Министерство образования Чувашской Республики

Чăваш тумĕн уявĕ

Чăваш тумĕн уявĕ

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăннă чăваш ачисем  çĕртме уйăхĕн 6- мĕшĕнче  вăйă картине тăчĕç. Илемлĕ тум тăхăнса, тĕрлĕ юрă шăрантарса Чăваш тумĕн уявне уявларĕç. Ăçта курма пулĕ-ши тата  ĕлĕкхи пек карталанса чăваш юррине юрлакан тата чăваш вăййине вылякан çамрăка? Уява  З.И.Воронова, чăваш тĕррин ăсти ,Чаш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăйĕн коллекцинчи тумсемпе, чăваш кĕпи çинчен каласа парса илем кÿчĕ.  Уяв  арçын ачасем кĕрешÿре вăй виçнипе вĕçленчĕ.Чи маттуррисем Пушкăрт Республикинчен килнĕ Данилов Никита тата тутар Республикинчен килнĕ Скворцов Виталий  пулчĕç. Вĕсене медальсем парса чысларĕç. 



05 июля 2013
15:54
Поделиться