĕ тĕсĕсене сирĕншĕн те хĕрхенмĕ, яшсемпе хĕрсем!

 

 



"Хыпар"
03 февраля 2009
00:00
Поделиться