ХĂВĂН ХЫÇÇĂН ЕРТСЕ ПЫР, ЫРĂ ĔÇЕ ЯВĂÇТАР
Ача-пăча пĕрлешĕвĕсем
Çак чĕнÿллĕ сăмахсем Атăл леш енчи йăлăмра вырнаçнă сывлăха çирĕплетекен “Росинка” ача-пăча лагерĕнче темиçе кун девиз вырăнĕнчех пулчĕç. Кунта республикăри чи хастар 66 ача-пăча пĕрлешĕвĕнчен çĕре яхăн пултаруллă вĕренекен пуçтарăнчĕ.
Программăра вăйăсем, тĕл пулусем, тренингсем, ăсталăх класĕсем... Кун йĕрки çарти евĕр çирĕп пулин те, кашни сехет усăллă, асра юлмалла иртрĕ. Шкул республикин президенчĕсем, вице-президенчĕсем пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашма ĕлкĕрчĕç, ача-пăча организацийĕсен ярмăрккине, уçă сывлăшри спартакиадăна хутшăнчĕç, каçсерен дискотекăра савăнчĕç. Пĕррехинче вара, “Зарница” çарпа спорт вăййин программипе килĕшÿллĕн, çĕрле икĕ сехетре тревогăпа ура çине тăчĕç. Палăртнă маршрутпа çухалнă “мула” шырарĕç. Мĕн чухлĕ романтика!
Темĕнпе те кăсăкланакан пуçаруçăсем “Лидер” сменăна çулталăкра икĕ хутчен "çулла тата хĕлле" пуçтарăнаççĕ. Шкула таврăнсан сменăра илнĕ пĕлĕве тантăшĕсемпе пĕрле пайлаççĕ, пĕрлешÿ пурнăçне çĕнĕ мероприятисемпе пуянлатаççĕ. Чăн-чăн организаторсем çитĕнеççĕ вĕсенчен.
Лагерьте темиçе ачапа паллашрăм. Алена Шумилова – Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă вăтам шкулĕнчен. “Асамат” ача-пăча пĕрлешĕвĕн вице-президенчĕ 8 “а” класра пĕлÿ пухать.
– Шкулта пурнăç вĕресе çеç тăрать. Кашни эрнере пурнăçланă ĕçсене тишкеретпĕр, çĕнĕ тĕллевсем палăртатпăр. Мĕн тĕрлĕ ăмăрту иртмест пулĕ! Шкул сцени çине çĕнĕрен те çĕнĕ çамрăк талантсем тухаççĕ. Юрра-ташша ăста эпир, – тет хавхаланса Алена.
“Асамат” членĕсем уявсенче виçĕ тĕслĕ галстук çыхаççĕ. Вĕсен девизĕ: “Асамат тĕсĕсем пекех эпир ялан пĕрле”. Шкулта мордва, тутар, чăваш, вырăс ачисем туслă пурăнаççĕ. "Çывăхланма кашни класс пĕр-пĕр республика çинчен калаçу хатĕрлет, – пĕлтерчĕ Алена. – Çапла эпир тĕрлĕ халăх культури, йăли-йĕрки, пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлетпĕр”.
Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнчи “Росинка” республика президенчĕ Аня Михайлова: “Пирĕн шкул ачисем спорта юратаççĕ. “Ылтăн шайба” республика турнирĕнче Çĕнĕ Шупашкарти “Сокол” хыççăн çулленех иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Çитĕнÿре Александр Михайлов тренер тÿпи пысăк. Эпĕ те спортпа туслă”, – терĕ.
Пĕр кунхине “Лидер” сменăра ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕпе Светлана Петровăпа кăмăллă тĕл пулу иртрĕ. Ачасем хăйсене ирĕклĕ те хăюллă тытни, тарăн шухăшлă çивĕч ыйтусем хускатни, тĕрлĕ енлĕ аталанса çитĕнни ăна килĕшрĕ. “Сирĕн хăвăр тĕллĕн çеç мар, ытти лидерсемпе те командăра пĕрле ĕçлеме вĕренмелле. Яланах малалла ăнтăлăр. Проектсем хатĕрлеме хăнăхăр. Тĕллев лартма, ăна пурнăçлама, хаклама вĕренĕр. Пĕчĕк проектран пысăкраххи патне куçса пырăр. Сирĕнте – Чăваш Ен пуласлăхĕ”, – халал панăн каларĕ Светлана Владимировна.
Ачасем халь тăван шкулĕсенче “Лидерта” мĕн вĕреннине пурнăçа кĕртессишĕн, тантăшĕсене ырă ĕçсене явăçтарассишĕн тимлеççĕ.