ВĔРЕНЕКЕНСЕН ВĂЙĂ-КОНКУРСĔ
Иртнĕ кĕçнерни кун, февралĕн 7-мĕшĕнче, вĕренекенсен туртăмне чăваш чĕлхи енне ÿстерес, чĕлхе культурине аталантарас, творчествăри пултарулăха вăйлатас тĕллевпе шкулсенче «Чăваш чĕкеçĕ» вăйă-конкурс иртрĕ.
Вĕренекенсене чăваш чĕлхипе тата лингвистикипе 30 задани сĕннĕ. Чылайăшĕ шкул ачисемшĕн йывăрах мар. Ачасем пиллĕк вариантран тĕрĕссине суйласа илсе ятарлă бланкра палăртассипе тимлерĕç.
Апрельте, бланксене тишкернĕ хыççăн, шкулсем хăйсен вĕренекенĕсен кăтартăвĕсене палăртнă ведомоçсене илĕç. Вăййа хутшăннисене тивĕçлĕ сертификатсем парĕç, мала тухнисене – призсем.
Конкурса районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи 3-11 классенчи 565 ача хутшăнчĕç.