Министерство образования Чувашской Республики

Наукăпа практика конференцийĕнче

Тĕмерти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул, К.В.Иванов çырнă “Нарспи” поэма пичетленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Конференцие ертсе пыраканĕ районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.И.Краснова пулчĕ. Малтанах В.И.Гаврилова "Тĕмер" учительница “И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕ” темăпа тухса калаçрĕ. Вăл унăн пархатарлă ĕçĕ пирки чарăнса тăчĕ. Н.К.Филиппова "Чутей" Чĕмпĕрти учительсен шкулĕ чăвашсен вĕрентÿ центрĕ пулни çинчен каласа кăтартрĕ. З.П.Шутова "Енĕш Нăрваш" И.Я.Яковлев пирĕн районти Енĕш Нăрваш шкулне уçма пулăшни тата унтан вĕренсе тухнă паллă çынсем çинчен калани пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Тăрмăш шкулĕнче ĕçлекен З.Н.Григорьева Иван Яковлевичăн илемлĕ литературăри пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Унăн калавĕсем ачасене воспитани панă çĕрте пысăк усă кÿнине палăртрĕ. А.П.Данилован "Тушкил" И.Яковлев пурнăçĕнчи синкерлĕ самантсем çинчен тĕпчесе çырнă ĕçĕ чи кăсăкли пулчĕ. Пурте интересленсе итлерĕç ăна. П.А.Никифоров "Эльпуç" “Çуталса тăракан пултарулăх” "К.В.Ивановăн “Нарспи” поэми тухнăранпа 100 çул çитнине халалласа" темăпа тухса калаçрĕ. “Ан тив, хальхи вăхăтра поэма пирки тем те çыраççĕ, калаçаççĕ, анчах унсăр чăваш литератури интереслĕ пулмĕ”, –терĕ Петр Алексеевич.

Г.П.Васильева "Йăнтăрчă" “Халал пире хĕвел пиллет” ятлă доклад турĕ, Иван Яковлевичăн вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр пулнине уçса пачĕ вĕрентекен. Халал пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăни, тăван халăха, çĕршыва юратма, тĕрĕс-тĕкел пурăнма вĕрентни, малашлăхра ырă çитĕнÿсем тума хавхалантарни пирки каларĕ Галина Петровна.

Конференци тăршшĕпех, информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курса, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе илемлĕ литературăри пултарулăхне çутатакан слайдсемпе паллаштарчĕç. Вĕсене Тăвай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.А.Степанова учительница хатĕрленĕ. Асăннă мероприятипе пурте кăмăллă юлчĕç. Конференцие хастар хутшăннă учительсене райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ Дипломсем парса чыс турĕ.



05 февраля 2008
00:00
Поделиться