Министерство образования Чувашской Республики

КАШНИ ШКУЛАХ - ПРЕЗИДЕНТ ГРАНЧĔСЕМ

Раççей Президенчĕ В. ПУТИН: «Ялти шкулсен ĕç-хĕлне тĕплĕн шухăшласа йĕркеленипе вĕрентÿ тата оборудовани шайĕпе вĕсем хуларисенчен кая юлмаççĕ. Унта вĕрентÿ центрĕсем йĕркелесси патне сулмаклăн утаççĕ».

Паянхи шкулăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри — çамрăк ăрăва пурнăç çулĕпе хăй тĕллĕн çирĕппĕн утакан çынсем туса ÿстересси. Тарăн та пахалăхлă пĕлÿ, тĕрĕс воспитани илме шкул ачисене кирлĕ условисем пĕтĕмпех пур. Ахальтен мар Чăваш Республикинче «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Ку енĕпе эпир Раççейре малтисен ретĕнче.

Республикăри 138 база шкулĕнчен улттăшĕ пирĕн районта ĕçлет. Çак вĕрентÿ учреждени-йĕсем пурлăх енĕпе кăна мар, пысăк квалификациллĕ специалистсемпе те пуян. Çакă вара шкул пĕтерекенсен малашлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен 2001 çултанпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем тытассипе эксперимента хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăххăр-мĕшсем пуçласа алгебра тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе экзаменсене çĕнĕ йĕркепе тытрĕç. Пурĕ 430 ача çак тĕрĕслев витĕр тухнă. Алгебрăпа ĕçе «5» паллăлăх — 149, «4» — 175, «3» — 95, «2» — 4 вĕренекен пурнăçланă пулсан, вырăс чĕлхипе кăтартусем çапларах: «5» — 47, «4» — 211, «3» — 170, «2» — 2 ачан. Вăтам шкул пĕтерекенсен пĕлĕвне çакăн пек хакланă: 422 вĕренекенрен математикăна 57, 5 процент «4» тата «5»-лĕх пĕлет, вырăс чĕлхине лайăх пĕлекенсен шучĕ вара 49 процентпа танлашрĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче педагогсем çĕнĕ йышши технологисене усă курни паянхи кунпа тан утнине пĕлтерет. «Çĕнĕ шкул» программăпа района иртнĕ çулта 206 компьютер килнĕ. 7 шкул Интернетпа усă курать. Шкулсенче лазерлă 63 принтер, 36 сканер, цифрăллă 17 фотоаппарат, 4 видеокамера, мультимедийлă 14 проектор, интерактивлă 2 доска.

«Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçласа патшалăх шкулсене, педагогсене пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Инноваци мелĕсене ĕçе кĕртсе пыракан вĕрентÿ учрежденийĕсемпе пултаруллă учительсене конкурса хутшăнса Президент гранчĕсем çĕнсе илме май туса панă пулсан, вĕсемшĕн çине тăрса кĕрешмелле. 2006 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ хăйĕн ĕç-хĕлне кăтартса 1 миллион тенкĕлĕх премие тивĕçрĕ. Учительсенчен вара Л.Н.Глинкина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), В.Г.Зайцева (Хирти Явăш) 100 пин тенкĕ илсе малашне тата та хавхалануллăрах ĕçлеме тĕллев лартрĕç. Паллах, пултаруллисем чылай пирĕн. Кирлĕ хутсене вăхăтра хатĕрлесе конкурс комиссине тăратма ÿркенмелле мар çеç.

Шкулсен те ку енĕпе активлăрах пулмалла, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ районти ресурс центрĕ шутланать. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе пĕлсе усă курни шкулăн пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма май пачĕ. Грант укçи-тенкипе классенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, тĕрлĕ сĕтел-пукан, компьютерсем, кашни предметпа кăтарту хатĕрĕсем, электронлă пособисем тата ытти нумай япала туяннă. Ку шкулта вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ пысăк пулни шăпах çакăнтан нумай килет те ĕнтĕ. Профильлĕ классем йĕркелени аслă классене хăйсене килĕшекен профессине суйласа илме пулăшать. Акă, сăмахран, иртнĕ çул лицей класĕнчен 21 çамрăк вĕренсе тухрĕ. Вĕсем халĕ пурте аслă шкул студенчĕсем. Ылтăн медальпе шкултан тухнă Оксана Родионова стоматологи, кĕмĕле тивĕçнĕ Кристина Поликарпова сиплев ĕçĕн, Альбина Никитина организаци менеджменчĕн, Елена Краснова тĕнче экономикин, Людмила Кашкарова бухучет, анализ тата аудит факультечĕсенче тÿлевсĕр куçăн майпа пĕлÿ пухаççĕ.

База шкулĕсенче ачасем тарăн та çирĕп пĕлÿ илни каламасăрах паллă.

Апла пулсан, районти пур вĕрентÿ учрежденин те Президент гранчĕсене çĕнсе илес тесе тĕллев лартмалла. Çакна пурнăçа кĕртес тесе çанă тавăрса ĕçлемелле.



05 февраля 2008
00:00
Поделиться