Министерство образования Чувашской Республики

ÇАМРĂКСЕМ ХАСТАР ТА ПУÇАРУЛЛĂ ПУЛЧЧĂР

ПУРТЕ пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçал Чăваш Енре - Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ. Раççейре вара - Çамрăксен çулталăкĕ /çакăн пирки Дмитрий Медведев Президент пĕлтĕрех Указ алă пуснă/. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăва пулăшма май паракан проектсем хатĕрлесе пурнăçа кĕртесси, пĕлтерĕшлĕ çак темăна влаç тата бизнес органĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем тата пĕтĕм общественноç тимлĕх ытларах уйăрччăр тени. Паллах, РФ Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Енре те тĕрлĕ программа хатĕрлеме, интереслĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 330 пин ытла çамрăк /14-30 çулсенчисене шута илнĕ/ пурăнать. Чăваш Енре 30 çула çитмен граждансене май килнĕ таран пулăшма, пултаруллисене вара хавхалантарма тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне çак ĕç лайăхлансах, вăйлансах пырать. Калăпăр, çулсеренех пултаруллă 1000 çамрăка Президент стипендийĕпе хавхалантараççĕ. Ăслăлăхра, техникăпа производствăра, литературăра, культурăпа искусствăра, вĕрентÿре, çамрăксен политикин тытăмĕнче, сывлăха сыхлас ĕçре, тăван тавралăха упрассинче, спортра çитĕнÿсем тăвакан пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме çулсеренех тăватă номинацире ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕпе чыслаççĕ. 1997 çултанпа ăна 70 ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тивĕçнĕ. “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри çамрăк 100 ытла вĕрентекене РФ Президенчĕн премине панă.

Пирĕн республикăра çулсеренех çамрăксене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталанма май паракан мероприятисем ирттереççĕ. Калăпăр: “Студентсен çуркунни” республика фестивалĕ, Пĕтĕм тĕнчери “Кофемолка” фестиваль... Спорт ăмăртăвĕсем пирки те манмаççĕ - çулсеренех тĕрлĕ шайри 300 ытла мероприяти йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Республика турнирĕсем: “Ылтăн шайба” /хоккей/, “Сăран мечĕк” /футбол/, “Футбол - халăх вăййи”, спортăн ытти тĕсĕпе ăмăртусем, вĕренÿ заведенийĕсен спартакиадисем ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çамрăк ăру сывă пурнăç йĕркине суйлатăр тесех спорт шкулĕсен, кружоксен, секцисен ĕçĕсене вăйлатнă. Вĕсене халĕ шкул ачисен 77 проценчĕ çÿрет. Унсăр пуçне сывлăх центрĕсем те ĕçлеççĕ. Республикăри аслă шкулсенче спорт 67 секцине йĕркеленĕ. Вĕсене 1500 çамрăк хаваспах çÿрет. Хĕрсемпе яшсем пушă вăхăта усăллă ирттерни хăйсемшĕн те лайăх, ашшĕ-амăшĕ те савăнать.

Паллах, 2009 çулта çамрăксене пулăшас тата хавхалантарас ĕçе татах та вăйлатĕç, лайăхлатĕç. Çамрăксен çулталăкне пирĕн республикăра Студентсен кунĕнче - кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче - Чăваш патшалăх филармонийĕнче официаллă майпа уçĕç. Хăш-пĕр районпа хулара çак кунсенче ЧР Президенчĕн стипендиачĕсене савăнăçлă лару-тăрура свидетельствăсем панă та ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех хăйсем патĕнче Çамрăксен çулталăкĕ уçăлни çинчен пĕлтернĕ.

Çамрăк çемьесене кăçал та манмĕç. Çакна палăртар: 2007 çулта Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче Çамрăк çемьесен клубĕсем йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра вара пирĕн республикăри 17 район-хулара çакнашкал 50 клуб ĕçлет. 2009 çулта çамрăк /студент/ çемйисен клубĕсен республика конкурсне ирттересшĕн. Унсăр пуçне право, çемье педагогики тата психологи ыйтăвĕсемпе консультаци пунктне, çамрăк амăшĕпе ача кĕтекен хĕрарăмсен шкулне уçасшăн. 2009 çулта пуринчен маларах çырăннă мăшăрсене, çут тĕнчене килнĕ пепкесене, тин кăна атте-анне ятне илтнисене чысласшăн. Авăн уйăхĕнче вара Çамрăк çемье кунне ирттересшĕн.

Кăçал Чăваш Енре Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнă май ял çамрăкĕсем валли те интересли нумай пулĕ. Çак мероприятисем вĕсене професси ăсталăхне ÿстерме, ялти социаллă тата экономика ыйтăвĕсене татса парас ĕçе хастар хутшăнма майсем туса парĕç. Акă нарăс уйăхĕнче инноваци проекчĕсен “Ял çĕнелĕвĕ - çамрăксен тивĕçĕ” республика конкурсĕ пуçланмалла. Пуш уйăхĕнче “Ялти çамрăксен йывăрлăхĕсемпе малашлăхĕ” интернет-конференци йĕркелесшĕн. Çулталăк вĕçĕнче вара “Ял çамрăкĕсем - Чăваш Ен тĕрекĕ” республика форумĕ ирттересшĕн.

Çапла, ырă та пархатарлă шухăшсемпе тĕллевсем çаксем. Вĕсем пурнăçа кĕччĕр тесен вара пирĕн те, çамрăксен, тăрăшмалла. Такам килсе пулăшасса çеç кĕтмелле мар, яш ĕмĕр пуçарулăхпа, хастарлăхпа, усăлăхпа асра юлтăр тесе ăнтăлмалла. Çĕршыва шăпах çакăн пек çамрăксем - пултаруллă та тăрăшуллă çынсем - кирлĕ-çке.



"Чăваш хĕрарăмĕ"
26 января 2009
00:00
Поделиться