Кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменне республика шкулĕсенчи 6 пин те 700 ытла вĕренекен тытĕ

9-мĕш класс пĕтерекен 12 пин ачан пĕлĕвне тĕп патшалăх экзаменĕнче хаклĕç. Пĕрремĕш тĕрĕслев хыçа юлнă та ĕнтĕ: раштав уйăхĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытма ирĕк паракан сочинени çырнă. Тăххăрмĕшсемпе нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ калаçăвĕ ирттерĕç – кун пек собеседовани хальччен çукчĕ-ха. Кăçал шкул пĕтерекенсене тата мĕнле улшăнусем кĕтни çинчен Вĕренÿ министерствинче каласа пачĕç. Марина Карягина, Надежда Андреева, Виктор Степанов Саспа вуласси, текста каласа парасси, панă темăпа калаçасси тата экзамен йышăнаканăн ыйтăвĕсене хуравласси – 9-мĕш класран вĕренсе тухакансен пуплевне кăçал çапла хаклĕç. Тĕрĕслевре илме пултаракан 19 балран 10-ран кая мар илмелле. Вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн те улшăнусем пур. Вĕсем тĕпрен илсен математикăпа тата ют чĕлхесемпе çыхăннă. Тата çакна палăртмалла: суйласа илмелли экзаменра шкул ачи çырса илнине асăрхасан вăл çав экзамена тытма тепĕр икĕ çултан кăна тепĕр хут килме пултарĕ. Вĕренÿ министерствинче палăртсах калаççĕ: экзаменсенчен хăрама кирлĕ мар. Ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ ачисенчен те хытăрах пăлханать, класра илнĕ пĕлÿ çителĕксĕр тесе шутланипе репетитор тытса тăкакланать. Анчах тĕрĕслеве вăтам ĕлкĕрсе пыракан шкул ачин пĕлĕвне шута илсе хатĕрленĕ. Хатĕрленмелле, анчах хăрамалла мар. Сăмах май çакна каласа хăвармалла: Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче çуркуннехи каникул вăхăтĕнче 8 предметпа тÿлевсĕр экзамен тытса пăхма пулать. Унта ашшĕ-амăшĕ те пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхма пултарать. Хыççăн педагогсем йăнăшсене сÿтсе явĕç. 



ГТРК "Чувашии"