ЧĂВАШЛĂХ ТУЙĂМĔ КАШНИ ВĔРЕНТЕКЕНĔН ЧУНĔНЧЕ ТАПТĂР
Дмитрий МОИСЕЕВ |
ВĔРЕНТŸ тытăмне çĕнетсе улăштарассси Чăваш Енре вăй илни çулталăк çурă çитрĕ. Çак тапхăрта нумай улшăну пулчĕ: шкулсен çумĕнче ресурс центрĕсем уçăлчĕç, аслă классенче пĕлÿ пухакансем профиль вĕрентĕвне суйласа илме тытăнчĕç, никĕс шкулĕсем хута кайрĕç. Çакă тата ытти çĕнĕлĕх вĕрентÿ пахалăхне, учительсен шалăвне палăрмаллах ÿстерме пулăшрĕ.
Паян республикăри никĕс шкулĕсене ачасене 277 автобус турттарать. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 11 пин ача çакăнпа усă курать. «Шкул автобусĕ» программа ĕçлени вĕренекенсене олимпиадăсене, конкурссене, ăмăртусене ытларах хутшăнма майсем туса пачĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытма пуçлани те вĕрентĕвĕн пахалăхне ÿстерме пулăшрĕ. Иртнĕ çул ял шкулне пĕтерекенсен 50,6 проценчĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ /танлаштарма, 2000 çулта 1,5 хут сахалрах/. Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисенче палăракансен йышĕ те ÿсет. Акă кăçал кăна аслă классенче вĕренекен 36 çамрăк призер тата çĕнтерÿçĕ пулса тăнă /2007 çулта - 28, 2006 çулта - 18/.
Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштармалли программăсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕсем пурте вĕрентĕвĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе вăя кĕнĕ. Чăваш Республики программăна туллин те тĕрлĕ енлĕн пурнăçланăран чи лайăх 10 регион йышне кĕме пултарнă. Апла пулин те кирек мĕнле çĕнĕлĕх те вун-вун ыйту çуратать, хуравне тупма ыйтать. Çавăнпах çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарасси еплерех пурнăçланса пынине тишкерес тĕллевпе эксперт-аналитика семинарĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие Мускавран вĕрентÿ политикин ыйтăвĕсен «Эврика» институчĕн представителĕсем килсе çитнĕ.
Семинар умĕн вĕсем тата ЧР вĕрентÿ министрĕ Галина Чернова Шупашкарти 5-мĕш гимназире Чăваш Ен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕç. Министр Чăваш Енри вĕрентĕвĕн тытăмĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Республикăри МИХсенче ĕçлекен журналистсене вун-вун ыйту канăçсăрлантарчĕ, вĕсенчен хăшне-пĕрне палăртмасăр иртеймĕн: вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме кĕртнĕ программăсене ача садĕнченех пурнăçламалла мар-ши? Ĕç укçине çĕнĕлле тÿлеме тытăнни йывăрлăхсем кăларса тăратмĕ-и? Вĕрентекенĕн пысăк шалу илес тесен мĕншĕн нумай хут пухмалла? Ку ачасене вĕрентмелли вăхăта туртса илмест-ши? Никĕс шкулĕсенче профиль мелĕпе вĕрентни ачасен наци туйăмне хавшаклатмĕ-и?..
Ыйтусене «Эврика» институтăн эксперчĕ В.К.Бацын, ЧР вĕрентÿ министрĕ Г.П.Чернова хуравларĕç.
- Паянхи вĕрентĕвĕн тĕллевĕ - ачана пурнăçра хăйне, хăйĕн вырăнне тупма пулăшасси. Ача садĕнченех çĕнĕлле вĕрентме тытăнманни, чăнах та, тĕрĕсех мар. Шкулсене йĕркене кĕртсен ача сачĕсене аталантарасси куç кĕрет, - терĕ В.К.Бацын.
- Шкулта вĕрентÿ парасси - патшалăхăн пĕрремĕш тĕллевĕ, шкула пурин те çÿремелле, ача садне вара ирĕкпе кăна, - палăртрĕ Г.П.Чернова.
Владимир Константинович шухăшĕпе, вĕрентекенсен вăтам ĕç укçи текен ăнлав çухалать. Учительсене мĕнле ĕçленине кура тÿлеме тытăнаççĕ. Çавăнпах çанă тавăрса вăй хурсан пысăк шалу илме пулать.
- Наци паллисене сыхласа хăварасси - паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Патшалăх нацие, чĕлхене упраса хăвараймасть, аталанма майсем çеç туса параять. Вăл е ку чĕлхене, культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварма халăхăн хăйĕн тăрăшмалла. Тăван халăха, чĕлхене юратма вĕрентесси кашни педагогăн - вырăс чĕлхи учителĕ-и вăл, химипе биологи вĕрентекенĕ-и - чунĕнчен тапса тăмалла, - çирĕплетрĕ В.К.Бацын.
Чăваш Республикинче те ытти регионти пекех пĕчĕк, кивĕ шкулсем хупăнаççĕ. 2001 çулта Чăваш Енре 700 шкул пулнă тăк паян вĕсем 542. Шкул хупăннă ялсенчи ачасене пысăк шкулсене турттараççĕ.
Экспертсен шучĕпе, çакă тĕрĕс. Пысăк шкулта ачан аталанма май ытларах.
- Тĕпчевçĕсем ача пысăк класра чылай лайăхрах вĕреннине çирĕплетеççĕ, - терĕ В.К.Бацын.
Брифинг хыççăн «Эврика» институт эксперчĕсемпе аналитикĕсем, ЧР Вĕрентÿ министерствин специалисчĕсем Канашри 3-мĕш шкула çул тытнă. Вĕсем унта семинар ирттернĕ, вĕрентекенсене хумхантаракан ыйтусене, малашнехи плансене сÿтсе явнă.