Колледжа е техникума..., газета Красночетайского района "Наша жизнь"

Тăххăрмĕш класс пĕтернисенчен çуррине яхăн вăтам професси пĕлĕвĕ илесшĕн

Шкулсенче экзамен тапхăрĕ вĕçленнĕренпе самай вăхăт иртнĕрен чылайăшне кăтартусем кăсăклантараççĕ пулĕ. 11-мĕшсен кăна мар, 9-мĕш класс пĕтернисен те питĕ хĕрỹ тапхăр пулчĕ-çке. 9-мĕшсем тăватă патшалăх экзаменĕ тытрĕç: вырăс чĕлхипе тата математикăпа пурин те тытмалли, тепĕр икĕ экзамен - суйласа илнисем.

Кăçал районта пурĕ 9 класс пĕтерекен 137 ача экзамен тытнă. Тăххăрмĕшсен экзаменĕсем те питĕ çирĕп лару-тăрура иртнĕ, экзамен мĕнле пынине видеокамерăсем çырса пынă. Экзамена видео çине çырса илни мĕнле те пулин тавлашуллă лару-тăру сиксе тухсан ăна татса пама пулăшать.

Райадминистрацин вĕренỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 9-мĕш класс пĕтернисем хушшинче пур экзаменпа та "пилĕк" паллă илнисем те пур: Мăн Этмен шкулĕнчи Даниил Чернов тата Алевтина Ерофеева (суйласа илсе иккĕшĕ те химипе тата биологипе экзамен тытнă), Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнчи Анастасия Яковлева (суйласа илсе географипе тата чăваш чĕлхипе тытнă).

Тăхăр класс пĕтернисенчен нумайăшĕ шкулта юлмасть, малалла вĕренме колледж е техникум суйлать. Республикăри вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсем Раççейре лайăххисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Вĕсенчен чылайăшне аттестатри кăтартусемпе кĕме пулать.

Колледжсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçе вырнаçма, аслă пĕлĕве вара куçăмсăр майпа (заочно) илме пулать. Кăçал районти шкулсенчен 9-мĕш класран вĕренсе тухнисенчен 46 проценчĕ колледжа е техникума малалла вĕренме кайма шут тытнă.

Енчен те ача пĕр-пĕр экзамен тытайман пулсан, унăн сентябрьте тепĕр хут тытса пăхма шанăç пур. Экзаменсен хушма тапхăрĕ пирки ыйтса пĕлмеллисем пур пулсан, 8 (8352) 57-21- 60 номерпе "вĕри лини" телефонĕпе шăнкăравлама пулать.

А.СЕМЕНОВА.

http://nashazhizn21.ru/obrazovanie/3694-kolledzha-e-tekhnikuma