Министерство образования Чувашской Республики

ОПРОС

Якушкин

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин çамрăксемпе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Александр Якушин ыйтăва илтсен йăл! кулса ячĕ.

– Нихăçан та “валентинкăсем” çырса курман. Темшĕн – хам та пĕлместĕп. Хам çырупа почта уйрăмĕнче ĕçлекенсене чăрмантарас темен пулĕ. Вĕсен вăхăтне шелленĕ.

Александр Владимирович вара кашни çул çак кун савнă çыннине чечек парнелет. Чун-чĕрери çепĕç юрату туйăмĕсене уçса пама чечек “чĕлхинчен” пахараххи мĕн пултăр?

Людмила Якимова

- Çырнă, нумай çырнă, – терĕ Чăваш телевиденийĕн тата “Çамрăксен хаçачĕн” корреспонденчĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн 2007-мĕш çулхи стипендиачĕ Люда Якимова.

– Шкулта пĕрле вĕренекенсене “валентинкăсем” хам ăсталаса саламлаттăм, студент чухне вара туянаттăм. Арçын ачасем патне сахалрах çырнă, хĕр ачасем патне нумайрах. Халĕ те ку йăлана пăрахма шутламастăп. “Валентинкăсемпе” туссене мĕн тери пысăк савăнăç кÿретĕн!

Мĕнле сăмахсем шăрçаланă-ха Людмила? Тĕрлĕрен пулнă. Хăйне вара уйрăмах çакă кăмăла каять: “Çулăмлă, пуш хирти шăрăх пек хĕртсе тăракан, çурхи çил пек уçăлтаракан, хĕллехи тăрă уяр кун пек таса, телейлĕ ЮРАТУ!”



"Время"
13 февраля 2007
00:00
Поделиться