Пурнăç уттинчен кая юлмастпăр
Пирĕн çĕршывра юлашки пилĕк çул хушшинче темĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пулса иртнине пурте сисеççĕ те, туяççĕ те. Юратнă республика та, район та çак пурнăç уттинчен пĕрре те кая юлмасть. Халĕ тĕрлĕрен наци проекчĕсем вăй илсе пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, паллах, сăмахăм «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пирки пулĕ. Тĕрĕсрех каласан, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем çинчен калаçас килет манăн.
Хуракасси шкулне, чăваш чĕлхипе литературăна тарăннăн вĕрентес тĕллевпе, республикăри вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерстви 77500 тенкĕлĕх компьютер оборудованийĕ уйăрса пани пире çав тери хавхалантарчĕ. Хавхалантарнипе пĕрлех пысăк яваплăха та туятпăр эпир. Уроксене те, класс тулашĕнчи ĕçсене те ИКТ мелĕсемпе усă курса ирттерме тăрăшатпăр. Урок интереслĕ те ăнăçлă ирттĕр тесен питĕ нумай вăй хумалла, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем мана питĕ лайăх ăнланаççĕ пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен эпир кĕнеке лавккисене кайса хатĕр электрон учебникĕсем илме пултараймастпăр. Çавăнпа та уроксем ирттерме тĕрлĕрен презентацисем, тестсем пирĕн хамăрăн хатĕрлемелле. Пурнăç уттинчен кая юлас темеççĕ Хуракассинчи вĕрентекенсем. Кăçал 13 учитель Интел программине алла илчĕ. Вĕсен шутĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем те.
Чăваш чĕлхи кабинетĕнче компьютер тата мультимедийлă проектор тусан пуçтарса лармаççĕ. Вĕсемпе чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче кăна мар, ытти уроксенче те усă кураççĕ. ИКТ мелĕсемпе хатĕрленĕ уроксем вĕренекенсене тăван чĕлхене юратма та, унпа кăсăкланма та, вĕреннĕ темăна астуса юлма та, проектсем хатĕрлесе хÿтĕлеме те пулăшаççĕ.
Нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен ШМП черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче учительсем хăйсен уçă урокĕсене «Вĕрентÿре ИКТ усă курасси» темăна тĕпе хурса хатĕрлерĕç. Т. Кудряшова 11 класра «А. Артемьев – паллă чăваш писателĕ» темăпа презентаци хатĕрлесе ирттерчĕ.Ĕçтешсем урок ăнăçлă иртнине палăртсахăварчĕç