Министерство образования Чувашской Республики

«Вăрман юмахĕнче» – пултаруллă чăваш ачисем

«Вăрман юмахĕнче» – пултаруллă чăваш ачисем

«Эткер» этнокультура программипе ĕçлекен ушкăн кăçал утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи «Вăрман юмахĕ» (Лесная сказка) ача-пăча кану лагерĕнче 14-мĕш хут уçăлчĕ. Пушкăрт, Тутар, Чăваш республикисенчен тата Тюмень, Чĕмпĕр, Чулхула, Самар облаçĕсенчен килнĕ 37 шкул ачи пĕр-ик кун хушшинчех туслă та пултаруллă «Мерчен» ушкăна чăмăртанма пултарнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ – тăван халăх культурипе, чĕлхипе тата литературипе çыхăннă тĕрлĕ олимпиадăсемпе ăмăртусен çĕнтерÿçисем. Çĕнĕ смена уçăлнине уявлама килнĕ хаклă хăнасене маттур ачасем чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

«Эткер» этнокультура программипе хавхаланса паллашакан кашни çамрăк чăваш элемĕпе илемлетнĕ галстука тивĕçрĕ. Вĕсене сцена çине тухсах Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Ирина Степанова, «Тăван Атăл» журнал тĕп редакторĕ тата Чăвашсен профессиллĕ писательсен ертÿçи Лидия Филиппова, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ Алексей Иванов çыхса ячĕç, чунран тухакан саламлă сăмах каларĕç, асра юлмалли парнесем пачĕç. Авраам Бурундуков композитор хаваслă кĕвĕ каласа савăнтарчĕ. Уява «Халăх шкулĕ–Народная школа» журнал редакторĕ Римма Прокопьева та хутшăнчĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии