УРОКСЕН ФЕСТИВАЛĔ ИРТРĔ
Раштавăн 13–14-мĕшĕсенче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсен 17 команди информаципе коммуникаци технологине усă курса ирт-тернĕ уроксен фестивальне хутшăнчĕ. Кунта чи пултаруллă педагогсем ăсталăх енĕпе ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне Нĕркеç вăтам шкулĕ çĕнсе илчĕ. Унран пăртак каярах вырăнсенче – Комсомольски 2-мĕш, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕсем. Виççĕмĕш вырăна тивĕçнисем вара Хирти Мăнтăр, Тăманлă Выçли, Хирти Явăш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсем пулчĕç.
Тĕрлĕ номинаци лауреачĕсем çаксем: «Эффективное использование ЦОР» – асанкассисем, александровкăсемпе хырайĕнелсем;
«Хорошая подготовка дидактического материала с использованием ИКТ» – чĕчкенсемпе хырхĕррисем;
«Различные формы ИКТ» – кĕçĕнçĕрпÿелсем;
«Использование собственных разработок на уроке» – çĕнĕмăратсем.
Фестиваль дипломанчĕсем – Тукай Мишер, Урмаел, Шурут вăтам шкулĕсен командисем.