Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади - 2018 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ

 Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади - 2018 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ

Чăваш чĕлхине, литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстерес, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ  2018 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттереççĕ.

Олимпиадăна Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче  5-7 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Олимпиада икĕ номинаципе иртет:- чăваш шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн);- вырăс шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн).

Тĕплĕнрех>>>

Олимпиадăна интернетпа çыхăннă телефонпа та (смартфон тата ыт. те) хутшăнма юрать.

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428000 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт,

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, наци вĕренĕвĕн центрĕ, 216-мĕш пÿлĕм,

Кирлĕ информацие chrio.cap.ru сайтра «Наци вĕренĕвĕ» баннерта тупма пулать.

Телефон  (8 8352) 584644

E-mail: chrio6@cap.ru

08 ноября 2018
13:17
Поделиться