Министерство образования Чувашской Республики

ВĔРЕНТЕКЕНСЕН ВĔРЕНТЕКЕНĔ

"Этнопедагогика пансофийĕ" ятпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Г.Н. Волков (Кашкăр Хуначи) академик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Ен Культура министрĕ Наталья Ивановна Володина ЧР Президенчĕн Николай Васильевич Федоровăн Хушăвĕпе юбиляра "Республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденĕпе наградăлани çинчен пĕлтерчĕ. "Чăваш çĕр-шывĕнче сирĕн ята илтмен, пархатарлă ĕçĕрпе паллашман пĕр шкул та юлман", – терĕ хăйĕн сăмахĕнче ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Галина Петровна Чернова министр. Ку чăннипех те çавăн пек: тĕнчипе паллă этнопедагога, вĕрентекенсен вĕрентекенне кашниех лайăх пĕлет, ăна хисеплет, унпа мăнаçланать. 2007 çул шкулсенче Волков çулĕ пулнипе палăрса юлĕ.

Чаплă ентешĕмĕре чыслама Саха "Якути", Мари Эл, Пушкăртстан, Тутарстан, Таджикистан, Тува, Казахстан, Алтай ученăйĕсем çитрĕç.

Геннадий Никандрович Волков вара хăйĕн кĕске сăмахĕнче те яланхи пекех сăпайлăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе тĕлĕнтерчĕ. "Пурнăçа юратса пурăнăр. Тĕнчере чи пахитăван кил, чи хăватлиЮрату. Таса юратупа пурăнăр! Çемьепе ытларах пулăр. Мухтав тăван халăха!" – терĕ пĕрре вĕрентсе, тепре тав туса.

Чăваш чĕлхи урокĕсенче шкул ачисене "Этнос" – грек чĕлхинчен куçарсан халăх тенине пĕлтерет тетпĕр. Этнопедагогикахалăх педагогики. Ăна тĕнчене парнелеме пултарнă чăваш ывăлĕ Геннадий Никандрович Волков тесе вĕрентетпĕр.

Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ, паллă академик Г.Н.Волков Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре 1927 çулта кун çути курнă. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарчĕ. Çавна май Шупашкар шкулĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Вырăссен паллă педагогĕ Василий Александрович Сухомлинский Г.Н. Волковăн "Чăваш халăх педагогики" диссертаци ĕçне хак парса çапла каланă: "Чăвашăн хăйĕн космонавчĕ кăна мар, педагогĕ те пур".

Вырăс шкулĕн пиллĕкмĕш класĕ валли хатĕрленĕ чăваш чĕлхи учебникĕнче академикăн "Чи пысăк инкек" калавĕ пур. Питĕ вырăнлă, тарăн шухăшлă текст. "Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Мĕн уншăн чи япăххи?" – çак ыйту хуравне шыраççĕ ачасем. Тупсăмне те хăйсемех палăртаççĕ: "Юлхавлăх. Акă мĕн иккен чи пысăк инкек!" "Ĕç çынна илем кÿрет", – тенĕ чăваш халăхĕ.

Г.Н.Волковпедагогика наукисен докторĕ, профессорак ята вăл 1968 çулта тивĕçнĕ), тĕпчевçĕ, çыравçă, критик, куçаруçă.

Мĕн вăл воспитани? "Тĕслĕх тата юрату", – тет кĕскен Г.Н.Волков педагог. Чăваш чăннипех те ĕçчен, ырă йăх – чунĕпе те, кăмăлĕпе те. Çакна кулленех ĕçпе çирĕплетсе пыратпăр. Ырă вĕрентекене курса ачасем кăмăллă пулма вĕренеççех. Шкулта тĕслĕх вырăнĕнче вĕрентекен пулсан килте – ашшĕ-амăшĕ, ватăсем.

Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре ытларах этнопедагогика мелĕсемпе, меслечĕсемпе пур енлĕн те туллин, тухăçлă усă курма тăрăшатпăр.

Чăваш халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлĕпе, ăста педагогĕпе чăннипех мухтанать. Унăн ырă та пархатарлă ĕçне малалла тăсакансем чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен хушшинче сахал мар.



14 декабря 2007
00:00
Поделиться