Министерство образования Чувашской Республики

300 балл пухнă пике, НТРК

Республикăра патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче 100 бал пухакансем çулсерен йышланса пыраççĕ. Пĕлтĕр чи пысăк кăтартупа шкул пĕтерекенсем 43-ĕн пулнă пулсан, кăçал 64 çамрăк палăрнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ харăсах икĕ предметпа çĕршер балл пухнă. Шупашкарти 2-мĕш лицейран вĕренсе тухакан  Ольга Васильева вара виçĕ экзаменра 100-шер бала тивĕçнĕ. Пултаруллă пикепе Анастасия Сидорова тĕл пулчĕ.