«ШКУЛТА ПИÇСЕ ÇИТНĔ ВĔРЕНТЕКЕНСЕН ĔÇЛЕМЕЛЛЕ»
Алина ЛУКИЯНОВА |
Чăваш Республики 2007 çулта Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проекта пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен субсиди илмелли конкурсăн çĕнтерÿçисен йышне кĕме пултарчĕ. Çавна май пирĕн республикăна 209872,2 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Субсиди укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курнă: никĕс шкулсемпе интернатсене тĕпрен юсанă, хальхи вĕрентÿ, компьютер, столовăй оборудованийĕ, кĕçĕн классем валли сĕтел-пукан, илемлĕ тата информаци литератури, автотранспорт туяннă, педагогсен квалификацине ÿстернĕ. Проекта ĕçе кĕртнин кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен - хăйсен тивĕçне туллин пурнăçланă 10 регион шутĕнче, ăна укçа-тенкĕпе кăçал хушма условисемсĕрех тивĕçтереççĕ. Ку вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас ĕçре çĕнĕ ÿсĕмсем пуласса шанма май парать.
Çĕнетÿ проекчĕ кашни район-хулашăн, шкулшăн, учительшĕн, вĕренекеншĕн пĕлтерĕшлĕ, малашлăха тата анлăрах çул уçать. Çакна ĕнерхипе паянхи кăтартусене танлаштарни те çирĕплетет. Кунта уйрăм район тĕслĕхĕпе паллаштарни вырăнлă пулмалла. Çак тĕллевпе Вăрмар районĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Ю.В.Соколова сăмах паратпăр.
- Комплекслă проектра пилĕк тĕп тĕллеве аталантарса пыма палăртнă. Эсир ĕçе мĕнрен тытăнтăр-ха?
- Уççăнлăхран. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе тата комплекслă проектпа çыхăннă пĕтĕм ĕç-хĕле халăх умне кăларатпăр. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат çумĕнче уйăхра пĕрре эпир хатĕрлекен «Вĕрентÿ хыпарĕсем» хаçат тухать. Унта вĕрентÿ пайĕ, шкулсем мĕнле ĕçленине, укçа-тенкĕпе еплерех усă курнине пĕлтерсех тăратпăр. Пĕлтĕр проектпа килĕшÿллĕн пирĕн районти шкулсене 6 миллион та 500 пин тенкĕлĕх оборудовани пачĕç. Никĕс шкулсене юсама укçа нумай уйăрнине палăртмалла - 2 миллион та 224 пин тенкĕ. Вĕренÿ кабинечĕсене пуянлатма 2 миллион тенке яхăн тăкакларăмăр, 1 миллион тенкĕлĕх вĕренÿ-кăтарту пособийĕ туянтăмăр. Район бюджетĕнчен 2,5 миллион тенкĕ парса пулăшрĕç. 4 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем турăмăр. Район халăхĕ кашни тенке мĕн тĕллевпе тăкакланине пĕлсе тăрать. Вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн районти пухăвне ирттерни те ырă витĕм кÿрет. Унсăр пуçне шкул директорĕсем кăна мар, вĕрентÿ пайĕ те халăх умĕнче отчет тăвассине йĕркене кĕртрĕмĕр.
- Паллах, пурлăх никĕсĕ темĕнле пуян пулсан та пĕлÿ пахалăхĕ чи малтанах вĕрентекенсенчен килет.
- Вĕрентÿ тытăмĕнче, шкулта, ман шутпа, паян хăйсен пирки эпĕ пиçсе çитнĕ, чăн-чăн учитель тесе калама пултаракансем çеç ĕçлеме тивĕçлĕ. Çакăн пек кадрсем пур пирĕн. Тĕслĕхрен, 2005 çулта районти учительсен 4,8 проценчĕ кăна аслă категориллĕ пулнă. Халĕ - 10 процент. Кăçалхи аттестацире 18 çын аслă категорие тивĕçрĕ. Республика, Раççей шайĕнчи кăтартусем те япăх мар: наци проектне хутшăнса 2006 çулта икĕ вĕрентекен - 100 пин тенкĕлĕх, икĕ вĕрентекен - 10 пин тенкĕлĕх, пĕлтĕр виçĕ вĕрентекен - 100 пин тенкĕлĕх, кăçал икĕ вĕрентекен 100 пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçрĕç. «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурс Чăваш Енре виççĕмĕш çул пырать. Икĕ хутĕнче те пирĕн районти учительсем çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Ыттисемшĕн тĕслĕх фанат-педагогсем хăйсен пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентсе çын тăвас ĕçе панине палăртмалла. Вĕсем шкула ирхине саккăрта пыраççĕ те каçхи çиччĕ-саккăрта тин киле каяççĕ. Çакăн пек çынсен пултарулăхне пула ĕнтĕ Вăрмарти 1-мĕш шкул - 1 миллион тенкĕлĕх, Мăнçырма шкулĕ - 200 пин тенкĕлĕх, Кĕтеснерти «Хĕвел» ача сачĕ 200 пин тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илчĕç.
- Вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерес ĕçе мĕнле йĕркелесе пыратăр, Юрий Васильевич?
- Паян учителĕн çĕнĕ технологисемпе усă курма пĕлмелле. Унсăрăн малалла каяймастăн. Компьютера алла илни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районти 22 шкулта халĕ 250 компьютер шутланать. 13 ачана 1 компьютер /2006 çулта - 25 ачаначчĕ/ тивĕçет. Аван вĕт ку. Компьютерсемпе вĕренекенсем те, учительсем те ĕçлеççĕ. Вăрмарти 1-мĕш шкулта муниципалитетăн шкулсен хушшинчи центрне уçрăмăр. Унта учительсене компьютерпа ĕçлеме вĕрентетпĕр. Пĕлтĕр 75-ĕн свидетельство илчĕç. Сăмах май, аслăрах çулсенчи педагогсен пĕр пайĕ çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕме пуçласанах компьютера хăйсем тĕллĕн хăнăхрĕç. Халĕ 353 учительтен 158-шĕн Интернетра уйрăм сайт е страница пур. Çав хушăрах вăтăра та çитмен хăш-пĕр вĕрентекенех мана компьютер мĕн тума кирлĕ тесе тĕлĕнтерет. Шкулта çакăн пек аталанусăр, пуçарусăр, каялла туртакан учительсем пулмалла мар, вĕсенчен хăтăлса пымалла. Çав вăхăтрах шухăшлаттаракан ыйту та пур: вăтамран илсен пирĕн педагогсем 45-48 çулта. Темиçе çултан вĕсен ĕçне кам йышăнса юлĕ? Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, района 4 çамрăк специалист кăна килчĕ.
- Ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли йĕрке çине куçни лару-тăрăва лайăхлатма пулăшмĕ-ши?
- Шанас килет. Ĕç укçине миçе урок ирттернине кура мар, кăтартусене шута илсе тÿленин, хавхалантару пайне хушса панин витĕмĕ пурри аванах палăрать. Пĕлтĕрхи авăнăн 1-мĕшĕнчен, ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли йĕрке ĕçе кĕнĕренпе, педагогсен шалăвĕ 2006 çулхипе танлаштарсан вăтамран 60 процент ÿсрĕ. Хавхалантару пайĕ шкулăн ĕç укçи фончĕн 10 проценчĕпе танлашать. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл 20 процент пулать. Ăна кама, мĕншĕн, мĕн чухлĕ уйăрса парасси килĕшÿллĕ пулса пырать. Тавлашуллă пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен йăлтах уçăмлă, хавхалантару укçине ертсе пыракан общество канашĕсем хутшăннипе пайлаççĕ. Пирĕн вĕсем кашни шкултах пур. Унсăр пуçне тата пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсене кашниех пĕлет.
- Ял ачисем мĕнле кăтартусемпе савăнтараççĕ-ха?
- Комплекслă проектра вĕрентÿ пахалăхне хакламалли тытăм текенни пур. Çавна шута илсе пирĕн ачасен пĕлĕвне цифрăсем урлă та кăтартса пама пулать. Пĕлтĕр республикăри олимпиадăсенчен - 8 вĕренекен, кăçал 6 вĕренекен çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Вĕсем Раççейри тупăшусене те хутшăнма тивĕç пулчĕç. Пултаруллă ачасене уйрăммăн шута илтĕмĕр, вĕсемпе тата тимлĕрех ĕçлетпĕр. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ ял ачисене малалла вĕренме анлă çул уçса панине те палăртмалла. Пĕлтĕр вун пĕрмĕш класран 348 çамрăк вĕренсе тухрĕ, вĕсенчен 166-шĕ /47,8 процент/ аслă шкулсене кĕчĕ. Çак йышран - 61 çамрăк Мускав, Питĕр, Екатеринбург аслă шкулĕсенче пĕлÿ илет. 74 проценчĕ - ял ачисем. Вунă çул каялла вĕсем те мĕнле лайăх вĕренсен те Раççейри чи сумлă университет-институтсене кĕме пултарнă-и-ха?
- Вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатма тата мĕнле çĕнĕлĕхсем палăртатăр?
- Шкулсен тытăмне улăштарас енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пысăк Енккассинче 200 ача валли Президент программипе тунă питĕ хăтлă çĕнĕ шкул çурчĕ хута каймалла. Патшалăх комиссийĕ ăна йышăнма çурла уйăхĕнче пырать. Çак шкула 15 ялтан вунă-вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсене автобуспа илсе çÿреме пуçлатпăр. Çакна май Урнарпа Аслă Чакра шкулсем тăхăр çул вĕренмеллисем пулса юлаççĕ. Анчах эпир пĕр шкула та хупасшăн мар, ун пек ыйту тăмасть. Пирĕн тĕллев - ачасене паянхи, ыранхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пĕлÿ парасси. Пысăк Енккассинчи шкулта ку тĕлĕшпе çĕнĕлле ĕçлеме пĕтĕм услови пулĕ - чи вăйлă учительсем те, паха оборудовани те. Физика-математика тата гуманитари профиль класĕсем уçатпăр. Кадет класĕ йĕркелес шухăш та пур.
- Юрий Васильевич, юлашки ыйту парам-ха. Чăваш чĕлхине çителĕклĕ вĕрентнĕ пек туйăнать-и?
- Кун пирки нумай шухăшлатпăр. Чăн та, çителĕксĕр. Çавăнпа тăван чĕлхепе таса калаçма та пĕлместпĕр. Ял шкулĕсенче пĕрремĕш класран пуçласах мĕн пур предмета вырăсла вĕрентеççĕ. Акăлчан чĕлхине вара ачасене иккĕмĕш класранах вĕрентме тăрăшатпăр. Тĕрĕс-и çак? Эпир вара кăçалтан эксперимент шучĕпе Вăрмарти 1-мĕш шкулта пĕтĕм предмета чăвашла вĕрентекен класс йĕркелетпĕр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тăватă пĕрремĕш класран пĕринче ачасем çак йĕркепе пĕлÿ илме пуçлаççĕ.