Министерство образования Чувашской Республики

ÇĔНĔЛĔХСЕМ ХĂВĂРТРАХ АТАЛАНМА ПУЛĂШАÇÇĔ

Паянхи шкул сăн-сăпачĕ, ĕç меслечĕсем, кăтартăвĕсем куç умĕнчех çĕнелсе пыраççĕ. Вĕрентĕве модернизацилемелли комплекслă проекта пурнăçа кĕртме пуçланăранпа уйрăмах пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртрĕç. Çакна Раççей Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Д.А.Медведев пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче ирттернĕ видеоконференцире уйрăмах палăртса каларĕ: “Проекта хутшăнакансен пурин опычĕ те пирĕн çĕршывшăн питĕ кирлĕ. Тĕрĕссипе, вăл вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене, çĕнĕ методикисене хатĕрлемелли никĕс пулса тăрĕ. Çак проектсене чи лайăх педагогсем, чи лайăх ученăйсем, вĕрентя учрежденийĕсен чи лайăх ертяçисем хутшăнаççĕ, бизнес хутшăнать, федераци субъекчĕсен ертяçисем хутшăнаççĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн çĕршыври чи лайăх, çак эксперимента ирттерес ĕçе пуринчен те тĕплĕнрех хатĕрленнĕ регионсем хутшăнаççĕ. 2007 çултанпа пилот проектĕнче 21 регион /çав шутра - Чăваш Ен/ çак ыйтусемпе ĕçлет... Тĕпрен илсен, вĕсем - пуласлăх вĕрентя модельне хатĕрлес ĕçе никĕс хывакан пилот эксперимент лапамĕсем”.

ПРОЕКТ шучĕпе пирĕн республикăна пĕлтĕр федераци бюджетĕнчен 209 миллион тенкĕ субсиди уйăрса панă. Унпа шкулсемпе интернатсен çурчĕсене юсама, хальхи оборудовани, литература, автотранспорт туянма, педагогикăра ĕçлекенсен квалификацине ястерме, çĕнĕ йĕркепе аттестаци ирттерме, методика материалĕсем хатĕрлеме усă курнă. Тĕслĕхрен, Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази валли кăна вĕреня çуртне юсама пĕр миллион та ик çĕр пин тенкĕ ытла уйăрнă. “Вĕрентя” наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа гимназин пурлăх-техника никĕсĕ чылай лайăхланнине палăртмалла. Пĕлтĕр кăна акă ЧР Вĕрентя министерстви урлă вырăс чĕлхи, хими кабинечĕсем, столовăй валли оборудовани, кĕçĕн классем валли сĕтел-пукан тялевсĕр илнĕ, библиотека фондне чылай пуянлатнă. 2006 çулта 8-мĕш гимнази Раççей Президенчĕн пĕр миллион тенкĕ грантне тивĕçнĕ, çак укçа шучĕпе республикăра чи малтисен йышĕнче вĕрентяре пысăк пулăшу паракан интерактивлă доска туяннă. Халĕ унпа урокра кашни педагогах усă курма пултарать. Çак тренажерпа çĕнĕ темăна вĕрентме те, иртнĕ урокрисене аса илме те питĕ меллĕ. Çапах та учительсем паян тата çĕнĕрех техника пирки ĕмĕтленеçĕ. Укçа-тенкĕ пулсанах тата лайăхрах интерактивлă доскасем туянасшăн.

Пĕлтĕр çак шкул Раççейри гимназисен союзне кĕнĕ. Çавна май Санкт-Петербургри вĕрентĕве пулăшакан фонд Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназие паха видеооборудованипе тивĕçтернĕ. Унпа усă курса Питĕрти ученăйсен лекцийĕсене итлеççĕ, Брянскри, Нижневартовскри, проекта кĕрекен ытти тăрăхри, республикăри шкулсемпе çыхăнаççĕ, паха опытпа паллашаççĕ. Эпир пынă кун Сĕнтĕрвăрринчи гимнаçипе телекĕпер йĕркелерĕç, вĕренекенсем пĕр-пĕрне Ырă ĕçсен çулталăкĕнче мĕн тума ĕлкĕрни тата мĕнле ĕçсем палăртса хуни çинчен каласа пачĕç. Çĕмĕрлери гимнази “Чăваш Республикинче 2006-2010 çулсенче пĕрлехи вĕрентя уçлăхне аталантарасси” республика тĕллевлĕ программипе килĕшяллĕн ирттернĕ грантсен конкурсĕнче çĕнтернĕ, 50 пин тенкĕ выляса илнĕ, “Мультимедиалаборатори - вĕрентĕве аталантармалли фактор” проекта пурнăçа кĕртет. Компьютер класĕсене, библиотекăна, мультимедиалабораторие, учителĕн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемлĕ предмет кабинечĕсене, шкулăн локаллă сечĕн сервер станцине тата видеоконференцçыхăну тытăмне пĕрлехи информаци уçлăхĕ пĕрлештерсе тăрать.

- Информаци технологийĕсемпе анлăн усă курнин витĕмĕ вĕрентя пахалăхĕ лайăхланса пынинче палăрать, - тет гимнази директорĕ Л.В.Долгова. - Пĕлтĕр вун пĕрмĕш класран 4 çамрăк - ылтăн, 10 çамрăк кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕç. Математикăпа тата вырăс чĕлхипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсем пирĕн республикăри, Раççейри вăтам кăтартусенчен лайăхрах. Шкул пĕтернĕ 64 çамрăкран 60-шĕ аслă шкула, çав шутран 35-шĕ бюджет мелĕпе, вĕренме кĕчĕç. Кунта, паллах, педагогсен коллективĕн тяпи пысăк. Пултаруллă, анлă тавра курăмлă çынсемпе ĕçлеме те кăмăллă. Юлашки вăхăтра учитель ĕçне ытларах хаклама пуçлани те хавхалантарать. Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчен ĕçшĕн çĕнĕлле тялемелли йĕрке çине куçнăранпа вĕсем чылай ытларах илме пуçларĕç. Халĕ пирĕн кашни учитель лайăх кăтартушăн тата ытларах тăрăшать.

Н.В.Федоров Президентăн “Чăваш Республикинче вĕрентя тытăмне патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен” указĕпе килĕшяллĕн 2007 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçшĕн çĕнĕлле тялемелли çĕнĕ тытăмпа республикăн мĕн пур шкулĕнче усă кураççĕ. Вĕрентяре ĕçлекенсен шалăвĕ 2006 çулхипе танлаштарсан 20 процент /Раççейĕпе - 15 процент/ яснĕ. Унсăр пуçне шкулта ĕçлекенсене хавхалантарма ĕç укçин фончĕн 10 процентне /2009 çул тĕлне вăл 30 процерта çитмелле/ уйăраççĕ. Хавхалантару укçине шкул палăртнă критерисем тăрăх ĕç пахалăхĕпе кăтартăвĕсем тăрăх параççĕ. Унсăр пуçне республикăри 30 шкул эксперимент шучĕпе ĕçшĕн çĕнĕлле тялемелли йĕркене тулли схемăпа хутшăнать. Çавна май ку шкулсенче педагогсен ĕç вăхăчĕ эрнере 36 сехетпе танлашать, кунта уроксем ирттерни кăна мар, класс тулашĕнчи ĕçсем те кĕреççĕ. Вăтăр шкул йышĕнче - Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази те. Кашни учителĕн эрнери ĕç графикĕнче çак вăтăр ултă сехете пайласа панă. Кунта уроксем кăна мар, вĕренекенсене занятисем хыççăн хушма пĕля парасси, тĕрлĕ мероприяти ирттересси, экскурсисем йĕркелесси, методика компьютер центрĕнче ĕçлесси, тетрадьсем тĕрĕслесси тата ытти те кĕрет. Педагогсем киле васкамаççĕ, ĕç кунĕ халь вĕсен кăнтăрла иртсен виççĕ-тăваттăра е хăш чухне каярах та вĕçленет - шкулта çутă тахçанчченех сянмест.

Паллах, тăрăшнине кура ĕç укçи те чылай пысăкрах. Ĕçшĕн çĕнĕлле тялемелли йĕрке тăрăх гимназири аслă категориллĕ учительсем, 2006 çулхи раштавпа пĕлтĕрхи раштаври шалăва танлаштарса пăхсан икĕ хута яхăн ытларах илеççĕ иккен. Ун чухне çичĕ-вунă пин тенкĕ тухнă пулсан халĕ хавхалантару тялевĕпе пĕрле 17-20 пин тенке çитет. Паллах, хавхалантару пайĕ, ĕç кăтартăвĕсене кура, кашнин тĕрлĕрен, çитмĕл сакăр тенкĕрен икĕ пин те улт çĕр тенкĕ таранах. Хавхалантару суммине кашни çур çулта çĕнĕрен пăхса тухса палăртаççĕ. Çавăнпа та вĕрентяпе воспитанире мĕнле вăй хуни малашнехишĕн те пĕлтерĕшлĕ. Чуна парса тăрăшнине тивĕçлипе хаклĕç.

- Шкулта вун çичĕ çул ĕçлетĕп. Юлашки çулсенче вĕрентя содержанийĕ те, пахалăхĕ те тĕпрен çĕнелсе лайăхланчĕç, учитель ĕçне тивĕçлипе хаклама пуçларĕç, - палăртать 1 “а” класс вĕрентекенĕ, аслă категорири педагог С.В.Мордикова. - Ĕçлеме питĕ интереслĕ. Манăн класра та компьютер пур, ĕç вырăнне автоматизациленĕ. Кун пирки темиçе çул каялла ĕмĕтленме те пултарайман. Кăтарту хатĕрĕсене библиотекăсенче шыраттăмăр, камран та пулин вăхăтлăха илеттĕмĕр, ачасене ăнланмалларах пултăр тесе хамăр ăсталама тăрăшаттăмăр. Халĕ компьютерпа кирек хăш предметпа та кăтартуллă ĕçлеме пулать. Вĕрентя витĕмĕ ясни, ачасен тавра курăмне аталантармалли меслет нумайланни мĕн тери аван. Чи пахи вара ачасен пĕля ытларах илес туртăмĕ яссе пыни тесе шухăшлатăп.



05 февраля 2008
00:00
Поделиться