Министерство образования Чувашской Республики

ШКУЛТА ВĔРЕНМЕ УНЧЧЕНХИНЧЕН ЙЫВĂРТАРАХ, АНЧАХ ИНТЕРЕСЛĔРЕХ

 

 

[версия для печати]

Юсав ĕçĕсем ирттерме, çĕнĕ сĕтел-пукан, литература туянма патшалăх малтанхи пек укçа уйăрма тытăнасса Хĕрлĕ Чутайсен те чылай кĕтме тивнĕ. Шкулсем вĕсене хăйсен вăйĕпе пĕчĕккĕн çĕнетме тăрăшнă пулин те унчченхисем кивелнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа кăçал пĕрремĕш классем валли çĕнĕ сĕтел-пукан туянса пани, юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшни (хальлĕхе çителĕксĕртерех пулин те) самаях хавхалантарнă. Хăш-пĕр пĕлÿ çурчĕн столовăйĕ валли çĕнĕ оборудовани илсе килни ыттисен чĕринче шанăç çуратнă.

Уй урлă каçсан хырăм пушшех выçать

Çĕнĕ Атикассинчи пĕлÿ çуртĕнчи (кăçалтан вăл база шкулĕ шутланать) классене те сăрласа тирпей-илем кĕртнĕ. Вĕренекенсене çутă, таса пÿлĕмсенче кĕтсе илес тесе педагогсем нумай тăрăшнă. Ăшă пăрăхĕсене те улăштарнă, спорт залне юсаса çĕнетнĕ.

– Пĕлтĕр пирĕн шкула килсе курнă пулсан тĕлĕнсех каяттăрччĕ ĕнтĕ. Халĕ хăнасене йышăнма та намăс мар, районти вĕрентекенсен августри канашлăвне те кунта ирттерчĕç, – кабинетсемпе паллаштарнă май каласа парать директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Ф. Григорьева.

Штанаш шкулĕнчи аслă классем те кунта çÿреме тытăннăран Çĕнĕ Атикассинче вĕренекенсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ (пĕлтĕр 172 ача ăс пухнă пулсан, халĕ - 217). Çавна май столовăйĕнче вĕри апат çиес текен нумайланнă. Анчах... Çавăн чухлĕ вĕренекен валли апат пĕçерме май çук. Оборудовани çеç мар, савăт-сапа та кивелнĕ. Плитасем час хĕрмеççĕ, çавăнпа шыва малтан титанпа вĕреме кĕртеççĕ. Уявсенче ачасем кукăль те çиеймеççĕ – кăмака ĕçлемест.

– Çитменнине иртнĕ çул столовăя пур ача та çÿремен. Кăçал аякри ялсенчен килекенсем пурте апатланасшăн, – тет Ираида Алексеевна Романова аслă повар.

Вĕри яшка çимесĕр мĕнле-ха? Шкула 10-12 çухрăмран килекенсем ирхине те ыттисенчен маларах тухаççĕ, каç кÿлĕм килĕсене каярах таврăнаççĕ. Çавăнпа виççĕмĕш урок вĕçленнине систерекен шăнкăрав янăрасанах 1-7 классем столовăйне васкаççĕ. Аслăраххисем тăваттăмĕш урок тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. 30 минутлăх тăхтавра пурте апатланма ĕлкĕреççĕ.

Анчах аслă классенчи яшсемпе хĕрсен те хальлĕхе е яшка, е пăтă çинипех çырлахма тивет. Кулленхи меню пĕр евĕрлĕ: макарон, хура тул пăтти, тушенка ярса пĕçернĕ яшка. Сĕт çукран тĕрлĕ апат хатĕрлеймеççĕ.

– Икĕ эрне çеç вĕрентĕмĕр, ку çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшăпăр. Сĕте “Асамат” колхозран (шкултан вăл 12 çухрăмра вырнаçнă) турттарма пуçлăпăр. Ăна ял халăхĕнчен туянма чарни йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ, – теççĕ вĕсем.

Шкул çуртĕнчех ача сачĕ уçăласса та поварсем пĕчĕккисенчен ытларах кĕтеççĕ тейĕн. Апатне вĕсем валли те кунта хатĕрлеме палăртаççĕ-çке.

– Ун чух пире те çĕнĕ оборудовани парасса шанатпăр. Ăна туянма районтан заказ панă теççĕ-ха, – шанăçне çухатмаççĕ апат хатĕрлекенсем.

Нимрен нимĕр пĕçереймĕн. Столовăйĕнче пĕр уйăх апатланнăшăн кашнинчен 100-шер тенкĕ пухаççĕ (хула шкулне çÿрекенсем эрнере çавăн чухлĕ тÿлеççĕ).

– Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене тутлăрах, сĕтеклĕрех, тĕрлĕ витаминпа пуянрах апат çитересшĕн. Унччен ун пек калаçнине илтмен, – тет шкул директорĕ В.А. Ядранская.

Апат пахалăхне лайăхлатма, пуянлатма укçине те ытларах пухма сĕннĕ ашшĕ-амăшĕ. Çавăнпа Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекенсене яшкапа пăтă çеç мар, çитес вăхăтрах пулă та, какай та, тĕрлĕ салат та сĕнме пуçласса шанас килет. Уй-уй урлă каçакансен хырăмĕ пушшех выçать мар-и?

Хамăртан çеç килет

– Пĕтĕмпех хамăртан килет, – иккĕленмест Римма Федоровна Григорьева завуч та. – Пирĕн çĕнĕ директор виçĕ уйăх çеç ĕçлет пулин те (унччен вăл Куршавăшри пĕлÿ çурчĕн ертÿçинче тăрăшнă) мĕн кăна тумарĕ.

Çавăнпах пулĕ малашлăха та шанăçпа пăхаççĕ кунти педагогсем. Районти пĕр конкурсран юлманскерсем ЧР, РФ Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçессишĕн пыракан ăмăртăва татах хутшăнасшăн.

– Кирлĕ çакăн пек конкурссем, – çирĕплетет шкулта 30 çула яхăн (27 çул – завучра) ĕçлекен Римма Федоровна. – Çĕнтерсе укçине илни çеç мар, хутшăнни те лайăх. Кулленхи ĕçре кирлине, усăллине нумай пĕлетĕн. Паян çĕнĕ технологие алла илмен учитель малалла каяймасть. Унта хутшăнма шкул аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине хатĕрлерĕмĕр, аналитика справкисем çырма, хамăр пултарулăха тишкерме хăнăхрăмăр. Çакă çитменлĕхсене асăрхама, малашне хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине асăрхама пулăшать. Яваплăха та ÿстерет. Унчченхинчен йывăртарах, çав вăхăтрах интереслĕрех учитель профессийĕ.

Тăрăшнине кура çитĕнĕвĕсене те кĕтеççĕ вĕсем. Кăçал математикăпа тытнă патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен кăтартăвĕсем уйрăмах лайăх иккен. Эппин, Ариса Васильевна Дерстуганова ачасемпе уроксем хыççăн юлни те, вĕсене дистанци олимпиадисене хутшăнтарни те сая кайман.

– Ялта хулари пек репетитор тытаймаççĕ-çке вĕсем, учителĕнех ытларах пулăшма тивет, – тет тăрăшуллă педагог.

Светлана Николаевна Петрейкина (физкультура), Владимир Андреевич Евсеев (информатика) вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем те япăх мар. Педагогсем районти чи пултаруллă учительсен йышне те лекнĕ.

– Хими, математика, нимĕç чĕлхи олимпиадисенче (район шайĕнче) çĕнтереççĕ пирĕн вĕренекенсем, республикăри ăмăртусене те хутшăнатпăр. Анчах малти вырăнсене йышăнаймастпăр çав, – теççĕ кунти мал ĕмĕтлĕ учительсем. – Хула шкулĕсенче вĕренекенсемпе тупăшма йывăррине, хамăрăн та ытларах ĕçлемеллине ăнланатпăр.

Тăрăшуллă, республика шайĕнчи пултарулăх ăмăртăвĕсенче çĕнтерекен ачасем те çук мар-ха кунта. 10 класри Лариса Петрова “Букварьтен – илемлĕ литературăна çити” конкурсра икĕ çул – пĕрремĕш, икĕ çул – иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. “Тантăшăн” чи хастар юнкорĕсенчен пĕри сăвă-калав çырма çеç мар, ÿкерме те ăста. Шкул столовăйĕн, чăваш чĕлхи кабинечĕн тата çитес вăхăтрах уçăлмалли ача сачĕн стенисене унăн ÿкерчĕкĕсем илемлетеççĕ. Шел пулин те, Ларисăн хаçатра тухакан хайлавĕсене шкулта вуласа савăнаймаççĕ. Пĕр класра та, библиотекăра та “Тантăш” хаçатпа “Тетте”, “Самант” журналсене курмарăмăр. Питĕ шел...



20 сентября 2007
00:00
Поделиться