Пур енĕпе те пултаруллă, АУ "Редакция Комсомольской районной газеты "Каçал ен" ("Кошелеевский край")

Пур енĕпе те пултаруллă

Кашни шкултах пур енĕпе те маттур, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, тĕрлĕ конкурсра мала тухакан хастар ачасем пур. Вĕсем предмет олимпиадисене хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ, сцена çине тухса куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Çакăн пек маттур ачасенчен пĕри —  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан София Чернова.

Класри пĕр мероприяти те Соньăсăр иртмест. Вăл мĕн пĕчĕкрен хастарлăхпа палăрать, уроксенче лайăх ĕлкĕрсе пырать, класс тулашĕнчи ĕçе те активлăн хутшăнать. Биологипе, географипе, вырăс чĕлхипе, математикăпа, акăлчан чĕлхипе, физикăпа, историпе, общество-знанипе — кашни предметпах вăл хăйĕн пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулнине конкурс-олимпиадăсене хутшăнса çирĕплетет. 2017 çулта вăл пуçватмăшсем шутлас енĕпе ирттернĕ «Хитори» уçă интернет-конкурсра 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ,  «Кенгуру» конкурс-вăйăра çĕнтернĕ. Çавăн пекех вырăс чĕлхипе, обществознанипе тата акăлчан чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăсен районти тапхăрĕн призерĕ пулнă. 

2018 çулта София Чернова интеллектуаллă вăйăсен «Детектив агентстви» республика чемпионачĕн призерĕ пулма тивĕçнĕ. Тĕнче культурин историйĕпе   ирттернĕ Пĕтĕм халăхсен  XVI-мĕш вă-йăллă конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă, вырăс чĕлхипе дистанци мелĕпе ирттернĕ республика шайĕнчи олимпиадăра I степеньлĕ Дипломлă пулса тăнă. Çавăн пекех вăл чăваш чĕлхипе ирттернĕ конкурс-олимпиадăсене те хутшăнса малти вырăнсене тухать.

Портфолио Софийăн питĕ пуян, кашни диплом-грамотăна каласа та пĕтереймĕн. Шкул предмечĕсене тарăннăн шĕкĕлчеме тăрăшнипе çеç мар, творчествăлла пултарулăх валли те вăхăт тупать хĕр. Вăл — Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн выпускникĕ. Унта ташă ăсталăхне вĕреннĕ чухне Соня ушкăнри  ытти ачасемпе пĕрле ăçта кăна çитмен-ши, мĕнле çеç конкурс-   фестивальте палăрман-ши!; Çанă тавăрса тăрăшни  сая кайман: 2019   çулта хĕрача Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн     пултаруллă çамрăксене паракан ятарлă          стипендине тивĕçнĕ.

Кăçал София Чернова вырăс чĕлхипе, математикăпа, акăлчан чĕлхипе тата обществознанипе тĕп патшалăх экзаменĕсем тытнă, пуринпе      те «пиллĕк» паллă  илнĕ.

— Хăш енĕпе вĕренме каяссине хальлĕхе палăртман-ха. Тен, право сыхлавĕ енĕпе пĕлĕве тарăнлатăп, тен, ют чĕлхесемпе хамăн пурнăçа çыхăнтарăп. Малтанлăха 10–11-мĕш классенче çанă тавăрса вĕренес пулать, патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче нумай балл илес тесен чылай тăрăшмалла,— пĕлтерчĕ шухăшне Соня.

Тăрăшуллă хĕре ăнăçу, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. 

Н.КАЛАШНИКОВА.

http://kasalen.ru/2019/07/19/пур-енeпе-те-пултаруллa/