Министерство образования Чувашской Республики

НАЦИ ПРОЕКЧĔН ТĔЛЛЕВĔ – ПАХА ПĔЛŸ ИЛМЕ ПУЛĂШАССИ

 

 

 

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова «Канаш ен» хаçата панă интервью

Раççей Президенчĕ В.В.Путин нумаях пулмасть пирĕн республикăна килсен Чăваш Ен учителĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ тата Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре малта пынине палăртрĕ. Ку енĕпе мĕн туни тата мĕн тумалли пирки эпир Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕпе Г.П.Черновапа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Галина Петровна, сирĕн шутпа «Вĕрентÿ» наци проекчĕ республикăра ăнăçлă пурнăçланса пыни, сирĕн шутпа, мĕнпе çыхăннă?

– Наци проектĕнче пахалăхлă вĕрентÿпе тивĕçтерес ĕçре пурне те пĕрешкел майсем туса парас тĕллев лартнă. Çавăн çинче никĕсленсе тăрать те республикăри вĕрентÿ политики. Эпир ăна темиçе çул хушши, тепĕр чухне проектра палăртнинчен те пысăкрах хăвăртлăхпа пурнăçласа пыратпăр.

Чĕр тавар саппасĕсем çине кăна шанса малалла кайма çуккине паян пурте ăнланаççĕ. Çакна проектра та, Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче те палăртнă. Ку енĕпе Чăваш Енĕн пуйма шанăç çук – вăл географи енчен те, экономика тĕлĕшĕпе те тупăшсăр территорире вырнаçнă. Апла пулсан, ăнăçăва ыттинче шырамалла. Инноваци ĕçне хавхалантарни, интеллектуал капиталне аталантарни 1996 çултах – Президентăн «Çĕнĕ шкул» программине йышăннă чухнех - тивĕçлĕ вырăн тупрĕ. Эпир хальхи вăхăтри базăллă шкулсен эффективлă сетьне туса хурас çул-йĕре суйласа илтĕмĕр тата çапла туса йăнăшмарăмăр. Çакă вĕренекенсене, вĕсем ăçта пурăннине пăхмасăр, паха пĕлÿ илме май туса парать.

2002 çултан пуçласа республикăра унчченхи пысăк тăкаклă, чылай çĕрте тарăн пĕлÿ парайман 700 яхăн пĕчĕк шкул вырăнне тĕрлĕ модельлĕ – «шкул – ача сачĕ», соцкультурăпа вĕрентÿ комплексĕ, кустри база шкулĕ (вĕренекенсене унта турттарса пырса), ресурс центрĕ - 544 шкултан тăракан эффективлă вĕрентÿ сечĕ йĕркелерĕмĕр. Укçа-тенкĕ, пурлăхпа техника, педагогсен ресурсĕсене138 пысăк база шкулне вырнаçтартăмăр. Çакăнпа усă курса профиль суйласа илес умĕнхи тулли пахалăхлă хатĕрленĕве тата профиль вĕренĕвне йĕркелеме пултартăмăр. Мĕншĕн çапла турăмăр-ха; Мĕншĕн тесен, шкул умĕнче тăракан чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри – вĕренекенре хăйтĕллĕнлĕхе аталантарасси, ăна пурнăç малашлăхне курса тăма хăнăхтарасси. Ачана математикăпа, физикăпа, химипе тата ытти предметсемпе конкретлă пĕлÿ пани çителĕксĕр, чи кирли – ачана çав пĕлÿпе ĕçре, кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентесси, ăна вĕçĕмсĕр пĕлÿ патне туртăнма хăнăхтарасси. Хăвна куллен пĕлÿпе пуянлатмасăр, аталантарса пымасăр, ăнăçлă ĕçлеме, конкурентлăхра тытăнса тăма йывăр. Çавăнпа та ачасене пурне те пĕрешкел вĕрентни мар, ача мĕн патне туртăннине, унăн пултарулăхне кура вĕрентни пĕлтерĕшлĕ. Акă мĕншĕн 2005 çултан пуçласа пур шкулта та 9-мĕш классенче профиль умĕнхи хатĕрленĕве йĕркелерĕмĕр. Аслă классенче вĕренекенсен пысăк пайне профиль вĕрентĕвне явăçтарнă. Ял шкулĕсенче ăна кустри пысăк шкулсенче йĕркеленĕ. Вĕсенче кашнинчех 2-3 профильпе вĕрентеççĕ. Инçетри шкулсенчи ачасене ку е тепĕр предметпа тарăнрах вĕренме шкул автобусĕпе ресурс центрне илсе каяççĕ е ресурс центрĕнчи вĕрентекен хăй аякри шкула пырать. Районти шкулсенчи 9-мĕш классенче вĕренекенсене пурне те профиль суйласа илес умĕнхи хатĕрленĕве явăçтарнă, аслă классенче вĕренекенсен 65, 3 проценчĕ профильсене тĕпе хурса пĕлÿ илет.

Аса илтерем: 2002 çултанпа «Шкул автобусĕ» республика программи вăйра тăрать. Паян 780 ялти 11 пин ытла ачана 273 автобус база шкулĕсене турттарать. Çав шутран 49 автобуса «Вĕрентÿ» наци шучĕпе туяннă. Канаш районне 11 автобус уйăрнă, çав шутран виççĕшне – кăçал. Вĕсем куллен 40 ялтан 526 ачана шкула, уроксем хыççăн каялла ялсене турттараççĕ. Çакă йăлтах пахалăхлă вĕрентÿпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Вăл ялсенчи пысăк база шкулĕсен тĕслĕхĕнче аван палăрать (вĕсенче ачасен 46, 8 проценчĕ вĕренет), хулапа ял шкулĕсенче вĕренекенсен кăтартăвĕсем юлашки 7 çулта танлашрĕç. Ял шкулĕсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, шкулсем тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче мала тухаççĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен результачĕсем (сăмахран, математикăпа хула шкулĕнче – 54, 8, ял шкулĕнче – 54, 08) çавна çирĕплетмеççĕ-и вара; Е база шкулĕсем Раççей, Чăваш Ен Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илме пултарни; 96 база шкулĕ грантсене тивĕçрĕ (пĕтĕм хисепĕн 70 проценчĕ). Ялти шкулсенчен аслă шкулсемпе ятарлă вăтам пĕлÿллĕ професси шкулĕсене вĕренме кĕрекенсен хисепĕ ÿсрĕ. 2000 çулта, ППЭ вăя кĕриччен, ялти шкултан вĕренсе тухакансенчен сахалăшĕ малалла вĕренме кĕнĕ пулсан, 2006 çулта ял ачисен 45 ытла проценчĕ (республикипе пĕтĕмпе 63 процент) аслă шкул алăкне уçнă.

Вĕрентÿ пахалăхĕ ачасем хутшăнакан тĕрлĕ шайри ăс-тăн конкурсĕсенче, тупăшусенче палăрать. Пултаруллă, талантлă ачасене аталантармалли темиçе шайлă система йĕркеленчĕ республикăра. Çĕнĕлле ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕсен сечĕ пур. Ăс-тăн, пултарулăх енĕпе палăрнă ачасен кăтартăвĕсен республикăри банкне туса хунă. Талантлă вĕренекенсемпе уйрăм программăсемпе республикăри ятлă-сумлă ученăйсемпе педагогсем ĕçлеççĕ, çав шутра дистанци вĕрентĕвĕн формипе усă курса, вĕсене ятарлă стипендисемпе хавхалантараççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, анчах унăн çимĕçĕ савăнтарать. 2000 çулта тĕнчери, Пĕтĕм Раççейри, регионсем хушшинчи конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисен йышне пирĕн республикăран 2 вĕренекен кĕме пултарнă пулсан, кăçал – 28. Ăс-тăн пултарулăхĕн тупăшăвĕсене сирĕн район вĕренекенĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче канашсенчен тăваттăшĕ республикăри олимпиадăсен призерĕсем пулса тăчĕç, кăçал – пиллĕкĕшĕ.

Вĕрентÿ процесне информаци технологийĕсем хăвăрт кĕрсе пыраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле республикăри шкулсенче кашни 21 вĕренекене çĕнĕ йышши пĕр компьютер тивĕçнĕ. Республикăри кашни вăтам шкулăн хăйĕн сайчĕ пур. Шкулсене анлă йĕрлĕ Интернетпа çыхăнтарни çĕнĕ информаци шайĕ, тĕрлĕ вĕрентÿ ресурсĕ çине тухма май парать.

Çакна та палăртса хăвармалла: вĕрентĕвĕн пур ыйтăвне те уйрăмшарăн мар, комплекслă татса панин усси витĕмлĕрех. Акă, шкул автобусĕсем туянни çулсем тума хистерĕ, ку вара пассажирсем турттарма çĕнĕ рейссем уçма май пачĕ. Ыйтусене комплекслă татса панипе ĕнтĕ эпир кăçал вĕренĕве лайăхлатмалли комплекслă проекта пурнăçлас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерме пултартăмăр. Унта хутшăннă 53 регионтан 21-шне суйласа илчĕç. Республикăна вара çак проекта пула федераллă бюджетран 209 млн. тенкĕ укçа пырса кĕчĕ. Унăн пысăкрах пайне шкулсен пурлăхпа техника тата вĕренÿ базине тĕреклетес, пуçламăш классем валли ку чухнехи сĕтел-пукан, шкул столовăйĕсем валли оборудовани, вĕрентÿпе методика литератури туянас тата кадрсене çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлес тĕллевпе усă курнă.

– Вĕренÿре виçĕ ен – учитель, шкул тата çитĕнекен ăру тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене хавхалантарас тата пулăшас тĕлĕшпе республикăра мĕн тăваççĕ?

– Чăваш Енре инноваци активлăхне çĕклес тĕлĕшпе нумай ĕç тунă: Президентăн 1000 ытла премине тата çамрăксем валли стипенди, педагогсемпе шкулсем, студентсемпе шкулта вĕренекенсем валли ятарлă грантсем туса хунă. Наци проектне пурнăçа кĕртни шкулсене çĕнĕлле ĕçлеме вăйлăн хавхалантарать, вĕрентекенсене ĕç çине творчествăлла пăхма хистет. Юлашки икĕ çулта кăна конкурссене шкулсен – 40, вĕрентекенсен 10 проценчĕ хутшăнчĕ, 66 шкул тата 224 вĕренекен федераллă бюджетран патшалăх пулăшăвне илме тивĕçрĕç. 40 вĕрентÿ учрежденийĕпе 60 педагога Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕсемпе тата премийĕсемпе чысланă.

Проектра воспитани ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрнă: 7706 класс ертÿçине (ку вăл педагогсен 55 проценчĕ) хушса тÿлеççĕ. Çакă воспитани пахалăхне лайăхлатасса шанатăп.

– Пуçланă реформăсен ăнăçлăхĕ талантлă учитель-лидерсен ĕçĕ-хĕлĕпе уйрăлми çыхăннă. Вĕсене ĕçшĕн тивĕçлипе тÿлемесен шкулта сыхласа хăварма чăннипех йывăр. Наци проектĕнче чи лайăх вĕрентекенсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма пăхнă. Малашне ку тĕлĕшпе ĕç-пуç еплерех пулĕ?

– Малалла каймалли чи эффективлă условисенчен пĕри вăл – шкулта ĕçлекенсене ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система çине куçни. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ вăл. Унпа килĕшÿллĕн ĕç укçи фончĕ икĕ пайран тăрать: никĕс пайĕ тата ĕç результачĕшĕн хавхалантармалли пай. Ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли тулли схемăпа хальлĕхе республикăри 30 шкулта эксперимент йĕркипе усă кураççĕ. Вĕсенче педагогсене 36 сехетлĕ ĕç эрнишĕн должноçри оклада тÿлеççĕ. Унччен урок тăрăх тÿленĕ пулсан, çĕнĕ механизм вĕрентекен ĕçне урăхларах йĕркепе хаклама май парать.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнчен педагогсен уйăхри ĕç укçи вăтамран 25 процент ÿсрĕ. Çитес виçĕ çулта вăл пĕлтĕрхи шайран икĕ хут пысăкрах пулмалла.

Йышăннă çĕнĕлĕхсем вĕрентÿ системине лайăх хатĕрленнĕ çамрăк педагогсем килессе, вĕсем хăйсемпе çĕнĕ методика, çĕнĕ шухăшлав илсе килессе кĕтетпĕр. Çав çĕнĕлĕхсем педагог-лидерсен опычĕпе пĕрле вĕрентÿ пахалăхне тата çÿллĕрех шая çĕклеме май парĕç.



24 ноября 2007
00:00
Поделиться