Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ
Нумаях пулмасть пирĕн шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ: шкулăн вĕрентÿ ĕçне модернизацилемелли комплекслă проектне хутшăнмалли план; “Пирус е сывлăх;”; пĕрремĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем.
Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Н.Вадейкин вĕрентÿ ĕçне модернизацилемелли комплекслă планпа паллаштарчĕ. Пухăва пухăннă ашшĕ-амăшĕсем çак плана активлă сÿтсе яврĕç. Шкулти социаллă педагог ĕçĕсене туса пыракан Л.Л.Долгова “Пирус е сывлăх;” темăпа калаçрĕ, сиенлĕ хăнăхусенчен упранмалли сĕнÿсем пачĕ. Шкулта “Çамрăксем сывă пурнăçшăн” уйăхлăх пыни çинче те чарăнса тăчĕ.
Çавăн пекех çак темăпа ашшĕ-амăшĕсем хушшинче ирттернĕ анкета ыйтăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Виççĕмĕш ыйтупа класс ертÿçисем калаçрĕç. Пухăва пуçтарăннă ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем кирлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç.