Министерство образования Чувашской Республики

Ĕç укçине – хастарлăха кура

«ВĔРЕНТŸ» наци проекчĕн пысăк тĕллевĕ – пурне те паха пĕлÿпе тивĕçтересси – пирĕн районти шкулсенче тĕп вырăн йышăнать.

1996 çулта йышăннă «Çĕнĕ шкул» Президент программипе килĕшÿллĕн никĕс шкулсем йĕркелесе паха пĕлÿ илмелли майсене анăлатни хăех тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Никĕс шкулсенче чи лайăх учительсене пухни, пурлăх-техника никĕсне паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн пуянлатни вĕсенче профиль умĕнхи тата профиль вĕрентĕвĕ йĕркелеме май пачĕ. Ку питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – хăйĕн малашнехи пурнăçне палăртма пултаракан, хăй тĕплĕн ĕçлеме пĕлекен çын вĕрентсе ÿстересси.

Паллах, çĕнĕлĕхсемпе хальхи технологисен витĕмĕ чăннипех пысăк пултăр тесен педагогсен нумай ĕçлемелле. Тĕрĕссипе, хăйсен те куллен-кун вĕренсе паянхинчен темиçе утăм малта пымалла. Кивĕлле ĕçленипех пурăнăп-ха тесе шухăшлакан учителĕн малашне профессире юлас шанчăкĕ те пĕтме пултарать. Ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли йĕрке çине куçнă май, квалификаци категорийĕ мĕнле пулнине те шута илеççĕ.

Шăпах çак тата шкул пурнăçĕнчи ытти ыйтусем тавра пычĕ те ĕнтĕ январĕн 29-мĕшĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан никĕс шкулĕнче иртнĕ управлени канашĕн черетлĕ ларăвĕнче. Унта вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, çак кăтартусем тăрăх вĕрентекенсене хавхалантармалли майсене палăртрĕç.

Управлени канашĕн председателĕ О.Н.Алексеев директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Е.В.Удочкинана нумай ыйту пачĕ. Урăхла пулма та пултараймасть: учительсене ĕçшĕн хушса тÿлесси вĕсен вĕрентÿри тата воспитани ĕçĕнчи хастарлăхĕпе уйрăлми çыхăннă вĕт-ха. Кунта уроксене мĕнлерех çĕнĕ меслетсемпе ирттерни те, ачасем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыни те, класс ертÿçи ачасемпе мĕнлерех ĕçлени те, ачасем тĕрлĕрен олимпиадăсемпе конференцисене мĕнле хутшăнни те кĕреççĕ. Çаксене пурне те балсемпе шута илсе пыраççĕ, вĕрентекенсен ĕçне те балсем тăрăх хаклаççĕ.

Паллах, балсем пурин те пĕр пек мар, çавăнпа хушса тÿлекен укçа хисепĕ те тĕрлĕрен.

Акă, 2-3 çул каялла кăна-ха пурин те пĕр пек ĕç укçи пулнă, уйрăмлăхĕ сехетсен шутĕнче кăначчĕ. Халĕ вара пачах урăхла. Чунне парса, пĕтĕм вăйран тăрăшса ĕçлекен, хăйĕн тавракурăмне пĕрмаях ÿстерсе пыракан учителе хушма тÿлев те пысăкрах парăнать. Çак хушма тÿлев хăшĕ-пĕрисен уйăхне 1600 тенкĕпе танлашать.

Управлени канашĕн членĕсем вĕрентекенсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, вĕсен класс тулашĕнчи ĕçĕсемпе те интересленчĕç. Ĕçри çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе шкул директорне кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.



06 февраля 2008
00:00
Поделиться