Министерство образования Чувашской Республики

КАДЕТĂН ВАЛЬС ТАШЛАМА ТА, ПĂШАЛ ПЕМЕ ТЕ ПĔЛМЕЛЛЕ

Илемлĕ кĕпе тăхăннă пикесем тĕкĕр умĕнче явăнаççĕ: çÿçне тирпейлеççĕ, тутине писев сĕреççĕ. Ар çын ачасем капăрланма юратмаççĕ тесе кам калать? Пĕри пушмакне тасатать, тепри костюмне якатать. Вĕсен нихçанхинчен илĕртÿллĕ курăнмалла! Мĕншĕн тесен паян – кадетсен республикăри Георги балĕ. Канашри 6-мĕш вăтам шкулта пĕрремĕш хут иртрĕ вăл.

Пирĕн хушăра ăслă, пуçаруллă, хастар çынсем çителĕклех. Тĕрĕслĕхшĕн çунакан, йывăрлăхра пĕр сăмахсăр пулăшакан, Тăван çĕр-шывшăн кар тăракан вара? “Вĕрентÿ" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ шкулта воспитани ĕçне вăйлатасси пулмалла тесе ахальтен çирĕппĕн каламарĕ-тĕр Раççей Президенчĕ В.Путин. Çакна тĕпе хурса пĕлтĕр Чăваш Енре кадет класĕсем уçма пуçларĕç. Хальлĕхе ку сăнава Канаш, Улатăр, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Шăмăршă, Тăвай, Çĕрпÿ, Вăрнар районĕсемпе Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем хутшăнаççĕ. Республикăри 22 кадет класĕнче тата кадет шкулĕнче пурĕ 540 ача вĕренет. Вĕсенчен 182-шĕ – хĕр ача.

Тĕп предметсемсĕр пуçне вĕсем çар хатĕрленĕвĕ енĕпе те пĕлÿ илеççĕ. Кадетăн пăшал пеме те, пĕлмен вырăнта çухалса кайсан çул тупма та, ал вĕççĕн çапăçма та пĕлмелле. Ахаль классенче вĕренекен тантăшĕсемпе танлаштарсан шкулта ытларах пулаççĕ кадетсем. Çакă малтанлăха хăш-пĕр ашшĕ-амăшне килĕшмен те иккен, анчах тĕпренчĕкĕсем кĕске хушăрах палăрмаллах улшăннине курсан шухăшне улăштарнă. Сăнанă-и, форма тăхăннă çыннăн утти те çирĕпрех, хăйне тыткалани те килĕшÿллĕрех. Кадетсен хăйсен тумтирĕ – кашни шкулăн тĕрлĕрен. Кулленхи формăсăр пуçне уявсенче тăхăнмалли пур. Вĕсене ятарласа çĕлеттернĕ. Укçа-тенкĕ ăçтан тупнă тетĕр-и? Чылай çĕрте ашшĕ-амăшĕнчен пухнă, хăшĕсем, çаврăнăçуллисем, спонсорсене явăçтарнă.

– Кадетсем – хăйне евĕрлĕ халăх, – тет Олег Савчук. Вăл Канашри 6-мĕш вăтам шкулта çак юхăма темиçе çул каяллах йĕркелесе янă. “Карат” класс ачисем ыттисенчен пур енĕпе те уйрăлса тăраççĕ. “Кану”, “каникул” ăнлав çук вĕсемшĕн. Кăçалхи вĕренÿ çулне çурла уйăхĕн варринче пуçланине те пытармарĕ воспитатель. Анчах çакăншăн пĕр ача та мăкăртатман. Вĕренÿшĕн, тарăн пĕлÿ илессишĕн çунаççĕ вĕсем. Вĕренекен урока кая юлсан ăна ятлаççĕ. Кадетсем нихăçан та шăнкăрав хыççăн кĕмеççĕ – вĕсем яланах вăхăтра çÿреççĕ. Вĕрентекен кая юлсан асăрхаттарма та пултараççĕ. Йĕрки çапла, çирĕп. Çавăнпа хушма пĕлÿ илекенсем предмет олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче тăтăш çĕнтернинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар.

Чылай çĕрте кадет класне лекмешкĕн конкурс ирттернĕ пулсан, Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕнче ăна кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çиччĕмĕшсенчен йĕркеленĕ.

– Лайăх вĕренекенни те, ĕлкĕрсе пырайманни те пур унта. Çавăнпа çĕнĕ юхăмпа ишме малтанлăха йывăртарахчĕ. Çур çул та иртмерĕ – юлхав ачасем те туртăнма пуçларĕç, хальччен курăнман пултарулăхĕ палăрма пуçларĕ, – кăмăллăн пĕлтерет шкул директорĕ Николай Егоров. Ентешĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов хăй хавхалантарать-çке Янкăлчсене! Николай Федорович питĕ ĕçлĕ пулин те тăван тăрăхне çитме яланах вăхăт тупать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама кăçал юлташĕпе Леонид Якубовичпа килнĕ.

Кашни ачапа уйрăммăн ĕçленин те усси пысăк. Çак тĕллевпе шкулсенче психологсем тăрăшаççĕ. Вĕсем кашнин чунне уçă тупма пĕлеççĕ. Кадетсене çын хушшинче хăйсене тытма, хăюллăрах пулма вĕрентеççĕ. Гульнара Самсонова психолог урокĕнче эпир те пулса куртăмăр. Ачасен вырăнĕнче – ытти шкул вĕрентекенĕсем. Ятарлă темиçе хăнăхтару – пĕр-пĕринчен ютшăнни, вăтанни иртсе те кайрĕ. Шăнкăрав хыççăн та ачасем мĕншĕн киле каяс теменнине пĕр урок ларсах ăнлантăмăр. Мĕншĕн тесен кăсăклă, хăйне евĕрлĕ, нумай çĕнни пĕлетĕн.

Пурнăçа – Тăван çĕр-шыва, тивĕçе – хăвна, чыса – никама та! Пушă сăмах мар ку. Ку – кадетсен девизĕ. Вĕсен хăйсен йăли-йĕрки те пур: кадет ятне пани, пакун çакни. Георги балне вара темрен ытла кĕтнĕ.

Виç çĕр ытла ача хутшăнчĕ унта. Пĕри тепринчен хÿхĕмрех. Уяв пуçланиччен кăшт вăхăт пур-ха, унпа усă курса пикесемпе арçын ачасем коридортах ташă хусканăвĕсене аса илчĕç. Камăн бал патши пулас килмĕ?

Часах акт залĕ кĕвĕ-çемĕпе, кадетсемпе, курма пынисемпе тулчĕ. Кăшт тăвăртарах, паллах, анчах регион координаторĕ Олег Савчук калашле, “чĕрере ирĕк“. Кашни класс хăйĕн ташшипе паллаштарнисĕр пуçне мăшăрăн та ăмăртрĕç. Чăн та, “ăмăртрĕç” сăмах вырăнлах та мар пек, мĕншĕн тесен пĕрин куçĕнче те тупăшу туйăмĕ палăрмарĕ. Савăнăçпа, хаваслăхпа çиçрĕç вĕсем.



14 декабря 2007
00:00
Поделиться