Митинг, посвященный 117-летию со дня рождения классика чувашской литературы К.В. Иванова
Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ 117 çулта
Чăвашсем хушшинче „Нарспи” поэмăна вуламан çын çук та пулĕ. Вилĕмсĕр произведени авторĕ – Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа кăçал 117 çул çитрĕ. Çак датăна халаласа К.Иванов палăкĕ умĕнче паян митинг иртрĕ. Уяв - митинга чăваш халăх поэчĕ - Валерий Тургай ертсе пычĕ.
Çуралнă куна уявлама хула шкулĕсенче вĕренекенсем, Г.Лебедев лицей ачисем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем Константин Иванов сăввисене, чăваш поэчĕсен хайлавĕсене вуларĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.