ЛАЙĂХ ĔÇЛЕКЕНĔН ШАЛУ ТА ПЫСĂКРАХ
Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли йĕрке çине куçрĕç. Халĕ шкулта ĕçлекенсен шалăвĕ никĕс тата хавхалантару пайĕсенчен тăрать. Хавхалантару пайне ĕç пахалăхĕпе кăтартăвĕсене кура параççĕ. Кăçал çакна валли кашни учрежденин ĕç укçи фончĕн 10 проценчĕ чухлĕ укçа-тенкĕ палăртнă.
2008 çулта хавхалантару фончĕн виçи - 20 процент, 2009 çулта 30 процент пулмалла. Çак укçана кама мĕншĕн тата мĕн чухлĕ валеçмеллине шкулти ертсе пыракан тата попечительсен канашĕсемпе пĕрле татса параççĕ. Ял шкулĕсенче, тĕслĕхрен, ку ĕçе мĕнлерех йĕркеленĕ-ха? Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Етĕрне районĕнчи Урпаш тата Тури Ачак шкулĕсенче пултăмăр.
УРПАШРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула 210 ача çÿрет, вĕсене çирĕм учитель вĕрентет. Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.А.Кузьмина пĕлтернĕ тăрăх, ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли тытăм çине куçма çуллах хатĕрленме пуçланă, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕнĕ штат расписанийĕ йĕркелекен комисси туса хунă. Унăн йышĕнче общество представителĕ, ертсе пыма хутшăнакан канаш председателĕ С.Н.Михайлов та пур. Вăл шкул пурнăçне питĕ активлă хутшăнать, хушма хуçалăха аталантарма техникăпа, удобренипе çулсерен пулăшать. “Çав хушăрах укçа-тенкĕпе, пурлăхпа мĕнле усă курнипе кăсăкланать, шкулта час-часах пулать, ачасене шкул столовăйĕнче мĕнле апатлантарнине тĕрĕслет. Паллах, вĕренекенсем куллен тутлăхлă вĕри апат çиме пултарччăр тесе тăрăшатпăр”, - палăртать Любовь Алексеевна.
Шкулăн пĕр уйăхри шалу фончĕ 204 пин тенкĕ, хавхалантару фончĕ çак укçан вунă проценчĕпе танлашать. Ăна мĕнле йĕркепе валеçеççĕ-ха? Комисси Вĕрентÿ министерстви тĕслĕх вырăнне сĕннĕ критерисене кунта хăйсен хаклавĕсемпе пуянлатнă. Çапла вара пĕтĕмпе сакăр критери палăртнă, кашни критери тăрăх пилĕкшер кăтартăва шута илеççĕ. Авăн-раштав уйăхĕсенче пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчи çитĕнÿсене пĕтĕмлетсе хушса тÿлеççĕ. Çак çур çулхи кăтартусене раштавра çĕнĕрен пăхса тухаççĕ, вĕсене кура 2008 çулхи кăрлачран пуçласа авăн уйăхĕччен хавхалантармалли укçа-тенкĕ виçине палăртаççĕ.
- Хальлĕхе ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли йĕрке эксперимент шайĕнче пулнă май критерисем çирĕпленсе çитмен-ха, ку енĕпе опыт пухăнса пынăçемĕн вĕсене лайăхлатса пыратпăр, - тет Л.А.Кузьмина. - Паллах, пĕтĕм учитель пĕр тан условисенче ĕçлеймест. Çавна май хаклав та тĕрлĕрен пулмалла. Тĕслĕхрен, ачасене çулсерен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хатĕрлекен педагогсене ытларах хавхалантармалли иккĕлентермест-ха. Çав хушăрах ытти предметпа ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакламалли критерисем те пулмалла. Пирĕн шкулта ку тĕслĕхпе физкультура учителĕ Павел Макарович Кузьмин палăрса тăрать. Вăл хатĕрлекен спортсменсен хушшинче республика призерĕсем те пур. Вăл тата З.А.Кузьмин тăрăшнипе кăçал шкулăн “Зарница” тата “Орленок” командисем районта - пĕрремĕш вырăн, республикăра виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хаклав критерийĕнче çак ÿсĕмсене те шута илтĕмĕр.
Урпаш шкулĕнче учительсенчен 11 “а” класс ертÿçи, химипе биологи вĕрентекен Л.В.Садикова чи нумай балл пухнă. Кунта вăл çирĕм пĕрмĕш çул ĕçлет, пĕрремĕш квалификаци категорине илнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен унăн шалăвĕ виçĕ пин тенкĕ ÿснĕ. Çав шутра хавхалантару пайĕ пин тенкĕпе танлашать. Ку - шкулти педагогсене паракан хушма тÿлевсенчен чи пысăкки. Ытти ÿсĕмĕ Чăваш Енре авăнăн 1-мĕшĕнчен бюджетниксен ĕç укçине 20 процент /сăмах май, Раççейĕпе - 15 процент/ хăпартнипе çыхăннă.
- Коллективра лару-тăру мĕнлерех, ыттисенчен ытларах илнĕшĕн кĕвĕçекен çук-и? - тесе ыйтрăм Л.Садиковăран.
- Ун пеккине сисмен, - хуравлать Людмила Витальевна. - Эпĕ мĕнле тăрăшнине, манăн кăтартусене ĕçтешсем лайăх пĕлеççĕ. Хавхалантарма сăлтав çителĕклĕ пулсан пĕр-пĕрне мĕншĕн кĕвĕçес? Пирĕн ку ыйтупа йăлтах объективлă пулса пырать. Ман шутпа, хавхалантару тÿлевĕ тата лайăхрах ĕçлес, нумайрах пĕлес, аталанас туйăма ÿстерме пулăшать. Эпĕ, тĕслĕхрен, нихăçан та укçашăн хыпăнса ĕçлемен. Йăлтах ачасемшĕн. Вĕсем лăпкă ларма памаççĕ: конкурс, олимпиада, конференци, ытти мĕнле те пулин мероприяти - пурне те хутшăнма тăрăшатпăр. Манăн 11 “а” класра питĕ активлă ачасем вĕренеççĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну çирĕп, чылай ыйтăва пĕрле татса паратпăр.
Педагогăн çитĕнĕвĕсем чăннипех курăмлă. Унăн вĕренекенĕсем химипе тата биологипе иртнĕ çул район олимпиадисенче, республикăри наука-практика конференцийĕсенче малти вырăнсене тивĕçнĕ. Ĕнесем маститпа чирленин сăлтавĕсене тĕпчесе хатĕрленĕ ĕç вара республика шайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм Раççейри конкурсра хисеплĕ диплом çĕнсе илнĕ. Биотехнологи колледжĕнчи наука-практика конференцийĕнче виççĕмĕшсем пулнă. Шкул лесничествисен слетĕнче те Л.Садиковăн вĕренекенĕсемех палăрнă: вĕсем - районта та, республикăра та пĕрремĕшсем. 11 “а” класс юратнă учительници ертсе пынипе шкул территорине тирпей-илем кĕртес ĕçе те хастар хутшăнать. Ку енĕпе ирттернĕ конкурссенче каллех малтисем: районта - пĕрремĕш, республикăра виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ĕç бригадисен республикăри слетĕнчен виççĕмĕш пулнă. Педагогăн ĕçне хакланă чухне çак çитĕнÿсем, паллах, пысăк витĕм кÿнĕ.
Тури Ачак шкулĕн директорĕ В.Ю.Егоров та çĕнĕлле тÿлемелли тытăм вĕрентÿ пахалăхне ырă витĕм кÿме пулăшасса шанать. Ку вĕрентÿ учрежденийĕ - никĕс шкулĕ тата ресурс центрĕ. Унта сакăр ялтан 250 ача вĕренет, 20 учитель ĕçлет. Пĕлтĕр шкул Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Пурлăх никĕсне çулсеренех лайăхлатса пыма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ проекта хутшăнаççĕ. Лайăх компьютер класĕ, интерактивлă доска, çĕнĕлле йĕркеленĕ предмет класĕсем, паянхи ыйтусене тивĕçтерекен сĕтел-пукан, икĕ шкул автобусĕ, ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма кирлĕ ытти хатĕр учительсене те, вĕренекенсене те пурнăçпа тан пыма пулăшаççĕ. Педагог ĕçне чунпа суйласа илнĕ, професси ăсталăхне пуянлатса пыма тăрăшакан çыншăн - паян ял шкулĕнче те çул уçă. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси палăртнă рейтинг тăрăх 50 балл пухнă географипе обществоведени вĕрентекен Н.И.Одикова тата 49 балл пухнă физика учителĕ, шкулта тăваттăмĕш çул ĕçлекен çамрăк специалист В.И.Прохоров лидерсем шутланаççĕ. Рейтингри чи пĕчĕк балл - 13. Хавхалантару тÿлевĕн виçине балсене кура çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. “Паллах, çĕнĕ ĕç тÿрех пĕр тикĕс пулса пыраймасть. Хăш-пĕр хаклавпа килĕшменнисем те пулма пултараççĕ. Критерисене çĕнетсе, лайăхлатса пырăпăр. Чи пахи - педагогикăра ĕçлекенсене малалла аталанма укçа-тенкĕпе те хавхалантарма май пурри”, - терĕ комисси членĕ М.В.Артемьева.
Етĕрне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ А.А.Филиппов çакăн пек пĕтĕмлетрĕ: “Районти 23 шкулта пилĕк çĕре яхăн педагог ĕçлет. Çак çĕнĕлĕхе - ĕçе кăтартусен пахалăхне кура хаклама пуçласса - вĕсем питĕ кĕтрĕç. Малтанлăха йывăрлăхсем пулчĕç, анчах та педагогика коллективĕсемпе район, вĕрентÿ пайĕн ертÿçисем тĕл пулса çĕнĕ тытăма ăнлантарса пани кăмăлсăр самантсене сирме пулăшрĕ. Кашни шкултах ертсе пыма хутшăнакан тата попечительсен канашĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çĕнĕ ĕçе активлă хутшăнчĕç. Авăн-юпа уйăхĕсемшĕн районта 900 пин тенке яхăн хавхалантару укçи тÿленĕ. Педагогсен çак хушма укçан вăтам виçи 766 тенкĕпе танлашать. Пин ытла е икĕ пине яхăн илекенсем те пур. Ман шутпа, ку меслет учителĕн шалăвне чылай ÿстерме пулăшнипе пĕрлех ăна хăйне те ялан вĕренме, ÿсме хавхалантарса тăмалла. Патшалăх çак тытăма ĕçе кĕртсе вĕрентĕве çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе çĕнĕ утăм тунине палăртас килет”.