Министерство образования Чувашской Республики

Маттур эсĕ, Настя!

 Пултаруллă çамрăксене çулсерен Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров хавхалантаракан стипенди парасси йăлана кĕчĕ тесе каласан пĕрре те йăнăш пулмасть пулĕ.

Кашни çулах пĕр пин пултаруллă çамрăка ĕçри тата вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн стипенди пани пысăк та пархатарлă ĕç. Пултаруллă çамрăксен шутĕнче вĕренекенсем пурри – шкул ачисене те малалла ăнтăлма хавхалантарать, çитĕнÿсем тума хистет, мĕншĕн тесен шкул ачи те тĕрлĕ конкурссене хутшăнать-çке, вăл та мала тухать, шкул, район чысне республикăра та хÿтĕлет. Мĕнле хавхалантармалла мар-ха çакăн йышши ачасене. Хуракасси шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренет Настя Васильева – кăçалхи Президент стипендиачĕ. «Мĕнле хĕрача-ши ку.», –тесе ыйтма пултараççĕ вулакансем.

Чимĕр, каласа парам. Настя Хуракасси шкулĕнче «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренсе пырать, пур çĕре те хутшăнма ĕлкĕрет, сочиненисен, ÿкерчĕксен конкурсĕсене, наукăпа практика конференцине. Шкулта вăл «Вожак» пĕрлешĕве ертсе пырать. Вожатăйсене тĕрлĕрен юрă-ташă, вăйă вĕрентет. Класра вара Настя класс руководителĕн «сылтăм алли» тесен те йăнăш пулмасть. Вăл мана пĕтĕм ĕçе тума пулăшать, компьютерпа презентаци тумалла – хаваспах, «Шăнкăравăн» черетлĕ номерне кăлармалла – тархасшăн.

Настя район хаçачĕпе те, «Тантăш» хаçатпа та тачă çыхăну тытать. Пĕлтĕр республикăра иртнĕ «Çамрăк журналистсен тата çамрăксен пресси» конкурсра Настя çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Чаплă дипломпа медаль илме, «Пирĕн смена» журналистсен лагерĕнче пулма тивĕçрĕ. Эпир Настьăпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Малалла та ăна ăнăçусем çеç сунатпăр.



01 февраля 2008
00:00
Поделиться